Комментари хушас

5 Утă, 2017

Галя аппа савăнăçĕ

Галина Илларионова-Сергеева Алманч ял тăрăхне кĕрекен Вăрманкасра пурăнать. Сакăр теçетке çула çывхарать пулин те вашават, хастар. Мăшăрĕ çĕре кĕнĕренпе кĕçех çирĕм пилĕк çул çитет. Çавна май Галя аппа кун-çулне пĕчченех пурăнса ирттерет. Тулли ăраскалне ачисенче, мăнукĕсенче, кĕçĕн мăнукĕсенче курать.

— Эпир сакăр пĕртăван ÿсрĕмĕр. Анне уй-хир бригадирĕнче, ферма заведующийĕнче ĕçлерĕ. Аппасемпе йăмăксем, шăллăмсем пирки те лайăххине çеç каламалла. Мана Алманчран çамрăклах вăрласа килчĕç. Çапла вара 17-рех Вăрманкас кинĕ пулса тăтăм, Сергеева хушамата Илларионовăпа улăштартăм, — калаçăва малалла тăсрĕ кинемей.

Мăшăрĕ Виталий хуçалăхра водительте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Галина Сергеевна та бригадăра тăрăшнă. Хуçалăха кашни çул 5 рет хăмла çитĕнтерсе панă. — Упăшкапа виçĕ пÿрт тума тиврĕ, — пĕлтерет ватă. — Кирек епле ĕç патне те алли пыратчĕ унăн. Вăл тума пĕлмен ĕç çукчĕ.

Туслă мăшăр тăватă ача çуратса ÿстернĕ. Паян Галя аппа 8 мăнукĕпе тата 5 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать. Тĕпренчĕкĕсем пурте хăйсене кăмăла каякан ĕç тупнă, çемье çавăрнă. Шел, ывăлĕ Валерий пурнăçран ир уйрăлса кайнă.

— Çу кунĕсенче манăн кил нихăçан та пушă мар, яланах ача-пăча сассипе тулать, — тет Галина Сергеевна. — Мăнуксемпе кĕçĕн мăнуксем Вăрманкаса килсессĕн чун хĕпĕртет, пурăнассăм килет. Паянхи пурнăçа епле хурлăн? Халĕ пурте пур, чăх-чĕп тытатăп. Ĕлĕкхи пек вăрмана кайса хăра-хăра хăрăк турат пуçтармалла мар, çурта çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтатпăр. Хаçат-журнал тăрăх çĕршыври, республикăри пĕтĕм хыпара пĕлсе тăратăп, — кăмăллăн калаçать Галя аппа.Çав вăхăтрах шухăша кайса çапла хушса хучĕ:

— Тăван ял пуласлăхĕ шухăшлаттарать. Мĕн хăварăпăр эпир мăнуксем валли? 15-20 çултан мĕн кĕтет Вăрманкаса? Çитес çул эпĕ ку яла качча килни 60 çул çитет. Çак тапхăрта вара аса илмелли сахал мар. Ун чухне килĕрен шкула çÿрекен сахалтан та 4-5 ачаччĕ. Паян вара? 30-40 çул каялла çу вăхăтĕнче кашни кану кунĕнче тенĕ пекех туй арăмĕсен юррисене илтме пулатчĕ. Халĕ юлашки хут туй арăмне хăçан курнине калаймастăп. Çут тĕнчене килекен пепкесем те сахал. Ял ватăлать. Хуçалăх ĕçне ĕлĕк 30-40 çын хутшăннă пулсан, паян ялта вăй питти çынсем те вуннăран иртмеççĕ пулас. Ĕлĕк 72 çурт мăрйинчен тĕтĕм тухнă, халĕ — 38-ăшĕнчен кăна.

Вăрманкас ялне хăй çуралса ÿснĕ Алманчран ытларах килĕштернине каларĕ вăл. Кунта вăрман та çывăхрах. Пушă вăхăтра кунтăк йăтса çырлана е кăмпана кайма пулать. Эмел курăкĕсем пухма та меллĕ. — Йăваш кăмăллă çынсем ытларах пирĕн. Пулăшу ыйтсан яланах алă тăсса параççĕ, — ырăпа асăнать ентешĕсене ватă.

Кинемейĕн пÿртĕнче «сенкер çулăм» тĕп вырăнта пулсан та кăмакине ку тарана çитсе те пăсман. Унта ачисем валли шаркку пĕçерме кăмăллать. Пысăк уявсенче хутать ăна. Ун чухне кил-çурт кукăль, хăпарту шăршипе тулать.

Татьяна БОРИСОВА.

Красноармейски районĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.