Комментари хушас

Çурхи ака Чăваш Енри патшалăх техника сăнавĕн инспекцийĕн ĕçченĕсене хăйсен професси уявĕ çинчен вăрах калаçтармарĕ. Иртнĕ эрне кун Çĕрпÿ районĕнчи "Авангард" – "Çĕрпÿ беконĕ" пĕрлешÿре иртнĕ семинар-канашлура вĕсем кулленхи ĕç-пуçа тишкерсе хакларĕç, çĕнĕ тĕллевсем палăртрĕç.

Çурхи тапхăрăн кашни кунĕ хресченшĕн хаклă та яваплă. Çакна кура ял хуçалăх техникин юсавлăхне тĕрĕсленĕ хыççăн унпа ĕçлеме ирĕк паракан свидетельствăпа механизатора вырăнтах тивĕçтерни пĕл-терĕшлĕ. Малашне инспекторсем çапла ĕçлеме палăртаççĕ те. Çĕнĕ йĕркепе "Авангард" хуçалăхра Çĕрпÿ тата Сĕнтĕрвăрри районĕсемпе ĕçлекен аслă инспектор Юрий Григорьев паллаштарчĕ. Техникăна тĕрĕслесен хăйĕнпе пĕрле илсе тухнă ноутбукпа усă курса ятарлă вырăнта паллă турĕ те, кирлĕ документпа трактор номерне механизатора тÿрех алла пачĕ. Çапла ĕçлеме тăрăшмаллине палăртрĕ Чăваш Енĕн патшалăх техника надзорĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев.

Малаллахи калаçура уяв çинчен аса илчĕç. Раççейре патшалăх техника сăнав инспекцине йĕркеленĕренпе кăçал 55 çул çитрĕ. Кун пек чух пултаруллисене чыслаççĕ. Хальхинче Пăрачкав районĕпе ĕçлекен аслă инспектор Александр Зайцев РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп хутне тата кăкăр çине çакмалли паллăна тивĕçрĕ. Красноармейски районĕн ăста инспекторне Юрий Иванова Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти йышши техникăна сăнакан патшалăх инспекцийĕ Тав çырăвĕпе хавхалантарчĕ.

Кăçалтан инспекци ĕçченĕсем РФ правительствин чÿк уйăхĕнчи йышăнăвĕпе (1013") техника тĕрĕслевне çĕнĕ йĕркепе ирттереççĕ. Малтан патшалăх техника тĕрĕслевĕ тенĕ пулсан, халĕ пĕрремĕш сăмахĕ (патшалăх тени) тухса ÿкет. Трактор е строительствăра усă куракан транспорт хатĕрĕ юсавсăррипе тĕрĕслев витĕр тухаймасан инспекторсен çĕнĕ акт хутне çырса тултармалла. Юсавлă техникăпа ĕçлеме унччен механизаторсене "допуск" текен документ панă пулсан, халĕ ăна свидетельство хучĕ улăштарать. Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн çĕнĕ документпа тивĕçтерме инспекци тытăмĕнче контракт служби йĕркеленĕ.

Ял хуçалăхĕпе пач çыхăнман аттракцион техникине те республикăра асăннă инспекци ĕçченĕсем регистрацилеççĕ. Çакна пурнăçлама хальлĕхе вăхăтлăх йĕрке çирĕплетнĕ.

Ку ĕç ытларах хулари инспекторсем çине тиенет. Паянхи кун вара инспекци ĕçченĕсем ытти йышши техникăна тимлеççĕ. Вĕсен шучĕ республикăра 27000 единица, 6 пин ытларахăшĕ – агропромышленноçра, 11 пин ытларахăшĕ уйрăм çынсен аллинче. Чылай ял хуçалăх предприятийĕ çурхи акана тухнине шута илсен ĕççире усă курмалли тракторсен пысăк пайне юсавлăх енчен тĕрĕсленĕ. Çитменлĕхсене те тишкерчĕç канашлура. Вĕсен сăлтавне - техника тĕрĕслевне каярахри вăхăта куçарнине - хăш-пĕр районсенчи инспекторсем уççăн ăнлантарчĕç. Пĕтĕмĕшле техника тĕрĕслевне вăхăтра ирттерессипе çыхăннă кăтартусем çулсерен аванланаççĕ. Уйрăм районсенче йывăрлăхсем пур. Тĕслĕхрен, Çĕмĕрле районĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсенче мĕн пурĕ те 26 техника кăна, çавăнпа кунта çур акире ял çыннисен тракторĕсене явăçтармалла.

Ĕçлекен механизатор пулсан техникăн юсавлăх шайĕ те пысăк. Иртнĕ эрне вĕçленнĕ тĕле 22400 тракторист ĕç вырăнĕнче пулнă. Техника надзор инспекцийĕн районсенчи специалисчĕсем хуçалăхсене ĕç аллисем тупма та пулăшаççĕ. Тракториста вĕренекенсем вĕсем витĕр тухаççĕ. Пĕлтĕр тата кăçалхи пĕрремĕш кварталта 1940 çын пуçласа тракторист-машинистăн удостоверенине алла илнĕ. Çак шутра 1550-шĕ ялта пурăнать. Анчах 150-шĕ çеç ял хуçалăхĕнче ĕçлет. Инспекторсем вĕренсе тухакансене пĕлеççĕ, апла пĕрлехи вăйпа çамрăксене хуçалăха явăçтарма май пур.

Рейса тухас умĕн тата унтан таврăннă хыççăн механизаторсен сывлăхне тĕрĕслессине те йĕркелемелле. Çĕрпÿри "Авангард" хуçалăхра çакна пурнăçлама ятарлă пÿлĕм уйăрнă, кирлĕ хатĕр вырнаçтарнă. Республикăра çĕре яхăн пысăк ял хуçалăх предприятийĕ, хальлĕхе вĕсен пĕчĕк пайĕнче çеç трактористсен сывлăхне тĕрĕслесе рейса кăлараççĕ.

Маннине аса илтерекен, çĕннине вĕренме хистекен ыйтусем канашлура нумай пулчĕç. Малашне тата та тăрăшуллăрах ĕçлессишĕн çунчĕç инспекторсем. Апла ялсенчи машина-трактор инкексĕр ĕçлессе шанас килет.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.