Комментари хушас

24 Çĕртме, 2017

Лотерея çĕнтерÿçисем паллă

Республика кунĕ «Хыпар» хаçата, çавăн пекех пĕр харăсах «Тантăш» хаçата тата «Самант» , «Тетте» журналсене 2017 çулăн иккĕмĕш çурринче илсе тăмашкăн çырăннисемшĕн чăнласах та икĕ хут уяв пулчĕ теме юрать.

Мĕншĕн тесен шăпах çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Хыпар» издательство çурчĕ ирттерекен лотерея вылявĕ иртрĕ. Чăваш халăх хаçачĕн тусĕсем — мотоблок, ача-пăча кăларăмĕсене кăмăллакансем вара велосипед выляса илме пултарнине маларахах пĕлтернĕччĕ. «Хыпар» çырăннă 282 çын лотерейăна хутшăнас тĕллевпе редакцие квитанци ярса панă, велосипедлă пулас текенсем вара — 20-ĕн. Вĕсенчен хăшĕсем чи-чи телейлисем пулĕç-ши?

Çакна пĕлес тĕллевпех ĕнтĕ Чăваш наци конгресĕ умне çын йышлă пухăнчĕ. Лотерейăна чăваш юрăçисен концерчĕ вăхăтĕнче ирттерчĕç. Уява килнисене «Хыпар» издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина Республика кунĕ ячĕпе саламларĕ. Тăван кĕтес, тăван халăх тата тăван чĕлхе кирек камшăн та çывăх пулнине палăртрĕ. Татьяна Геннадиевна «Хыпар» издательство çурчĕн кăларăмĕсене пĕтĕмпе 61 пин çемьере çырăнса илнине пĕлтерчĕ. Вулакансен хушшинче татах та çакнашал лотерейăсем йĕркелессине, вĕсене тата ытларах çын хутшăнасса шаннине каларĕ.

Акă тинех кĕтнĕ самант çитрĕ! Велосипеда Йĕпреç районĕнчи Пучинкери В. Осипова выляса илчĕ. Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Патăрьел ялĕнче пурăнакан 51 çулти Александр Смирнов вара мотоблоклă пулчĕ. Шел, çĕнтерÿçĕсем уява пырайман, çавăнпа вĕсен парнесене «Хыпар» издательство çуртне пырса илмелле.

Çапах лотерейăра çĕнтерейменнисен те кулянма кирлĕ мар: вĕсем хăйсем çырăннă кăларăмсене çур çул вуласа киленме пултараççĕ-çке.

Александр СМИРНОВ, лотерея çĕнтерÿçи:

— Пирĕншĕн паян чăнласах та икĕ хут уяв! Халĕ çеç шăнкăравласа савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕç! «Хыпар» хаçата эпир тахçан çырăнса илеттĕмĕр, самана улшăнсан вара район хаçатне çеç вулама тытăнтăмăр. Мотоблок выляттарни çинчен «Хыпар» сайтĕнче пĕлтĕмĕр. «Мотоблок пахчара ĕçлеме кирлĕ, тен, пирĕн телей пулĕ», — тесе «Хыпар» çырăнтăмăр, пахчара темĕн тĕрлĕ çимĕç акса-лартса ÿстеретпĕр-çке. Чăн та, чи телейли эпир пултăмăр! «Хыпар» хаçата малашне те çырăнса илĕпĕр, ыттисене те унпа туслашма сĕнĕпĕр.

 

Теги: