Комментари хушас

16 Jun, 2017

Çулсерен иртекен Çĕрпÿ ярмăрккине кăçал Пĕрремĕш каналтан ÿкерме килĕç. Çĕрпÿ район администрацийĕнче пĕлтернĕ тăрăх, уяв вăхăтĕнче "Играй, гармонь любимая!" кăларăма хатĕрлекенсем ĕçлĕç. Унтан та ытла - Анастасия тата Захар Заволокинсен гала-концерчĕ кăтартмалла. 

Çĕрпÿ ярмăркки кăçал утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче уçăлса 9-мĕшĕ таран пырĕ. Ярмăрккăна тивĕçлипе ирттерес тесе яваплисем халех ĕçлеме пуçланă. Ĕçлĕ тата культура программи тĕрлĕ енлĕ те анлă пуласса шантараççĕ. Хăнасем республикăн тĕрлĕ районĕнчен кăна мар, çĕршывăн регионĕсенчен килмелле. Спорт программи боксран, кĕрешÿрен, мотокросран, пауэрлифтингран, шашка-шахмат вăййисенчен, пляж футболĕпе волейболĕнчен тăрĕ.

www.hypar.ru