Комментари хушас

24 Çу, 2017

Кĕвĕ кун-çулне – ача чĕлхипе

Республикăн культура пурнăçĕ тепĕр пулăмпа пуянланчĕ: Шупашкара Раççейри паллă юрăç, композитор Дмитрий Маликов килчĕ. Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче «Перевернуть игру» ырă кăмăллăх спектаклĕ иртрĕ.

Ăна тăлăхсем, ăнăçсăр çемьесенче ÿсекенсем, интернат шкулсенче, кадет класĕсенче вĕренекенсем — пурĕ 700 яхăн ача — курчĕç. Режиссер хальхи ачасемпе çамрăксен кăмăлне тупма пĕлни тÿрех сисĕнчĕ: паллах, чи малти вырăнта — кĕвĕ. Капăр костюмсем, артистсен вылявĕ… — йăлтах тыткăна илеççĕ. Ятарлă майсемпе пĕлсе усă курни те постановкăна çÿллĕ шая çĕклерĕ.

Пысăк çитĕнĕве ырми-канми ĕçлесе кăна çĕнсе илме пулать. Дмитрий Маликов куракан патне шăпах çак шухăша çитерчĕ. Спектакль икĕ ăру калаçăвĕ çинче никĕсленнĕ. Çакна ачисемпе ашшĕ-амăшĕн ĕмĕрхи тавлашăвĕ урлă уçса панă. Ку тĕслĕхре сăмах кама мĕнле кĕвĕ кăмăла кайни пирки пырать. Спектакльти тĕп сăнара, хĕр ачана, савăнăçлă юрă-кĕвĕ килĕшет, аслисем пысăк шайри искусствăна мала хураççĕ. Кашнин хăйĕн тĕрĕслĕхĕ. Тавлашăва Бах, Бетховен, Джексон, Моцарт, Рахманинов, Шостакович, Шопен, Глюк тата паллă ытти композитор чунĕсем /вĕсем тĕрлĕ майпа тухаççĕ/ татса параççĕ. Классика кĕвви çинчен калаçу пымасть кунта, тĕп вырăнта — çын шăпи. Вăл савăнăçлă та, вĕрентÿллĕ те… Пурнăçри пекех.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.