Комментари хушас

19 Ака, 2014

Тавра пĕлÿçĕ те, çыравçă та

Çак рете тата малалла тăсма пулать: çар морякĕ, ăсчах /тинĕс-çар ăслăлăхĕсен кандидачĕ/... Сумлă çак сăмахсем Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виталиă Золотов пирки. Ака уйăхĕн пуçламăшĕнче вăл 80 çул тултарнă.

Виталий Арсентьевич Питĕрте пурăнать.1951 çулта кунти çар-тинĕс инженерипе радиотехника аслă училищине пĕтернĕ, Çурçĕр флотĕнче 40 çула яхăн службăра тăнă, çар училищин вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ пулнă, 1989 çулта 1 рангри капитан отставкăна тухнă.

Шăпах çав тапхăртан пулĕ тăван хутлăхĕпе, унăн пурнăçĕпе, савăнăç-терчĕпе, çыннисен шăпипе ытларах кăсăкланма пуçланă. Тĕрĕссипе, тавра пĕлÿ ĕçне çур ĕмĕр каяллах пуçăннă, тăван ялĕн - Элĕк районĕнчи Синерĕн - кун-çулне тĕпченĕ.

Виталий Золотов - Нева çинчи хулари чăваш наци культура автономийĕн хастарĕ. Ун пуçарăвĕпе кĕнеке презентацийĕсем, пултарулăх каçĕсем иртеççĕ. 2004 çулта ăна автономи çумĕнчи Ваттисен канашне ертсе пыма, вырăнти чăвашсен «Янташ» хаçачĕн яваплă редакторĕ пулма шаннă.

Периодика кăларăмĕсемпе чăннипех туслине çакă та аван çирĕплетет: вăл - вун-вун калав, статья, очерк авторĕ. Вĕсем Питĕрти «Медный всадник», «Невский альманах», Шупашкарти «Ялав» журналсенче, «Хыпар», «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатсенче пичетленнĕ. Пĕрремĕш калавĕ - «Кушак çури» - 1997 çулта пирĕн хаçатра кун çути курчĕ. Пĕрремĕш кĕнеки - «Принципам не изменили», вун ултă çул каялла пичетленнĕскер. В.Золотов - «Нумай нациллĕ Санкт-Петербург» союз членĕ. 2002 çулта Виталий Арсентьевича тăван халăх культурине аталантарас ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.

Меллĕ самант тупăнсанах çуралса ÿснĕ тăрăхне васкать ентешĕмĕр. Юбилей çулĕнче Элĕксем ăна чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Акă ака уйăхĕн пуçламăшĕнче район центрĕнчи вăтам шкулта Виталий Золотовăн юбилей каçĕ иртнĕ. Темиçе кунран тата тепĕр мероприятие чĕннĕ юбиляра. Хальхинче районти литературăпа тавра пĕлÿ музейĕнче шкул ачисемпе тĕл пулу йĕркеленĕ. Музей ĕçченĕсем çавăн пекех Золотовсен йăх несĕлне халалланă кĕнекесен, сăн ÿкерчĕксен, хаçат материалĕсен куравне хатĕрленĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.