Комментари хушас

20 Çĕртме, 2017

Скверта, музейре, тăван ялĕнче...

Çеçпĕл Мишши вилнĕренпе çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче 95 çул çитрĕ. Сумлă сăвăçа асăнса Шупашкарта Çеçпĕл скверĕнче митинг иртнĕ.

Палăк умне республикăри паллă çыравçăсемпе ÿнер ĕçченĕсем, общество деятелĕсемпе кăвар чĕреллĕ поэтăн пултарулăхне кăмăллакансем пухăннă. ЧР культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Валерий Клементьев тата ыттисем сăмах илнĕ. Вĕсем Çеçпĕл хайлавĕсем çитĕнекен ăрăва ÿстерес, халăх йăли-йĕркине упрас, чăваш чĕлхине аталантарас ĕçре пысăк витĕм кÿнине палăртнă. Митингра Çеçпĕлĕн çулăмлă сăввисем янăранă, Кÿкеçри «Телей» фольклор ансамблĕ чăваш халăхĕн авалхи юррисене шăрантарнă.

Çеçпĕл музейĕнче çав кунах поэзи каçĕ иртнĕ. Музей пуçлăхĕ Антонина Андреева пĕлтернĕ тăрăх — Раиса Сарпи, Порфирий Афанасьев, Лидия Сарине тата ытти çыравçă Çеçпĕле халалласа çырнă сăввисене вуланă. «Пĕр кун маларах музейре «Çеçпĕл сăвви — пин-пин çын чĕринче» курав уçăлчĕ. Ăна 55 чĕлхене куçарнă «Çĕн Кун Аки» сăввине халалланă. Куравра çак хайлава куçарнă тăлмачăсен сăн ÿкерчĕкĕсем, ал çырăвĕсем, кĕнекисем вырăн тупрĕç», — пĕлтерчĕ Антонина Васильевна.

Сăмах май, Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнче те митинг иртнĕ. Ял çыннисемпе ачасем поэт палăкĕ умне чечексем хунă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.