Комментари хушас

7 Çĕртме, 2017

Куславккасене хуçасăр йытăсем шиклентереççĕ

Çапкаланчăк йытăсем йышланни çинчен хаçатра çыркаланă-ха, анчах Куславккара ку ыйту çав таранчченех çивĕччи пирки шухăшлама та пултарайман. Хулари Çĕнтерĕве 30 çул урамĕпе (тĕп урам шутланать вăл) пынă чухнех темиçе йытă куç тĕлне пулчĕ.

Хулара ирĕклĕнех чупса çÿреççĕ вĕсем. Акă пĕри, хура тĕсли, хÿрине пăлтăртаттарса аптека пăлтăрĕнчен тухрĕ. Унччен те пулмарĕ — кашкăр пек пысăк икĕ йытă курăнчĕ. Вĕсем калаçса утакан кинемейсенчен чупса иртрĕç те Маяковский урамĕнчи картише кĕрсе çухалчĕç. Фотоаппарата йăтса анчăксем хыççăн ыткăнтăм — ара, мана яваплă ĕç хушнă- çке: «Куславккара йытăсем хула çыннисемшĕн чăнахах та пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ-и? Вырăна çитсе тĕпчемелле». Хайхискерсене сăн ÿкерме тăтăм кăна — хирĕç ыткăнчĕç. Чупса çитрĕç те ман тавра явăнма тытăнчĕç. Çыртасран хăранипе чун юлмарĕ. Пăрăнса утма тесе ура ярса пусрăм кăна — çур метрта тăраканни хаяррăн харлатрĕ. Анчăкăн хÿри кукăр, ун ăсĕнче мĕн пулнине пĕлейместĕн. Ура тăр-тăр! чĕтреме пуçларĕ. Эпĕ — вĕсем çине, вĕсем ман çине пăхатпăр. Хускалма та хăратăп. Хăçанччен тăрăттăм-ши çапла? Телее, эпĕ йытăсем хыççăн чупнине пĕр арçын сăнанă… «Мĕнле хăтăлмалла кусенчен? Пулăшăр, тархасшăн», — ыйтрăм унран. «Ан хускалăр, мĕн те пулин шухăшласа тупăп», — шантарчĕ çакскер. Вăл хăйĕн çăмăл машинине тапратрĕ те йытăсем çине пырса кĕчĕ… Вĕсем тинех куçран çухалчĕç.

Темĕнле шикленсен те командировкăна вĕçлемерĕм. Ĕç машинине ларса хула урамĕсене пăхса, сăнаса çÿрерĕмĕр, Атăл хĕррине çитрĕмĕр. Чăн та, кашни урамрах, мĕн пур тăкăрлăкрах йытăсене куртăмăр. «Çамрăклăх» стадион таврашĕнче, Николаев, Герцен урамĕсенче, сĕт-çу завочĕн, «Теплоснаб» картишĕсенче, харпăр çуртсем вырнаçнă тăкăрлăксенче уйрăмах йышлă вĕсем. Кил-çуртсăр йытăсем иртен-çÿреншĕн хăрушă пулни пирки Николаев урамĕнче вырнаçнă «Звездочка» ача садĕнче ĕçлекенсем уйрăмах пăшăрханса калаçрĕç. Вĕсем ачасемпе хулари мероприятисене хутшăннă чухне ушкăнпа кайма тăрăшаççĕ. Тем курса ларасси пур — ара, йытăсем кăкарнă качакана та туртса çурнă та… «Ку ыйтăва хула депутачĕсенчен пухăвĕсенче те, Пĕрлехи информаци кунĕсенче те темиçе хут та çĕкленĕ. Çапкаланчăк йытăсен шучĕ пĕрех чакмасть. Иртен-çÿреншĕн питĕ хăрушă вĕсем», — шухăшне палăртрĕ садик заведующийĕ Наталья Потапова.

Хулари 3-мĕш шкул стадионне çитсен куç-пуç алчăрасах кайрĕ. Стадион варрине кĕрт йыттисем пуçтарăннă. 14-15 анчăк! Аçисем каçса кайса вĕреççĕ — вĕсем патне пыма та çук. Çăмăл машинăпа кĕрт ушкăнĕ патнех пырсах чарăнтăмăр — манăн сăн ÿкермелле-çке. Вĕсем хăрама шухăшламарĕç те. Пире каçса кайсах вĕрме тытăнчĕç. Таврана анчăксем вĕрнĕ сасă сарăлчĕ. Стадион çывăхĕнчи нумай хваттерлĕ çуртрисем мĕнле пурăнаççĕ-ши? Ку стадионта ачасен хăш вăхăтра вылямалла-ши? Йытăсем пĕр вырăнта тăмаççĕ тата. Шкул çывăхне те пыма пултараççĕ… Тунмастăп: çав кун йытă сасси хăлхаран каймарĕ. Хулан тепĕр вĕçне кайсан та, «Атăл» спорт комплексĕ çывăхĕнче те куçран çухалмарĕç вĕсем… Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.