Комментари хушас

5 Утă, 2017

Шупашкарта криминологи ăсчахĕсем тĕл пулчĕç

Шупашкарти коопераци институтĕнче паян Пĕтĕм Раççейри «Преступникĕн криминологи характеристики» ăслăлăх-практика конференцийĕ уçăлчĕ.

Мероприятие Раççей криминологи ассоциацийĕпе пĕрле йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ ăслăлăхри тата тĕпчев ĕçĕнчи çитĕнÿсемпе паллаштарасси, криминологи тĕпчевĕсен методикипе çыхăннă ыйтусене çутатасси, преступноçпе кĕрешес ĕçри норма-право никĕсне сÿтсе явасси пулса тăрать.

Конференцие Раççейри тĕрлĕ регионтан килнĕ право хуралĕн органĕсен ĕçченĕсем, ăслăлăх тата вĕрентÿ учрежденийĕсен представителĕсем хутшăнаççĕ. Сумлă хăнасен шутĕнче Раççей криминологи ассоциацийĕн президенчĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ юрисчĕ, юридици наукисен докторĕ Азалия Долгова профессор та пур. Мероприятие çавăн пекех магистрантсене, аспирантсене, преподавательсене, патлашăх влаç органĕсен тата йĕрке хуралĕн органĕсен представителĕсене йыхравланă.

Пленарлă лару хыççăн конференцие хутшăнакансем «çавра сĕтел» мелĕпе криминологин çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç. Конференци ĕçне ыран коопераци институчĕн ученăйсен канашĕн залĕнче тĕл пулса пĕтĕмлетĕç.

Валентина БАГАДЕРОВА

ШУХĂШ

Валерий АНДРЕЕВ, Раççей коопераци университечĕн Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ:

— Чăваш Республикинче çĕршыври чи ăста специалистсем час-часах килеççĕ, Чăваш Ен час-часах тĕрлĕ енлĕ пултарулăх лапамĕ пулса тăни савăнтарать паллах. Халĕ те акă конференцие Мускавран, Саратовран, Владимиртан, Хусантан, Чулхуларан, Тамбовран, Тюменьтен, ытти хуларан пĕтĕмпе 100 ытла çын хутшăнать. Çак сумлă ушкăнпа «çавра сĕтелсем», дискуссисем йĕркелесе ирттерни, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни криминологи ăслăлăхĕшĕн усăллă пуласси иккĕлентермест.

Теги: