Комментари хушас

24 Çу, 2017

Туслăх çирĕпленет

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Шупашкарта Турцин Хусанти тĕп консулĕпе Турхан Дильмачпа тĕл пулнă. Енсем экономика, культура тата вĕрентÿ тытăмĕнче туслă ĕçлесси пирки калаçнă.

Михаил Игнатьев юлашки вăхăтра Раççей Федерацийĕпе Турци хутшăнăвĕсем лайăхланса пынине, çакă Чăваш Еншĕн витĕмлĕ пулнине палăртнă. Сăмах май, Чăваш Республики тахçанах Турципе туслă çыхăнусем йĕркеленĕ, экономикăн тĕрлĕ секторĕнче тухăçлă ĕçлеççĕ. «Кăçалхи тăватă уйăхра Турци Республикипе Чăваш Республики хушшинчи тулаш суту-илÿ çаврăнăшĕ 672,5 пин долларпа танлашрĕ. Пирĕн тĕллев — суту-илÿ калăпăшне ÿстересси», — тенĕ Михаил Игнатьев. Тур-хан Дильмач тĕп консул кÿршĕллĕ икĕ патшалăх — Раççей тата Турци — малашне туслă ĕçлесе пурăнассине шаннине, Чăваш Енпе экономика, культура тата вĕрентÿ тытăмĕнче çыхăнусене вăйлатма тĕллев лартнине пĕлтернĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.