Комментари хушас

23 Çĕртме, 2017

Шупашкарта «Хальхи тĕнчери этнокультура» Раççей шайĕнчи наука-практика конференцийĕ иртрĕ

Паян, çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Чăваш наци музейĕн пысăк залĕнче «Хальхи тĕнчери этнокультура» Раççей шайĕнчи наука-практика конференцийĕ иртрĕ. Ăна Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕн ректорĕ Наталья Баскакова ертсе пычĕ.

Конференцие уçма культура министрĕ Константин Яковлев, унăн çумĕ Вячеслав Оринов çитрĕç, пухăннисене саламланă май министр шăпах этнокультура чăваша чăваш пек, уйрăм халăх пек аталанма май панине каларĕ, культурăра ĕçлекенсене мăн асатте-асанне пуçтарнă ăс-хакăл, пултарулăх туприне упраса тата аталантарса пымаллине каларĕ, çак енĕпе тимлекенсене ăнăçу сунчĕ.

Чулхуларан, Чĕмпĕртен, Мари Елтен, ытти çĕрсенчен килнĕ докладçăсем те йăхран-йăха куçса аталанса пынă халăх культурине паянхи кун халăхра анлăрах сармаллине каларĕç. Чăвашсен хăйсен ахах-тупри — тĕрри-çĕвви, юрри-ташши, сăмахĕ — пулнине палăртрĕç. Кашни регионтан килнĕ докладçă малашлăхра чăвашсемпе çыхăнăва тĕрлĕ енлĕн тата тачăрах аталантарма хирĕç маррине пĕлтерчĕ, пайăр сĕнÿсем те пулчĕç.

Докладсем хыççăн конференцие хутшăннисем тĕрлĕ секцисене мастер-класс ирттерме пайланчĕç.

Геннадий РУССКИН, Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕн преподавателĕ:

— Паянхи пек конференцисем пире çĕнĕ шухăшсем тупма тата вĕсене малалла пурнăçа кĕртме хавхалантараççĕ. Институтри халăх ансамблĕн ертÿçи пулнă май чăваш инструменчĕсем кирек хăш халăх пултарулăх коллективне илем кĕртнине, чăваш-юрри кĕвви паян ытти халăх кĕввипе танах янрать. Çав вăхăтрах вăл хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăрать. Кĕвĕ тĕнчин чикĕ çук. Вăл кирек ăçта та ирĕклĕ янăратăр.

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: