Шупашкарсем троллейбуса кăмăллаççĕ
Шупашкарта пурăнакансем автобусран ытларах троллейбуса кăмăллаççĕ. Халăхăн шухăш-кăмăлне пĕлес тесе республикăн тĕп хулинче ăслăлăхпа тĕпчев ĕçĕ ирттернĕ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийĕн çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, энергетика, транспорт тата çыхăну управленийĕ пĕлтерет.
Ыйтăма хутшăннă 5 пин ытла çынтан 56 проценчĕ транспорт çыхăнăвĕпе кăмăллине палăртнă, 27 процентне вара тивĕçтермест. Транспорт инфраструктурине аталантарас енĕпе ĕçлекен Санкт-Петербургри ăслăлăхпа тĕпчев тата проект институчĕ халăх хăш транспорта кăмăлланине те тишкернĕ. Çынсен самай пайĕ троллейбуса ырлать, автобуса аплах мар. Респондентсен 26 проценчĕ транспорт салонĕнче хăтсăр тесе каланă. Транспорт инфраструктурине 19 проценчĕ хурланă, çул укçин тарифне 17 проценчĕ тиркенĕ.