Саккун улшăнăвĕсене тĕпе хурса...
Федерацин миграци службин /ФМС/ Чăваш Республикинчи управленийĕ республика халăхне пурăнакан вырăнта регистрациленес тата Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортне илес ыйтусемпе управленин территорири уйрăмĕсене вăхăтра çитме сĕнет, мĕншĕн тесен паспортпа регистраци йĕркисене пăснăшăн саккунпа килĕшÿллĕн явап тыттарма пултараççĕ.
Уйрăммăн илсен федерацин 2013 çулхи раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнчи "Раççей Федерацийĕн уйрăм саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен" 376-ФЗ /-лĕ саккунĕпе килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн гражданĕсен регистраци учечĕн тытăмне лайăхлатассипе тата регистраци йĕркисене пăснăшăн яваплăха ÿстерессипе çыхăннă хăш-пĕр улшăну вăя кĕнĕ. Çавăн пекех РФ гражданинĕн хăй пурăнакан вырăнта суя /фиктивлă/ регистрацийĕн ăнлавне кĕртнĕ, уншăн уголовлă е административлă явап тыттараççĕ. Унсăр пуçне пурăнмалли пÿлĕмсен харпăрлăхçисем /тара илекенсем/ валли РФ гражданинĕ регистрацисĕрех пурăнни çинчен регистраци учечĕн органне палăртнă вăхăтра пĕлтермелли тивĕçе тата асăннă органсене пĕле тăркачах суя кăтартусем панăшăн явап тыттармаллине кĕртнĕ.
Çак саккунпах РФ Уголовлă кодексне çĕнĕ 322.2 статьяна кĕртнĕ, унпа килĕшÿллĕн РФ гражданинĕн суя регистрацийĕшĕн пурăнмалли çурт-йĕр харпăрлăхçисене /тара илекенсене/ штраф тÿлеттерме /100 пин тенкĕрен пуçласа 500 пин тенкĕ таран е айăпланаканăн виçĕ çул таран тапхăрти шалăвĕн е урăх тупăшĕн виçи чухлĕ/, е ирĕксĕрлесе 3 çул таран ĕçлеттерме, е палăртнă должноçа йышăнмалли тата палăртнă ĕçпе аппаланмалли ирĕксĕр виçĕ çул таранччен /е унсăрах/ хăварма пултараççĕ.
Федераци çак саккунĕпех РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексĕн 19.15 статйине улшăнусем кĕртнĕ. Ăна 19.15, 19.15.1 тата 19.15.2 статьясене пайланă, РФ КоАП статйисен асăннă нормисем тăрăх санкцисене пушшех çирĕплетнĕ. Тĕслĕхрен, хваттерте е çуртра пурăнакан çыннăн гражданин кам пулнине ĕнентерекен документ /паспорт/ пулмасан е вăл суя тăк 2 пинрен пуçласа 3 пин тенкĕ таран штраф парса явап тыттараççĕ. Этем пÿлĕмре /хваттерте/ регистрацисĕрех пурăнать тĕк е ăна çурт-йĕр харпăрлăхçи /тара илекен/ саккунпа çирĕплетнĕ вăхăтран ытларах пурăнма ирĕк парать тĕк граждансене 2 пинрен пуçласа 3 пин тенкĕ таран административлă штраф тÿлеттерме пултараççĕ* çурт харпăрлăхçисене /тара илекенсене/ - 2 пинрен пуçласа 5 пин тенкĕ таран* юридици сăпачĕсене - 250 пинрен пуçласа 750 пин тенкĕ таран.
РФ гражданинĕн пурăнакан вырăнти регистрацийĕн йĕркисене пăссан, енчен те çакă уголовлă айăплав сĕмĕллĕ пулмасан, граждансене - 2 пинрен пуçласа 3 пин тенкĕ таран, пурăнмалли çурт-йĕр харпăрлăхçисене /тара илекенсене/ - 2 пинрен пуçласа 5 пин тенкĕ таран, должноçри çынсене - 25 пинрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран, юридици сăпачĕсене 250 пинрен пуçласа 750 пин тенкĕ таран административлă штраф пама пултараççĕ.
РФ гражданинне пÿлĕм панă харпăрлăхçă /тара илекен/ асăннă çын палăртнă çĕрте пурăнни пирки регистраци учечĕн органне саккунпа çирĕплетнĕ вăхăтра сăлтавсăрах пĕлтермесен е çакăн пирки суя кăтартусем парсан, енчен те ку ĕçсем уголовлă айăплав сĕмĕллĕ пулмасан, граждансен тĕлĕшпе - 2 пинрен пуçласа 3 пин тенкĕ таран, юридици сăпачĕсен тĕлĕшпе 4 пинрен пуçласа 7 пин тенкĕ таран штраф хума юрать.
Регистраци учечĕн органне РФ гражданинĕн хăй пурăнакан вырăнта регистрациленмелли е унтан тухмалли докуменчĕсене йышăнассишĕн тата парассишĕн яваплă çын РФ саккунĕсемпе çирĕплетнĕ вăхăта пăхăнмасан е асăннă органа ятарласа суя документсем парсан, енчен те ку ĕçсем уголовлă айăплав сĕмĕллĕ пулмасан, ăна 3 пинрен пуçласа 5 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттерме пултараççĕ.
Республикăра пурăнакансем Раççей ФМСĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн патшалăх пулăшăвĕсене территорири уйрăмĕсенче, Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ /www.gosuslugi.ru/ урлă тата нумай функциллĕ центрсенче илме пултараççĕ. Кирлĕ документсен переченьне управленин официаллă Интернет-сайтĕнче тупма пулать.
ФМС управленийĕн
уйрăмĕн пуçлăхĕ