Комментари хушас

23 Çĕртме, 2017

Шупашкарта "Тимĕрĕн асамлă сасси" мастер-класс иртрĕ

Паян Шупашкарта "Тимĕрĕн асамлă сасси" мастер-класс иртрĕ. Тимĕре Николай Балтаев, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ, Культурăпа искусство институчĕн доценчĕ асамлăх кĕртрĕ.

Миçе çын пысăк мăлатукпа хăйне валли чăваш тĕрриллĕ "укçа" çапрĕ-ши? Чылайăшĕ хăй аллипе çапса кăларнă укçана енчĕке хучĕ. Ăнăçу упрама. "Енчĕкĕре хурсан унтан укçа татăлмĕ. Вăл ăнăçупа савнăç та илсе килĕ. Унта хĕвел палли, телей çыххи тата пурнăç вăрлăхĕ сăнарланнă", — ăнлантарчĕ тимĕрçĕ укçари паллăсене кăтарса. Çумăр вĕтĕртететчĕ урамра, анчах асамлă тимĕр сасси çынсене тимĕр ăсти еннелле туртсах тăчĕ. Ыйтусем те самаях пулчĕç. Тимĕр чанклатнипе пĕрлех халăх шÿтлени, кăсăкланни кăмăла çĕклерĕ.

Николай БАЛТАЕВ, ÿнерçĕ, тимĕр ăсти:

— Хальхи вăхăтра тимĕрпе ĕçлекенсем республикăра эпир — Балтаевсем — кăна. Тимĕр укçасенчи паллăсене авалхи Пăлхар укçисенчен илнĕ. Хальхи шайра халăх хушшине кĕртетпĕр. Пăлхар вăхăтĕнче укçасем кĕмĕлтен пулнĕ, патша саманинче тенкĕсене вăл вăхăтри укçаран тунă, халĕ эпир хамăр тенкĕ ăсталатпăр. Халăх хăйĕн аваллăхне хисеплени лайăх.

ЧР Культура министерствин сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Рубрика: 
Теги: