Комментари хушас

2 Çĕртме, 2017

Чăваш Енре бизнесшăн хăтлă: регионăн инвестици илĕртÿлěxĕ 6-мĕш йĕркерен 2-мĕшне хăпарнă

Чăваш Енре усламçăсене, çав шутра пĕчĕк, вăтам тата пысăк бизнеса - аталантарма мĕн пур услови пур. Çакна паян Питĕрти пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче пĕлтерни те çирĕплетет. Регионсен инвестици илĕртÿлĕхĕн рейтингне презентациленĕ май Стратегиллě пуçарусен агентсвин гендиректорĕ Светлана Чупушева пирĕн республика пĕлтĕрхи 6-мĕш вырăнтан кăçал 2-мĕш вырăна хăпарнине пĕлтернĕ.

Еплерех йышăннă çак  хыпара Чăваш Енĕн тĕрлĕ отраслĕнче ĕçлекенсем:

Рудольф СЕЛИВАНОВ, Патăрьел районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ:

— Чăваш Республики муниципалитет йĕркеленĕвĕсенчен тăрать. Пирĕн, район-хуласен тата вĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсен, хамăрăн территорисене аталантарма, инвестицисем илĕртме тăрăшмалла. Мĕншĕн тесен регионăн социаллă пурнăçпа экономикин тăнăçлă аталанăвĕ тÿрреммĕнех муниципалитетсен аталанăвĕнчен, инвестици мĕн чухлĕ илĕртме пултарнинчен килет. Районсемпе хуласем вăйлă чухне республика та вăйлă. Регионсем вăйлă — эппин, Раççей те вăйлă.

 

Хасиятулла ИДИАТУЛЛИН, Комсомольски районĕн пуçлăхĕ, «Çĕр улмине мухтав» агрофирма» ОООн генеральнăй директорĕ:

— Чăваш Республики çавăн пек пысăк кăтартусем туни хавхалантарать. Унта пирĕн те, ял хуçалăх тытăмĕнче вăй хуракансен, тÿпи пур тесе шухăшлатăп: Чăваш Енĕн аталанăвĕшĕн эпир те тăрăшатпăр-çке. Республика ертÿлĕхĕ ял хуçалăхĕ енĕпе питĕ тĕрĕс экономика политикине тытса пынине палăртас килет, çавăнпах лайăх кăтартусем те пур. Регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чăнласах та ырă сăмаха тивĕçлĕ. Вăл сĕннипех ав инноваци проекчĕсене пурнăçа кĕртетпĕр, хальхи йышши управсем тăватпăр. Пуçлăх тăрăшнипех ĕнтĕ патшалăх аграри секторне кÿрекен пулăшу калăпăшĕ пысăкланать.

Полина НИКОЛАЕВА, Красноармейски районĕнчи Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

— Чăваш Ен инвестици илĕртÿлĕхĕ енĕпе Раççейре иккĕмĕш вырăнта пулма чăнласах та тивĕçлĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев инвестици проекчĕсем пурнăçланччăр, ялсем аталанччăр, халăхăн пурнăçĕ лайăхлантăр тесе нумай тăрăшать. Хальхи йышши ФАПсем уçни, çĕнĕ çулсем туни — йăлтах çынсен ырлăхĕшĕн. Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура çĕрсемпе туллин усă курмаллине, хуçасăр лаптăксем пулмалла маррине палăртрĕ, ку ĕçсене утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлеме хушрĕ. Эпир хамăрăн ял тăрăхĕнче ку тĕллеве пурнăçларăмăр. Чăваш Республикин аталану кăтартăвĕсене федераци шайĕнче тивĕçлипе хаклани савăнтарать.

Станислав ТРОФИМОВ, ЧР Патшалăх Канашĕ çумĕнчи Çамрăксен общество палатин членĕ, «Хастар çамрăксен союзĕ» общество организацийĕн ертÿçи:

— Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вăйлă ертÿçĕ пулни лайăх сисĕнет. Вăл регионти лару-тăрăва питĕ лайăх пĕлет, республика инвестици тĕлĕшĕнчен илĕртÿллĕ пултăр тесе хăйĕнчен мĕн килнине йăлтах тăвать. Çавăнах ĕнтĕ Чăваш Республики çĕршыври чи лайăх виçĕ регион йышне кĕме пултарчĕ. Ку пире, çамрăксене, питĕ савăнтарать, малашне тата тăрăшарах ĕçлеме хистет.

www.hypar.ru

Теги: