Комментари хушас

1 Çĕртме, 2017

Пĕр класра - пилĕк стипендиат

Юлашки шăнкăрав… Пурнăç çулĕпе хăйсем тĕллĕн пĕрремĕш утăм тума хатĕрленекенсене иккĕмĕш килтен — шкултан — уйăрать вăл. Иртнĕ эрнере капăр тум тăхăннă хĕрсемпе каччăсем юлашки хут линейкăна тăчĕç.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи «Авангард» кадет класĕ те юлашки шăнкăравра юрă юрларĕ, сăвă каларĕ, вальс ташларĕ. Çамрăксем 11 çул пĕр çемьери пек килĕ-штерсе пурăнчĕç. Акă халĕ уйрăлма вăхăт çитрĕ. «Чунра пушă. Ара, малашне кашнин урăх сукмакпа утмалла пулать-çке», — терĕ Анна Сармандейкина ассăн сывласа.

« Авангард» кадет класĕ çулран çул тĕрлĕ конкурса хутшăнса çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Район, республика шайĕнче кăна мар, Раççей ăмăртăвĕсенче те тăван тăрăха пĕрре мар çĕнтерÿпе таврăннă. Кадетсем вĕренÿре те, çарпа çыхăннă ăмăртусенче те, спортра та, юрă-ташăра та хастарлăхĕпе палăрнă. Çавăнпа та кăçал кадет класĕнчи пилĕк вĕренекен — Алексей Дадюков, Юрий Степанов, Татьяна Мурайкина, Анна Сармандейкина тата Станислав Михопаркин ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçрĕç. Хĕр ачасем ÿнер шкулĕнче хор уйрăмĕнче вĕренеççĕ. Таня ют чĕлхесемпе кăсăкланать, малалла шăпах çак енĕпе пĕлÿ илесшĕн. Анна вара журналист пуласшăн.

Спорта чунтан юратакан Алексей, Юрий тата Станислав пурнăçне çарпа çыхăнтарасшăн . Çавăнпа вĕсем экзаменсене ăнăçлă тытма ĕмĕтленеççĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.