Комментари хушас

5 Çĕртме, 2017

Чĕмпĕрти конкурсран Çĕнĕ Шупашкарти Кузнецовсем йытă çурипе таврăннă

Нумаях пулмасть Чĕмпĕрте федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи регионсем шайĕнче йĕркеленĕ "Атăлçинчи ăнăçлă çемье" пиллĕкмĕш фестиваль-конкурс иртнĕ. Чăваш Ен чысне унта Çĕнĕ Шупашкарти виçĕ ачаллă Кузнецовсем хÿтĕленĕ. Туслă çемье фестивальтен йытă çурипе таврăннă.

"Яваплă ашшĕ-амăшлăх" номинацире палăрнă çемьене фестиваль йĕркелÿçисем (конкурса ирттерме РФ Президенчĕн Атăлçи тăрăхĕнчи полномочиллĕ представительстви те пулăшнă) ăратлă йытă çури - нимĕç шпицĕ - парнеленĕ. "Конкурса хутшăнакансен çемье мĕнпе кăсăкланнине те кăтартмаллаччĕ. Унта эпир пÿрт тума тата йытă усрама ĕмĕтленнине палăртнăччĕ, - каласа кăтартрĕ "Хыпар" издательство çуртне кил хуçи, Андрей Кузнецов. - Каярах пирĕн пата йĕркелÿçĕсем шăнкравларĕç. Ăна-кăна ыйтса пĕлнĕ май епле йытă пирки ĕмĕтленнипе кăсăкланчĕç. Пире ăна парнелессе шутламан та. Йытă çурин ашшĕне унăн хуçи 100 пинпе Мускавра туяннине пĕлтерчĕ. Çуришĕн 16-60 пин тенкĕ таран ыйтаççĕ иккен. Вуннăри Максимпа саккăрти Ульяна ĕмĕчĕ халь тулчĕ. Çулталăкри Матвей та йытăшăн савăнчĕ".

Андрей Кузнецов тăван тăрăхĕнчи "Сĕнтĕр Ен" ентешлĕхе ертсе пырать. Унăн мăшăрĕ Алетвина Вячеславовна Çĕнĕ Шупашкарти "Березка" ача садĕнче воспитательте ĕçлет.

www.hypar.ru