Комментари хушас

Кÿкеçри «Улăп» сывлăхпа спорт центрĕнче ГТО фестивалĕ иртнĕ. Унта республикăри тĕрлĕ районпа хулари шкулсенче вĕренекен 11-15 çулсенчи яшсемпе хĕрсем хутшăннă.

ГТО комплексĕн Чăваш Енри секторĕн пуçлăхĕ Николай Савельев пĕлтернĕ тăрăх — финалта 11 команда тупăшнă. 88 çамрăк ишес, винтовкăран перес, тăршшĕне сикес, турникран уртăнас, 60, 1500, 2000 метрлă дистанцисене чупас, мечĕк ывăтас тата ытти енĕпе хăйсен вăйне тĕрĕсленĕ. Фестивальре Шупашкар районĕн команди çĕнтернĕ. Çĕрпÿсемпе Канашсем призерсем пулса тăнă. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх — Чăваш Ен чысне Пĕтĕм Раççейри ГТО фестивалĕнче хÿтĕлеме 8 çамрăка суйласа илнĕ. Ăмăрту кăçал Крымри «Артек» лагерьте иртĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.