Тутлă хăяр ÿстеретпĕр
Çуллен тĕрлĕ сорт хăяр ÿстерме тăрăшатĕп. Анчах вĕсенчен чылайăшĕ йÿçĕ тутăллă пулни пăшăрхантарать. Çакă мĕнрен килет, ун пек ан пултăр тесен мĕн тумалла. Йÿçек мар хăяр сорчĕсем пулаççĕ-и.
Алевтина МАКСИМОВА. Çĕмĕрле районĕ.
Хăяр тути унăн сортĕнчен тата ăна еплерех условисенче ÿстернинчен килет. Иртнĕ ĕмĕрте кăларнă сортсенчен чылайăшĕ йÿçек тутăллă пулнипе палăрать.
Çимĕç йÿçек пуласси питĕ шăрăх çанталăкран, нÿрĕк, çутă сахал пулинчен, ÿсен-тăран питĕ çăра ÿснинчен, тĕрлĕ сиенлĕ кăпшанкăсемпе чир-чĕр тапăннинчен те килме пултарать. Çимĕç тути чылай вăхăт шăрăх тăнă хыççăн çанталăк сивĕтсе ярсан, çумăрсем пуçлансан, ÿсен-тăрана питĕ сивĕ шывпа шăварсан, йăрансене ут тислĕкĕ /чĕррине/ хывсан йÿçекленет.
Хăш-пĕр сорт çимĕçĕсенче йÿçек тутă çеçкесене çавăркаланă чух амантсан та кĕрет.
Ватăрах ÿсен-тăранăн çимĕçĕсенче çамрăккисемпе танлаштарсан йÿçек ытларах пулать.
Çеçкесен вĕçĕнчи пĕрремĕш хăярсем айккисенчи çеçкесемпе танлаштарсан ытла тутлах пулаймаççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсенче типĕ япаласемпе сахăр виçи сахалрах. Тăварламалли сортсен тути консервланă хыççăн тин «йĕркеленсе» çитет. Çавăнпа та ун пек çимĕçсен хуппи, вĕсем çинче кăтрашка пĕрчĕсем мĕн чухлĕ пулни те пĕлтерĕшлĕ.
Юлашки вăхăтра кăларнă сортсемпе гибридсен тути вĕсене мĕнле пăхса ÿстернинчен, апатлантарнинчен, шăварнинчен, çутă виçи мĕнлерех пулнинчен килет. Çеçкесене шпалерсенчен кăкарса, патаксенчен çыхса ÿстерсен çимĕçсем тутлă, çирĕп, техĕмлĕ пулаççĕ. Ун пек ÿстернĕ чухне хăяр тĕмĕсене пĕр-пĕринчен 35 см, тĕмсемпе ÿсекен сортсене 90 см хăварса çитĕнтермелле. #сен-тăрана ăшă /18-20 градус/ шывпа, тымарсем патне ярса шăвармалла. Чĕрĕ ĕне тислĕкĕн ирĕлчĕкĕпе апатлантармалла. Ăна 8 пай шыв пуçне 1 пай тислĕк илсе хатĕрлемелле. Азот ытла нумай тăк çимĕçсем йÿçек пулаççĕ.
Йăрансене вĕлтренпе кукша пуç курăкĕн шĕвекĕпе шăварсан та çимĕçсем тутлă пулаççĕ. Ку шĕвеке çапларах хатĕрлемелле, асăннă ÿсен-тăрансене çурмалла туса шывра темиçе кун лартмалла. Усă курас умĕн пĕр пай ирĕлчĕк пуçне 10 пай шыв хушмалла, апатлантармалла.
Йÿçеклĕх пухни ăруран пыракан япала шутланать. Çавăнпа та кукурбитацин /йÿçек япаласем/ пухман сортсемпе гибридсене ÿстерме тăрăшмалла. Вĕсен шутне çаксем кĕреççĕ, Электрон 2 тата Водолей, гибридсем - Заначка, Кураж, Атлет, Мамлюк, Шарм, Дебют, Кумир боярский, Эстафета, Гвидон, Макар, Мельница,Задор, Дублер, Талисман. Вĕсен çимĕçĕсем ытла шултра мар, тутлă, илемлĕ тĕслĕ тата формăллă.