Комментари хушас

14 Çĕртме, 2017

«Эпĕ 65 çулта çеç-ха!»

1985 çулти фестивале хутшăннă Людмила Боброва хальхинче волонтер пулĕ

Çамрăксемпе студентсен Пĕтĕм тĕнчери XIX фестивалĕ кăçал Раççейре иртессине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Ку фестивале пирĕн çĕршывра 1957 тата 1985 çулсенче йĕркеленĕ. 32 çул каялла иртнĕ мероприятие пирĕн республикăран хутшăннă çынсем вулакансене хăйсен аса илĕвĕсемпе паллаштарма килĕшрĕç.

Юпа уйăхне кĕтет

Ун чухне Мускава 157 çĕршывран 26 пин студентпа çамрăк пухăннă. XII фестивале килнĕскерсем утă уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа çурлан 3-мĕшĕччен пĕр-пĕрин пурнăçĕпе, культурипе паллашнă, тĕллевĕсене сÿтсе явнă. Хальхи вăхăтра Мускав автомобиль çул-йĕр институчĕн Атăлçи фили-алĕнче аслă преподавательте тăрăшакан Людмила Боброва шăпах çав çулхине ШĔМĕн Волгоградри следстви шкулне /халĕ академи/ пĕтернĕ. Экзаменсене маларах тытнă вĕсем, утă уйăхĕн вĕçĕнче вара Мускава илсе кайнă. «Пире, следователе вĕренсе тухнăскерсене, фестиваль вăхăтĕнче обще-ство йĕркелĕхне тивĕçтерес ĕçе явăçтарчĕç. Уява уçнă кун «Лужникире» тăтăмăр, унта хутшăнакан-сене, хăнасене алăкран тĕрĕслесе кĕртрĕмĕр. Асра юлнă самант нумай. Шăпах ун чухне эпĕ Алла Пугачевăна пĕрремĕш хут куртăм. Пухăннисене юрăпа савăнтарчĕ вăл. Фестиваль уçăлнине Игорь Кириллов пĕлтерчĕ. Унтан Михаил Горбачев кашни халăха уйрăммăн палăртса салам сăмахĕ каларĕ. Вăл вăхăтра пирĕн çĕршыв ытти патшалăхшăн хупă пулнă-çке, — иртнине аса илнĕ май сăн-пичĕ пушшех çуталчĕ Людмила Дмитриевнăн. — Ют çĕршывсенчен çитнĕ çамрăксене кăсăкланса сăнарăмăр. Нигерирен, Эфиопирен килнĕ хăнасем питĕ хитре тăхăннăччĕ».

Следстви шкулне пĕтернĕ çамрăксене каярахпа ВДНХна, Хĕрлĕ тÿреме илсе кайнă. Унта та вĕсем иккĕленÿ çуратакан çынсем çук-и тесе тавралăха тимлĕн сăнанă. Паллах, общество йĕркелĕхĕпе тивĕçтерекенсене мĕн тумаллине, хăйсене мĕнле тытмаллине малтан тĕплĕн ăнлантарнă. Фестивале хутшăнакансемпе çывăх паллашма майсем пулман вĕсен /тĕллевĕсем урăхларах-çке/, çавăнпа никампа та туслашман.

«Сывпуллашу каçĕ питĕ чаплă иртрĕ. Хĕрлĕ тÿремре туллиех çын: пĕтĕм халăх пĕрлешсе кайнă, пĕрисем юрлаççĕ, пĕрисем ташлаççĕ. Эпĕ савăннипе макăртăм та. Фестиваль саманчĕсем паянхи кун та куç умĕнчех, çакă йăлтах ĕнер çеç пулнă тейĕн!» — хавхаланса калаçрĕ Людмила Боброва, 2001 çултанпа студентсене юриспруденци вĕрентекенскер.

Асăннă фестивалĕн паллине паянхи кун та тирпейлĕн упрать вăл, ăна студентсене кăтартать. Яш-семпе хĕрсен хушшинче пĕрмай пулнăран аслă преподаватель хăйне халĕ те çамрăк туять, «Эпĕ 65-ре çеç-ха!» — тет. Кăçал Сочире иртекен Пĕтĕм тĕнчери фестивале вăл волонтер пек хутшăнма заяв-ка панă, суйлав витĕр ăнăçлă тухнă. Çавăнпах юпа уйăхне чăтăмсăррăн кĕтет.

Куба карнавалĕ тĕлĕнтернĕ

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн пĕтĕмĕшле дисциплинисен кафедрин доценчĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Евгений Ильинăн та аса илмелли нумай, мĕншĕн тесен вăл Çамрăксемпе студентсен Пĕтĕм тĕнчери XI /1978 çулта Кубăри Гаванăра иртнĕ/ тата XII /1985 çул, Мускав/ фестивальсене хутшăннă. Çавăнпах ĕнтĕ Евгений Васильевич хăйне телейлĕ çын тесе палăртать.

1978 çулта Евгений Ильин И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн /халĕ университет/ ют чĕлхесен факультетĕнче 3-мĕш курсра вĕреннĕ. Хастар студент факультетăн ком-сомол организацийĕн секретарĕ пулнă, агитбригадăна ертсе пынă, спортпа туслăскер ăмăртусене хутшăннă. Çуллахи каникул вăхăтĕнче кашнинчех студентсен строительство отрячĕн /ССО/ коман-дирĕ пулнă. Паллах, çакăн пек пуçаруллă та маттур çамрăксене тÿрех асăрхаççĕ. 1978 çулхи нарăс уйăхĕнче ССОн облаçри штабĕ студентсен отрячĕсен хастарĕсене Польшăна экскурсие янă, çав йыша Красноармейски районĕнче çуралса ÿснĕ Евгений те лекнĕ. Çав çулах ăна Кубăра иртекен çам-рăксен Пĕтĕм тĕнчери фестивалĕн делегатне суйланă, унта Чăваш Енрен тăваттăн кайма тивĕçлĕ пулнă. Вĕсем пурте питĕ çирĕп суйлав витĕр тухнă.

«Фестиваль умĕн пĕр эрне маларах пире Мускавра пухрĕç: лекцисем вуларĕç, тренингсем ирт-терчĕç. Ушкăнсем йĕркелерĕç. Пирĕн ушкăна Ленинград, Казахстан, Бурят, Çурçĕр Осети çам-рăкĕсем лекрĕç. Самолетпа 17 сехет вĕçрĕмĕр: малтан — Канадăна, унтан Кубăна çитрĕмĕр. Пирĕн ушкăн ертÿçи сĕннипе эпĕ дискусси клубĕсен ĕçĕсене, çамрăксен организацийĕсен ертÿçисен тĕлпулăвĕсене хутшăнтăм. Акăлчан чĕлхине пĕлни мана ыттисемпе çăмăллăнах хутшăнма май пачĕ. Эпир ют çĕршыври шкулсен, пионер организацийĕсен, сиплев учрежденийĕсен ĕçĕпе паллашрăмăр, фабрикăсенче, сахăр хăмăшĕн плантацийĕнче, крокодил питомникĕнче пултăмăр. Кубăри пысăк карнавал уйрăмах килĕшрĕ. Ăна юрă-кĕвĕпе хаваслăх тинĕсĕпе танлаштарас килет. Кун пеккине эпĕ урăх ниçта та курман. Куç умне çакăн пек ÿкерчĕк кăларăр-ха: «Беларуç» евĕрлĕ трактор çав тери пысăк та вăрăм прицеп туртать, ун çинче икĕ, виçĕ хутлă ташă площадки йĕркеленĕ. Унти артистсем çеç мар, çулăн икĕ айккинче тăракансем те ташлаççĕ. Кубăра пурăнакансем чăнласах та савăнма пĕлеççĕ. Фестивале Хосе Марти ячĕллĕ тÿремре хупрĕç, унта Фидель Кастро тухса калаçрĕ», — тĕлĕнмелле кăсăклă каласа кăтартрĕ Евгений Васильевич. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.