Халăх кĕвви-çеммин асамлăхĕ
Этнокультура конференцийĕ тĕрлĕ секцисене пайланса малалла ĕçлерĕ. Чăваш патшалăх культура училищин халăх инструменчĕсен ансамлĕ музыкăна юратакансене пуçтарчĕ. Ансамбль ертÿçи — Геннадий Русскин асăннă училищĕре студентсене халăх пултарулăхĕн вăрттăнлăхĕсене алла илме вĕрентет.
Мастер-класс чаплă концерт шайĕнче иртрĕ тесен те йăнăш мар. Геннадий Витальевич ансамбль умĕнче асамлăхпа тулса тăчĕ тейĕн. Унăн кашни хусканăвĕ кĕвĕ калакана курăнми хумпа куçрĕ пулас. Пĕр хăватлă, пĕр çĕкленÿллĕ е лирикăллă çепĕç кĕвĕ янăракан залра хускалми ларса итлес килчĕ. Ансамбльте чăваш кĕвĕ хатĕрĕсемпе — парппан, кĕсле, тăмра, шакăртма — пĕрлех ытти халăх инструменчĕсем те янăрарĕç — баян, контрабас, бас-гитара т.ыт.
Вун пилĕк ытла кĕвĕ çаври янăрарĕ. Чăваш халăх кĕввисем, вырăс халăх юрри-кĕвви, кинофильмри кĕвĕ-çемĕ чуна тыткăнламалла шăранчĕ. Кашни çемĕ хыççăн куракан-итлекен хăйне кăсăклантаракан ыйтăва пама пултарчĕ. Халăх пултарулăхĕ панхи кун халăх хăйне евĕрлĕхне аталантармлли çулсенчен пĕри пулнине, çав вăхăтрах музыка чикĕсĕр иккенне ăнлантарчĕ ансамбль ертÿçи. Çавна ансамбль «концерчĕ» çирĕплетсех тăчĕ.