Комментари хушас

30 Чÿк, 2013

Арçынсем те пулăшу ыйтаççĕ

РФ Президенчĕ çумĕнче ачасен правине хÿтĕлекен уполномоченнăй штатне йĕркелеме йышăннă хыççăн мĕн пур регионта вăя кĕчĕ вăл. Пирĕн республикăра çĕнĕ тытăм 2012 çулхи юпа уйăхĕнче ЧР Патшалăх канашĕ йышăннă саккунпа килĕшÿллĕн ĕçлеме пуçларĕ. Раштав уйăхĕнчен ăна Вячеслав Рафинов ертсе пырать.

- Çĕнĕ орган туса хунин сăлтавĕ мĕнре-ши?

- Вăл шăпах вăхăтлă йĕркеленчĕ тесе шухăшлатăп, мĕншĕн тесен ачасен правине муниципалитет шайĕнче те, çемьере те пăснă тĕслĕх пайтах. Пирĕн тĕп тивĕç - çак йĕркесĕрлĕхе пĕтересси, обществăн чи хÿтлĕхсĕр пайне, тăлăхсене, пулăшасси. Вĕсен 80% ашшĕ-амăшĕ пурăннă чухнех хÿтлĕхсĕр тăрса юлать. Çемье арканнă чухне те ачан правине пăсни тĕл пулать. Пĕчĕк чун шăпинче тарăн йĕр хăварать вăл. Çывăх çынни алимент тÿлеменни те укçа-тенкĕ енчен йывăр лару-тăрăва кĕртсе ÿкерет.

- Ытларах мĕнле ыйтупа килеççĕ сирĕн пата?

- Кăçал 500-е яхăн çын килчĕ, унсăр пуçне 62-41-05 телефонпа шăнкăравлакансен, ombudsman@cap.ru адреспа çыру яракансен ыйтăвĕсене те хуравсăр хăвармастпăр. Вĕсен пысăк пайĕ тăлăхсене, сахал тупăшлă çемьесене пурăнмалли кĕтес уйăрассипе çыхăннă. Кунсăр пуçне тĕрлĕ пособи, çăмăллăх пирки те кăсăкланаççĕ, алимент ыйтăвĕ те çивĕч. Иртнĕ ытлари кун, тĕслĕхрен, 6 çын йышăнăва çырăннăччĕ. Шупашкарта пурăнакан икĕ ача амăшне çурт-йĕр ыйтăвĕ канăç памасть. Çемье вĕренÿ учрежденийĕн общежитийĕнче пурăнать. Анчах суд вĕсене унтан кăларса яма йышăннă, коммерци мелĕпе хваттер тара илесшĕн хĕрарăм, анчах черет хăçан çитесси паллă мар-мĕн. Техникумра вĕренекен Никитинăна та хваттер ыйтăвĕ канăçсăрлантарать. Тăлăха Шупашкарти Мускав район администрацийĕ кăçалах социаллă найм мелĕпе кĕтес уйăрма шантарнăччĕ. Анчах та çулталăк вĕçленесси нумай та юлмарĕ, шантарнине хăçан пурнăçлассине никам та татăклăн калаймасть. Пикене район администрацине çыру çырма, унтан татăклă хурав илме сĕнтĕм. Никитинăн ыйтăвĕпе шăнкăравласа калаçнăччĕ эпĕ, кăçал хваттер илекенсен йышне кĕртни çинчен пĕлтерчĕç мана. Хĕре хăйне мĕнле хуравлĕç-ши чиновниксем?

Тăлăхсене çурт-йĕр ыйтăвĕпе тивĕçтерессине Республика Пуçлăхĕ куçран вĕçертмест. Юлашки çулсенче ку енĕпе лару-тăру чылай лайăхланчĕ. Пĕлтĕр ашшĕ-амăш хÿттисĕр юлнă 240 çамрăк çурт, хваттер илчĕ. 2013 çулта пирĕн республикăри 262 тăлăхăн çурт-йĕр ыйтăвне татма укçа уйăрнăччĕ, нумаях пулмасть тата тепĕр 195 çамрăка пулăшмалăх «кĕмĕл» куçни пирки пĕлтерчĕç. Çурт-йĕр çĕклес ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламан подрядчиксем хутшăнни кăна ура хурать. Сăмахран, «Кровля», «Минстрой» обществăсем чылай районта начар енпе палăрчĕç. Тăлăхсене хваттер черетне тăратман тĕслĕхсем те асăрхарăмăр. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вара федераци саккунне улшăнусем кĕртрĕç. Çавна май 18 çул тултарнă тăлăха ашшĕ-амăш правинчен хăтарнă çыннисемпе пĕр хваттере пурăнма ямалла мар. Вăраха кайнă чирпе аптăракан тăванĕпе пĕрле пурăнтарни те çамрăкăн правине пăснипе танлашать. Вырăнти опекăпа попечительство органĕсем çакна куçран вĕçертмеççĕ.

- Ача-пăча çурчĕн тулашĕнчи пурнăçа тăлăхсем мĕнле хăнăхаççĕ?

- Практика кăтартнă тăрăх - вĕсем пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕр тесе çирĕплетеймĕн. Шухăшласа пăхăр-ха, интернатра вĕсен кĕпе-йĕмне кунти ĕçченсем тасатаççĕ, вĕсемех апат янтăлаççĕ, çинĕ хыççăн савăт-сапине çăваççĕ... Çамрăк хăй тĕллĕн пурăнма тытăнсан кăна хуçалăх ыйтăвĕсемпе тĕл пулать. Укçа-тенке тĕрĕс тыткалама та йывăр ăна. Ача çемьере ÿснине нимĕн те çитмест. Çавăнпа усрава е опекăна парассипе çине тăрса тимлеççĕ те. Ÿлĕмрен ача çуртĕнче те çемьери воспитание тĕпе хурса ĕçлĕç. Тĕслĕхрен, тĕрлĕ ÿсĕмри 6-8 хĕр пĕрчипе арçын ачана пĕр ушкăна уйăрĕç.

- Ашшĕ-амăшĕ ачи-пăчине пайланипе кулленех тĕл пулатăр ахăртнех...

- Пĕр-пĕрне юратса пĕрлешнĕ çынсем темиçе çул хыççăн тăшмана çаврăннинчен тĕлĕнме пăрахмастăп. Вĕсем пурлăха, пепкисене уйăрма тытăнаççĕ, харкашаççĕ, кăшкăрашаççĕ... Çакă йăлтах ача куçĕ умĕнче пулса иртни пĕчĕк чуна амантса хăварни пирки шухăшламаççĕ. Уншăн амăшĕ те, ашшĕ те пĕр тан хаклă çынсем-çке. Хăш-пĕр хĕрарăм тĕпренчĕкне ашшĕпе хутшăнма чарать е никама систермесĕрех пепкипе урăх хулана тухса каять. Арçынсем пулăшу ыйтма килнĕ тĕслĕх сахал мар. Уполномоченнăй тивĕçне пурнăçлама тытăниччен мĕнлерех ыйтусемпе тĕл пуласса тавçăрнă-ха, анчах арканнă çемьесенче ачисем тавра хĕрÿллĕ тавлашакансем çав тери йышлине кĕтменччĕ.

Акă иртнĕ эрнере кăна-ха тивĕçлĕ канури хĕрарăм мăнукĕшĕн пăшăрханса килчĕ. Унăн хĕрĕ упăшкинчен уйрăлнă. Çул çитмен икĕ ачине суд пайланă: хĕрне - амăшĕпе, ывăлне ашшĕпе хăварнă. Ватă хĕрарăм каланă тăрăх - кĕрÿ пулнă арçыннăн кăмăлĕ кăра, вăл тĕпренчĕкĕсен амăшне кÿрентерет, лăпкă пурăнма памасть. Чăнах та, çавăн пек çынна ача епле шанăн-ха? Анчах çемьене хурлăх кăтартакан арçынна ниепле те тăрă шыв çине кăларма май килмест-мĕн. «Пур çĕрте те пĕлĕшĕсем унăн, укçа та лайăх ĕçлесе илет вăл», - хурланать ачасен кукамăшĕ. Ашшĕпе пурăннă тапхăрта мăнукĕ паллами улăшăннă-мĕн, ăна психолог пулăшăвĕ кирлине специалист та çирĕплетнĕ. Ачана амăшĕ патне тавăрас тесен мĕн тумалла-ши? Хуравне пĕрле шырарăмăр. Юлашки сăмаха Арбитраж сучĕ калать пулин те киревсĕрлĕх пирки йĕрке хуралçисене пĕлтерме сĕнтĕмĕр. Çавăн пекех ача мĕнле условисенче пурăннине, аталаннине тĕрĕслеме тивĕçлĕ орган ĕçченĕсене ыйтăпăр.

Чăваш хĕрĕсем - чи илемлисем. Вĕсене ют çĕр-шыв йĕкĕчĕсем те куç хываççĕ. Пĕрлешеççĕ, ача-пăча çуратаççĕ вĕсем. Тĕрлĕ сăлтавпа уйрăласси патне çитсе тухаççĕ. Тĕпренчĕкне хăйĕн тăван тăрăхне илсе килесшĕн амăшĕ, анчах унти саккун унăн ĕмĕтне пурнăçлама чарать. Тĕслĕхрен, Швеци, Франци, Португали, араб çĕр-шывĕсенчен таврăннă амăшĕсем çăлăнăç шыраса пирĕн пата килчĕç. Çавăнпа та чикĕ леш енне качча тухма хатĕрленекенсене асăрхаттарас килет: унти çемье саккунĕпе малтанах тĕплĕн паллашăр, вĕсем пирĕннипе пĕр мар-çке. Кайран ÿкĕнмелле килсе ан тухтăр.

Алина ИЗМАН.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.