Комментари хушас

9 Çĕртме, 2017

Тăкаклă рейс

Ырашпулăх — Куславкка» рейса мĕншĕн хупнă? Ирхине 7 сехетре ялтан каякан автобусра ларма пĕр пушă вырăн та çук. Нивушлĕ çав рейс та тăкаклă-ши?

Ырашпулăх ялĕн çыннисем.

Куславкка районĕ.

Андрей ВАСИЛЬЕВ, Куславкка район администрацийĕн пуçлăхĕ:

— Автобуссем 118-мĕш «Куславкка — Ырашпулăх» маршрутпа çирĕплетнĕ расписанипе килĕшÿллĕн çÿреççĕ. Хальхи вăхăтра 6-20, 11-25, 13-20 /6/ сехетсенче çула тухаççĕ.

Вăрмарти автотранспорт предприятийĕн Куславккари автоколонни кăçалхи пĕрремĕш кварталта уйрăм маршрутсем çинче пассажирсен шутне тата тупăш калăпăшне тĕрĕсленĕ. Тĕпчев кăтартнă тăрăх — çÿлерех асăннă маршрутпа çÿрекен сахал, 2-5 çынран ытла мар, хăш-пĕр кун Ырашпулăха каякан пачах та çук. Çавна май предприяти ку маршрут çинче пысăк тăкак тÿсет. 2017 çулхи пĕрремĕш кварталта, сăмахран, тăкаксен виçи 104,8 пин тенкĕпе танлашнă.

Ку маршрутпа ытти автобус та çÿрет. Тĕслĕхрен, «Куславкка — Шупашкар». Анчах вăл Ырашпулăх ялне /3 çухрăм/ кĕрсе тухмасăр иртет.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.