Комментари хушас

19 Ака, 2014

Кайăк юрри кăмăла çĕклет

Муркаш районĕнчи Юнкă тăрăхĕнче çут çанталăк тусĕсем пурăнаççĕ. Пĕчĕкренех тавралăха упрама, юратма вĕренеççĕ вĕсем. Тата хăват панă çак вырăна усă кÿме тăрăшаççĕ. Ку тĕлĕшпе шкул ачисем уйрăмах хастар. Вĕренекенсем кăçал 100 /!/ ытла шăнкăрч йăви ăсталанă. Хальтерех хатĕрленисене сăнавлăх лесничествин Ильинка тăрăхĕнчи вăрман хĕррипе çакса тухнă. Юнкă вăтам шкулĕн картишĕнче те кайăксем хăйсене хăтлă туяççĕ. Çунатлă туссен юрринчен илемлĕрех кĕвĕ пур-и çĕр çинче? Сăмах май, ытти çул та шăнкăрч тата кăсăя йăвисене çакăнтан сахал мар туса çакнă вĕсем. Кайăксем пурне те йышăннă. /Ачасем йăлтах сăнаса-тĕрĕслесе тăраççĕ/.

Ял çумĕнче Саста вăрманĕ сарăлса выртать. Çакăнти юмансене I Петĕр патша касма хушнă теççĕ. Сăр тăрăх юхтарнă йывăçсенчен карапсем ăсталанă. Шăпах çапла вăйланнă Балтика флочĕ. Çулталăк тăршшĕпех çак вăрмантан тухма пĕлмеççĕ шкул ачисем.

«Эпир - çут çанталăкăн пĕр пайĕ, çакна никамран лайăх туятпăр», - ăнлантараççĕ хăпартланса çамрăк экологсем. Вĕсене Татьяна Ермакова вĕрентекен хăйĕн тавра пуçтарнă. Юнкăри шкул лесничестви республикăра ырă ят çĕнсе илнĕ. Конкурссене, слетсене хутшăнма, тĕрлĕ курав йĕркелеме, тĕпчевсем ирттерме юратаççĕ вĕсем. Çакă, паллах, пĕлĕве тарăнлатать. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни çĕнĕ çитĕнÿсем тума пулăшать. Юнкăсем шкул лесничествисен экологи слетĕнче 6 çул пĕрремĕш вырăн йышăнни - мăнаçланмалли пулăм. Çĕнтерме тĕллев тытсан, паллах, пĕр вĕçĕм вĕренмелле. Кашни кайăк, чĕр чун, йывăç-курăк çинчен тĕплĕнрех пĕлни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çулçăсăр турат е вăрă тăрăх ÿсен-тăрана палăртма çăмăл-и? Ку енĕпе Ангелина Тенеева чăн ăста.

Хĕлле те пушă вăхăта усăллă ирттернĕ шкул ачисем. Йĕри-таврари сырăшсене куçран вĕçертмен. Кайăксене кĕрпе, çăкăр, хĕвел çаврăнăш вăрри, тырă çитерсех тăнă. Çапла майпа шăнса кÿтнĕ миçе кайăкăн пурнăçне çăлса хăварнă-ши вĕсем? Çакна çунатлă тусĕсем кăна пĕлеççĕ.

Юнкăсем йывăç лартас енĕпе те малтисен йышĕнче. 2008 çулта 13 пин хунав лартса хăварма вăй çитернĕ вĕсем. Çавна май Тикĕт, Хуратан варĕсем тарăнланайман. Ытти çул та шкул ачисем тăрăшнипе тавралăх 2, 3 пин йывăçпа пуянланнă. Вĕсем хăй тĕллĕн шăтнă хунавсене куçарса лартассине йăлана кĕртнĕ. Юнкă шкулĕ республикăри çамрăксен экологи юхăмĕпе те, вăрман хуçалăхĕсемпе те туслă çыхăну йĕркеленĕ.

Пĕлтĕр Марина Хошкинăпа Лейла Игнатьева Пĕтĕм Раççейри çамрăк вăрманçăсен съездне хутшăнма тивĕç пулнă. Чăваш Республикинчен тухса курманскерсем Татьяна Владимировнăпа пĕрле Красноярска çитнĕ. «Пуйăсран пăхса пырса Раççейĕн анлă çĕрĕсемпе паллашма мĕнешкел кăмăллă», - теççĕ çамрăксем. Чăвашсем Кострома хĕрĕсемпе юлташланнă. Çакăнти тĕрлĕ конкурса Юнкăсем 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Киле таврăниччен Красноярскра çăка лартса хăварнă. Тен, хăçан та пулсан çав йывăç вăй илсе тÿпенелле кармашнине кайса курĕç вĕсем...

Çамрăк экологсен кружокĕнче çанă тăвăрса ĕçлекенсенчен хăшĕ-пĕри малашлăхне чун киленĕçĕпе çыхăнтарать. Мария Сытина, тĕслĕхрен, Мари Республикинчи Атăлçи патшалăх технологи университечĕн вăрман хуçалăхĕпе экологи факультетне вĕренме кĕнĕ.

Пĕлтĕр Екатерина Федорова республикăри вăрман олимпиадинче çĕнтернĕ, РФ Президенчĕн стипендине тивĕçнĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.