Комментари хушас

23 Ака, 2014

Учительсен шалăвне шайлашуллă ÿстереççĕ

ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн тивĕçне пурнăçлакан Светлана Петрова ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли «Республикăри учительсен вăтам ĕç укçи» темăпа брифинг ирттерчĕ.

«Шкул умĕнхи, шкулти тата хушма вĕренÿ тытăмĕнчи ĕç укçи çинчен тĕплĕнрех каласа парас тĕллевпе пухăнтăмăр çакăнта, - терĕ Светлана Владимировна тĕл пулăва уçнă май. - Унта тăрăшакансен, уйрăмах шкулти учительсен шалăвне чакарнă текен сас-хура сарăлчĕ. Анчах çакă чăнлăхпа килĕшсе тăмасть. Ĕçтешĕмĕрсене çирĕплетсех шантаратпăр: шалăвăра чакарман...

Чăн та, сас-хура сăлтавĕ пуш уйăхĕнче педагогсем нарăсрипе танлаштарсан сахалрах илнипе çыхăнчĕ пулинех».

Светлана Петрова çирĕплетнĕ тăрăх - Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2013 çулта бюджет тытăмĕн уйрăм категорийĕн ĕçченĕсен шалăвне ÿстересси çинчен калакан указне пурнăçласа Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2013 çулхи нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнчи 14-мĕш указĕпе вĕренÿ учрежденийĕсенчи педагогсен шалăвне пĕлтĕр кварталсерен пысăклатса пынă.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ учрежденийĕсенче вĕрентекенсен вăтам ĕç укçине иртнĕ çул Чăваш Республикинчи асăннă тапхăрти вăтам шалăвăн - 100, шкул умĕнхи вĕренÿ учрежденийĕсен педагогĕсенне - республикăри пĕтĕмĕшле вĕренÿ тытăмĕнчи вăтам тÿлевĕн - 100, хушма вĕренÿ учрежденийĕнчисенне республикăри учительсен вăтам шалăвĕн 75 процентне çитермелле пулнă.

Чăваш Енри вăтам ĕç укçи пĕлтĕр - 19423,8, пĕтĕмĕшле пĕлÿ тытăмĕнче 17358 тенкĕпе танлашнă. Урăхла каласан педагогсен шалăвĕн кăтартăвĕсемпе çыхăннă мĕн пур индикатора пурнăçланă: пĕтĕмĕшле пĕлÿ учрежденийĕсенче вĕрентекенсен уйăхри вăтам тÿлевĕ 20141 тенкĕпе е республикăри вăтам ĕç укçин 103,7 проценчĕпе танлашнă, шкул умĕнхи пĕлÿ учрежденийĕнчисен - 17756 тенкĕпе е республикăри пĕтĕмĕшле вĕренÿ тытăмĕнчин 102,3 проценчĕпе, хушма вĕренÿ учрежденийĕсен педагогĕсен - 16323 тенкĕпе е республикăри пĕтĕмĕшле вĕренÿ учрежденийĕсен учителĕсеннин 79,9 проценчĕпе.

2014 çулхи пĕрремĕш кварталта Чăваш Республикинчи вăтам ĕç укçин прогноз пĕлтерĕшĕ 19635,8 тенкĕлĕх шутланнă. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ учрежденийĕсенчи педагогсен вăтам шалăвĕ малтанлăха палăртнă тăрăх кăçалхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче 21270,4 /республикăрин 108,3 проценчĕ чухлĕ, çав шутра кăрлачра - 21563,4 /109,8 процент/, нарăсра - 21816,5 /111,1/, пуш уйăхĕнче - 20431,2 /104,1/ тенке çитнĕ, шкул умĕнхи учрежденисенче вĕрентекенсен - 19489,3 тенкĕ /107,1 процент, çав шутра кăрлачра - 19432,1 /106,8/, нарăсра - 19510,7 /107,2/, пуш уйăхĕнче - 19525,2 /103,3/. Хушма вĕренÿ учрежденийĕсен вĕрентекенĕсен вăтам шалăвне кăçал шкулти учительсеннин 80 процентне çитермелле, малтанласа хатĕрленĕ кăтартусем тăрăх вĕсен 2014 çулхи пĕрремĕш кварталти вăтам шалăвĕ 17573 тенкĕпе е учительсене тÿленин 101,6 проценчĕпе танлашнă.

Светлана Владимировна çирĕплетнĕ тăрăх - республикăри вăтам ĕç укçин шайĕ йĕркеленсе çитнĕ май вăл хăвăрт ÿссе пырасса кĕтмелли çук, çакă шкул умĕнхи, пĕтĕмĕшле тата хушма вĕренÿ тытăмĕсене те пырса тивет.

«Унта ĕçлекенсен шалăвĕ чакмасть, вăтам тÿлев ку çулталăк тăршшĕпех республикăри вăтам ĕç укçин кăтартăвĕпе 100 процент е кăшт ытларах шайлашăнса пырать. Психологи тĕлĕшĕнчен илес тĕк кăрлачра, нарăсра - ытларах, пуш уйăхĕнче вара сахалрах илни кирек кама та шухăшлаттаратех. Анчах вăтам шалăва республикăри кăтартупа пĕрпеклетсе пымалла-çке. Чăваш Республикин экономикинчи вăтам ĕç укçи виçине малтанхи вăхăтра уçăмлатса çитерменнипе вĕрентекенсене ытларах тÿлеме тĕв тунă. Ку кăтартăва палăртнă хыççăн пуш уйăхĕнче республикăн 51 муниципалитетĕнче вĕрентекенсен вăтам шалăвĕ сахалрах пулнă пек курăнать. Ăна чакарнă тĕслĕх кунта çук, саккунра çирĕплетнĕ виçепе шайлаштарнă кăна», - палăртрĕ вăл.

Брифинга вĕçленĕ май Светлана Петрова журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Хаçатçăсене шалу кăна мар, ППЭ ыйтăвĕсем те кăсăклантарчĕç. Светлана Владимировна сăмахĕпе - кăçал пирĕн республикăра пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене палăртнă вăхăтран маларах /çĕр-шывра ăна тытмашкăн виçĕм кун ларнисем те сахал мар пулчĕç/ парас тĕллевлисем пулман, пурте çирĕплетнĕ тапхăра - çу уйăхĕн 26-мĕшне - кĕтсе тĕплĕ хатĕрленеççĕ. Министрăн пĕрремĕш çумĕ инфомаци хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтермелли майсем çинче чарăнса тăчĕ. Экзамена хутшăнакансене курав камерисем сăнаса тăрĕç, пĕтĕм хыпара пĕтĕмĕшле регистратор патне çитерĕç. Ытти çулта тĕрĕслев ĕçне пурнăçланă чухне кĕсье телефонĕпе усă курни йĕркене пăсни шутланнă тăк - кăçал ăна ППЭ вăхăтĕнче çумра тытма та юрамасть.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.