Çапăçу хирĕнче пуç хунисене асра тытса Шупашкарта митинг иртрĕ
Паян, çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Хурланупа асăну кунĕнче, Шупашкарти «Çĕнтерÿ» астăвăм комплексĕнче хурлăхлă митинг иртрĕ. Унта çын йышлă пухăнчĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та митинга хутшăнчĕ, Нихăçан сÿнмен çулăм умне ас тăвăм кăшăлĕ хучĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем те чечексем хучĕç. Вĕсен куçĕсен шывланчĕç: çапăçу хирĕсенче пуç хунă юлташĕсене аса илчĕç пулинех. Митинга çавăн пекех РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, министерство-ведомство ертÿçисем, парламентăн тата Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕсем хутшăнчĕç. Мирлĕ вăхăтра çар хирĕç-тăрăвĕсене хутшăннисем, тыл ĕçченĕсем, салтаксен тăлăха юлнă арăмĕсем, Халăх фрончĕн хастарĕсем, политика партийĕсемпе общество пĕрлешĕвĕсен представителĕсем, кадетсем, шкул ачисем те Нихăçан сÿнмен çулăм умне чечексем хучĕç. «Тавах сире Çĕнтерÿшĕн!», — терĕ вĕсенчен чылайăшĕ шăппăн çеç.
Петр ТЕПЛОВ, вăрçă ветеранĕ:
— 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче шкулта юлашки экзамен тытрăм эпĕ. Тепĕр кунне вăрçă пуçланнине илтрĕм. Çав кун колхоза ĕçлеме кайрăм. Хама çара илсе кайиччен ĕç кунĕ туса хăварас терĕм, мĕншĕн тесен чирлĕ аннем пĕчченех юлать-çке. Летчик пулма ĕмĕтленеттĕм, шел, хаяр вăрçа пула май килмерĕ. Çыхăну училищинче вĕрентĕм. 1942 çулхи утă уйăхĕнче вăрçа илсе кайрĕç мана.
Алина ИВАНОВА, Шупашкарти 11-мĕш шкулăн учителĕ:
— Шкул çумĕнче йĕркеленĕ «Çăлтăр» лагере çÿрекен ачасемпе эпир çак кун кашни çулах Çар мухтавĕн монуменчĕ умне чечексем хума килетпĕр. Шкулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене халалласа тăтăшах мероприятисем ирттертпĕр, çавăнпа ачасем Хурланупа асăну кунĕ пирки лайăх пĕлеççĕ. Хăйсен тăванĕсем пирки пĕр-пĕрне каласа кăтартаççĕ.