Кадетсем строя тăраççĕ
Çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче РФ Оборона министерствинче Чăваш Енре тума палăртнă кадет корпусне пулăшасси çинчен калакан тăватă енлĕ килĕшĕве алă пуснă. Документа Раççей оборона министрĕ Сергей Шойгу, РФ Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата «РЕНОВА» компанисен ушкăнĕн директорсен канашĕн председателĕ Виктор Вексельберг алă пусса çирĕплетнĕ. Çапла вара объект çитес çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче хута каяс тĕлĕшпе паян никамăн та иккĕленÿ пулмалла мар.
Сергей Шойгу министр çирĕп шанать: Чăваш кадет корпусĕ унта вĕренекенсене «яваплă çынсем пулса çитĕнме, çĕршывăмăра аталантарассишĕн пĕтĕмпех тума хатĕр пулмашкăн май парĕ». Михаил Бабич палăртнă тăрăх — округра паян пилĕк кадет корпусĕ. Вĕсене пурне те уйрăм çар чаçĕсен, аслă вĕренÿ заведенийĕсен çумне çирĕплетнĕ. Икĕ корпус пулас моряксене хатĕрлет, тата иккĕшĕ — Сывлăш десант çарĕсен çумĕнче. Кадет корпусĕсенчен вĕренсе тухакансен 60% Оборона министерствин училищисене вĕренме кĕрет.
ЧР вĕрентÿ министрĕ Юрий Исаев Шупашкарти кадет вĕрентĕвĕн аталанăвĕн «çул-йĕр карттипе» паллаштарчĕ. Корпуса республикăн Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ кадет шкулĕн никĕсĕ çинче йĕркелеççĕ. Вĕренме 5-мĕш класран тытăнса йышăнаççĕ. Унта Чăваш Ен ачисем кăна мар, ытти регион представителĕсем те вĕренме пултарĕç.
Кадет шкулĕ 400 вырăнлăх пулмалла. Аукцион ирттерсе строительство ĕçĕсене пурнăçлама 485 миллиона яхăн тенкĕлĕх контракт тунă ĕнтĕ — «Старко» фирма çĕнтернĕ. Аукцион малтанхи хака самай, 66 миллион тенкĕлĕх /12,2%/, чакарма май панă. Ку çурта çитес çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хута ямалла. Кадет корпусĕ валли Шупашкарти Эгер бульварĕнче, Трактор тăвакансен культура керменĕ хыçĕнче, 4 пин тăваткал метра яхăн лаптăк уйăрнă. Унсăр пуçне «РЕНОВА» компанисен ушкăнĕ ыр кăмăллăх шучĕпе 250 вырăнлăх çывăрмалли корпус тăвать. «РЕНОВА» хывакан инвестицисем 140 миллион тенкĕпе танлашĕç. Корпуспа юнашар çавăн пекех пăр каток та пулмалла, ăна 2019 çулта тăвасшăн, тăкаксем 300 миллион тенкĕ патнелле пулĕç.
Юрий Исаев палăртнă тăрăх — «ку — патшалăхпа уйрăм çын ĕçтешлĕхĕн çакнашкал пысăк инвестицисемпе çыхăннă пирвайхи тĕслĕхĕ». Çакă, ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн шухăшĕпе, республикăри нумай ачаллă çемьесене пулăшас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Оборона министерстви корпуса тивĕçлĕ оборудованипе, литературăпа, ыттипе тивĕçтерессине хăйĕн çине илет. Тумтир, апатлану — пĕтĕмпех бюджет шучĕпе. Оборона министерствинче килĕшĕве алă пуснă чухне те ЧР Пуçлăхĕ çар служби Чăваш Енре хисепре пулни çинчен каланă. Ахальтен мар ĕнтĕ çар службинче пулмашкăн пирĕн республикăра çуралса çитĕннĕ 8 пин çын контракт тунă. Кадетсен корпусне Александр Кочетов ятне пани те ăнсăртран мар. Вăрçă çулĕсенче паттăр ентешĕмĕр 488 хут вĕçеве çĕкленсе тăшманăн 50 яхăн самолетне тĕп тунă. Ăна Совет Союзĕн Геройĕн ятне иккĕмĕш хут пама та тăратнă текен хыпарсем те пур.
Михаил Васильевич Виктор Вексельбергăн ыр кăмăллăх пулăшăвĕ пирки пайăррăн каларĕ:
— Раççейри чи пуян çынсенчен пĕри... Пирĕн хамăрăн унашкал предпринимательсем çук. «Хĕвел» завода хута янине, электростанцисене çĕнетнине пĕрле шутласан юлашки çулсенче вăл республикăна хывнă инвестицисен калăпăшĕ 35 миллиард тенке çитет. Унпа тĕл пулнă май Чăваш Енре теплицăсем тума тытăнассине çирĕплетрĕ. Çĕнĕ йышши теплицăсем 22 гектар йышăнмалла — 6 миллиард тенкĕлĕх...
Чăваш Енпе «РЕНОВА» ĕçтешлĕхĕ çакăнпа кăна та вĕçленмест-тĕр. «Хĕвел» саккасĕсен калăпăшĕ питĕ пысăк-мĕн — 2022 çулчченех палăртса хунă. Çавăнпа Вексельберг хĕвел батарейкисем кăларакан тепĕр завод тăвасшăн, унăн хăвачĕ Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлекеннинчен икĕ хут пысăкрах пулмалла. Михаил Васильевич çав завода та Чăваш Енех илсе килесшĕн — ку енĕпе ĕçлеме пуçламалла.
Çĕнĕ йышши лайăх шкул пулать — çакăншăн республикăра пурăнакан кашни çын савăнмалла пек ĕнтĕ. Анчах, тĕлĕнмелле те, хирĕçлекенсем те пур иккен. Вĕрентÿ министрĕ Юрий Исаев хушаматсене те асăнчĕ: Юрий Пичугинпа Сергей Лукиянов архитекторсем — «проектсене хăйсем пурнăçласшăн-ши?» Вĕсем хирĕççинчен тĕп хула администрацийĕн Пуçлăхĕ Алексей Ладыков та тĕлĕнет: «Пичугин хăй вăхăтĕнче хула администрацийĕнче ĕçленĕ. Вăл пысăк мар йыш интересĕсене хÿтĕлесе Атăл çыранне хăтлăлатмалли проекта пурнăçлассине çине тăрсах хирĕçленĕччĕ. Лукиянова илес тĕк — Атăл панорамине хуплакан «Альбатрос» комплекса шăпах вăл проектланă. Халь тата Карл Маркс урамĕнче çÿллĕ çурт тумалли проект тĕлĕшпе темиçе уйăх хирĕçетпĕр... Кадет корпусне хирĕçленĕ май вăл çав тăрăхри строительство ĕçĕсем валли Феликс Новиков архитектор тунă проект пирки калать. Çав архитектор вара халь Америкăра пурăнать...» Алексей Олегович сăмахĕнче йĕкĕлтев сĕмĕ те палăрчĕ: çав архитекторсене эпир вĕсене паракан вун-вун миллион тенкĕлĕх саккассем те сахал пек туйăнмаççĕ-ши?
Хайхи архитекторсем çав вырăнта кадет корпусĕн строительствине пуçарса влаçсем симĕс зонăна тапăнаççĕ теме пăхаççĕ-мĕн. Анчах республика ертÿçисен шухăшĕ пачах тепĕр майлă. «Çав территори пĕтĕмпех çÿп-çап, тĕрлĕ каяш айне пулнăччĕ. Çынсем шашлăка çÿреççĕ те — тем те пĕр пăрахса хăвараççĕ. Йăлт тасатрăмăр, ку темăпа халăх итлевĕсем иртнĕ. Михаил Бабич полпред эпир палăртнă ĕçсене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçласса шанать», — тет ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
Николай КОНОВАЛОВ.