Комментари хушас

18 Ака, 2014

Культура çуртне çÿремелли сукмак çухалать

Культура çулталăкне халалланă рубрикăна малалла тăсатпăр. Вулаканăмăрсене клубсăр ял шăпипе паллаштарас тĕллевпе хальхинче Муркаш районне çитрĕмĕр. Юнкă ял тăрăхне кĕрекен Кăпасри культура çурчĕн шăпи республикăри вун-вун кунашкал учрежденин кун-çулĕпе пĕрешкел. Ăна 1949 çултах çĕкленĕ. Халăх хăй вăхăтĕнче унта кашни уявах утнă, кану кунĕсенче ял-йыш юрласа-ташласа савăннă, концерт курнă. Халĕ культура çурчĕ хупăннине алăк çинчи пысăк çăра çеç мар, чÿречене хăмапа урлă çапни те çирĕплетет.

Юнкă ял тăрăх администрацийĕн специалисчĕ Ольга Назарова каласа кăтартнă тăрăх - пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче комисси членĕсем çурта юрăхсăр тесе йышăннă. Ăна пăсма ирĕк панă. Кăпасра 399 çын пурăнать. Вĕсенчен 191-шĕ хуçалăх тытать. Яла пĕчĕк тееймĕн, анчах кунта шкул та хупăннă, культура çурчĕ те ĕçлемест, вулавăш та çук. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.