Хамăр валли те, сутлăх та
Юлашки вăхăтра ял хуçалăх отрасльне патшалăх енчен пулăшасси вăйлансах пырать. Çакă çĕршывăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе те çыхăннă. Пулăшу ял хуçалăх отраслĕнче мĕнле палăрать-ха?
Чăвашстат кăтартăвĕпе кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри мĕн пур категорири хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх 200,8 пин пуç шутланнă /ку иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 0,1 процент сахалрах\, çав шутра ĕнесем — 91,8 пин пуç /0,8 процент сахалрах\. Çавăн пекех сыснасен йышĕ — 11,9, сурăхсемпе качакасен – 1,9, чăхсен 0,4 процент чакнă. Фермер хуçалăхĕсенче, предприятисенче вара мăйракаллă шултра выльăх пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен — 1,8, çав шутра ĕнесем 0,6 процент ытларах. Кăçалхи кăрлач-ака уйăхĕсенче ĕне выльăх ашне туса илесси /чĕрĕ виçепе\ 10,1 процент ÿснĕ.
2010 çулта Апат-çимĕç хăрушсăрлăх доктринине йышăннă. Вăл шалти рынокри мĕнпур продукцирен вырăнта туса илекеннин тÿпине палăртнă. Сăмахран, çĕр улми 95 процентран кая мар пулмалла. Аш-пăш çимĕçĕ – 85, сĕт юр-варĕ 90 процентран сахал мар.
Ют çĕршывран турттаракан апат-çимĕçе вырăнтипе улăштарас тесен ăна çителĕклех туса илмелле. 2015 çулта Чăваш Ен хăйне «иккĕмĕш çăкăрпа» — 111,1, сĕт юр-варĕпе — 121,6 процент тивĕçтернĕ. Анчах çăмарта кирлин — 71,9, аш-пăш — 92,8, пахча çимĕç 93,2 процентне кăна туса илетпĕр.
Кăтарту ял хуçалăх культурин тухăçлăхĕнчен, выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхĕнчен нумай килет. Тухăçлăха, тупăшлăха ÿстерме условисем туса парсан кăна хамăра тăрантармалăх апат-çимĕç туса илĕпĕр. Хальхи вăхăтра халăх мĕн ытларах кăмăллать? Чăвашстат кăтартăвĕпе 2015 çулта республикăра çын пуçне çăкăр тата çăкăр продукчĕсем — 122, çĕр улми — 169, сĕт юр-варĕ — 256, аш-пăш — 68, пахча çимĕç 106 кг тата 239 çăмарта çинĕ.
РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви сывлăхшăн усăллă апат-çимĕç рационне палăртнă. Ун тăрăх çулталăкра кашнине çăкăр тата çăкăр изделийĕсене — 96, сĕт юр-варне — 325, аш-пăш — 73, пахча çимĕç 140 кг тата 260 çăмарта çиме сĕннĕ. Эпир юратакан çĕр улмине вара 90 кг ытла çимелле мар иккен. Малалла вулас...