Кашлаççĕ савнă тирексем
Анат Туçа ялне пырса кĕнĕ чух аслă çулăн икĕ айккипе ÿсекен çÿллĕ тирексене асăрхатăн. Вĕсене кам лартнă-ши?
Пархатарлă çак ĕçе пуçласа ертсе пынă çын паллă пахчаçă, сад ăсти Аркадий Кошкин пулнă. Аркадий Леонтьевич çуралнăранпа кăçал 106 çул çитрĕ.
Вăл хресчен çемйинче çуралнă. Çамрăклах çĕр ĕçне кÿлĕннĕ. «Çăлтăр» хуçалăхăн малтанхи пайташĕсенчен пĕри пулнă. Аркадий Кошкин тĕрлĕ ĕçпе кăсăкланнă. Патăрьелĕнче уçăлнă ял хуçалăх шкулĕнче вĕренсе хурт-хăмăр ăстин пĕлĕвне пуянлатнă. 1934 çулта ăна пахча çимĕç ĕçченĕсен ертÿçи пулма шаннă. Çавна май бригада палăрмаллах çитĕнÿсем тунă.
1935-1936 çулсенче Чкаловски районĕпе пурĕ 29 гектар пахча çимĕç туса илнĕ пулсан, «Çăлтăр» хуçалăхра вара çак лаптăк 8,4 гектар йышăннă. Хăярпа купăста, хĕрлĕ кăшман, арпус çитĕнтернĕ. Пылак çимĕç калăпăшĕпе те, тутлăлăхĕпе те кăнтăртинчен пĕрре те уйрăлса тăман. Хуçалăх валли те, халăха сутма та сухан, кишĕр, купăста çителĕклĕ туса илнĕ. Пăларан витресемпе шыв кăлармалли хатĕр тунă. Çавăнпа усă курса çĕртен купаланă валак тăрăх пахча çимĕç шăварма 50 пин витре таран шыв юхтарнă. Хуçалăх çитĕнтернĕ тухăçа сутса çулсерен 20 пин тенкĕ /ун чухне вăл пысăк укçа пулнă/ тупăш илнĕ. 1940 çулта ăна 40 пин тенке çитерме палăртнă. Ĕçченсен тăрăшу-лăхне тивĕçлипе хакланă. Аркадий Леонтьевич СССР Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравне кайма тивĕçлĕ пулнă.
Малашлăхшăн ĕмĕтленсе, талпăнса ĕçлессине Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи татнă. Аркадий Леонтьевич 1942 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче /хăй çуралнă кун/ вăрçа тухса кайнă. Мăшăрĕ 5 ачапа юлнă.
Вăл Сталинград хулине хÿтĕленĕ. Çак çапăçура ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденне панă. «Çапăçура палăрнăшăн» медале те тивĕçнĕ. Орел, Белгород, Украина хулисене ирĕке кăларнă çĕре те хутшăннă. 1945 çулхи çурла уйăхĕнче яла таврăннă. Каллех сад ĕçне кÿлĕннĕ.
«Çăлтăр» хуçалăх ĕçченĕсем колхоза «Гвардеец» ят панă. Ертÿçĕ пулма фронтран таврăннă М.Долгова суйланă. Хуçалăх экономикине çĕнĕрен тĕреклетме шутланă. Çакăнта пахча çимĕçрен, садран кĕнĕ тупăш самаях пулăшнине шута илнĕ. Çавна май вĕсен лаптăкне чылай ÿстерме, çĕнĕ сад ĕрчетме палăртнă. Ку ĕçе йĕркелесе пыма А.Кошкина шаннă.
Вăрçă хыççăн ял хуçалăхне малалла аталантарас, çĕр пахалăхне, çут çанталăка сыхласа хăварас тĕллевпе вăрман лартса ÿстерес юхăм çĕршывĕпех анлă сарăлнă. Çакна патшалăхăн тивĕçлĕ органĕсем те тимлĕн тĕрĕслесе тăнă. Çак ĕçе те Аркадий Кошкинах ертсе пынă.
Сад, вăрман ĕрчетме çамрăк хунав нумай кирлĕ. Вĕсене çителĕклĕ ÿстерме хуçалăхра улма-çырла питомникĕ йĕркеленĕ. Унта тирек, хурама, вĕрене, хурăн тата ытти йывăç хунавĕсене пиншер тĕп ÿстерме пуçланă. Ял халăхĕн вăйĕпе вĕсене уй-хирсене, çул хĕррисене лартнă. Çав вăхăтрах хуçалăхра виçĕ пысăк лаптăк уйăрса сад никĕсленĕ. Унта пан улми, чие йывăççисем çеç мар, хурлăхан, хăмла çырли, çĕр çырли, хура пилеш лаптăкĕсем те ешерме пуçланă.
Питомникра тĕрлĕ пан улми сорчĕсене сыпса, çырла тĕмĕсене çĕнĕрен лартма хунавсем çитĕнтернĕ. Вĕсене таврари хуçалăхсене, уйрăм çынсене сутса тупăш илнĕ.
«Гвардеец» тĕрлĕ енлĕ аталанма пуçланă. Уй-хирте тĕш тырă, витесенче ăратлă выльăх, кайăк-кĕшĕк çитĕнтернĕ. Асăннă хуçалăх Патăрьелĕнче лавкка та уçнă. Унта аш-какайпа сĕт-çусăр пуçне улма-çырла, хăяр-помидор, арпус, дыня таранах сутнă.
1954 çулта Аркадий Кошкин Мускаври Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравне кайма тивĕçлĕ пулнă. Унта ăна ылтăн медальпе чысланă. Куравран вăл пысăк ĕмĕтсемпе, хавхаланупа таврăннă. Çĕршыври ăста пахчаçăсемпе тĕл пулса пĕлĕвне пуянлатнă. Анчах унăн çак ĕçе пурнăçлама тÿр килмен. Йывăр чире пула вăл 44 çултах пурнăçран уйрăлнă. Малалла вулас...