Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн саламĕ
Хаклă ентешĕмсем!
Сире Çуркуннепе Ĕç уявĕ ячĕпе саламлатăп!
Майăн 1-мĕшĕ пуçаруллă ĕçе мухтава кăларать, халăхсен пĕр шухăшлăхĕн тата социаллă яваплăхăн символĕ пулса тăрать.
Ĕç яланах çĕршыв тăнăçлăхĕн тата этемĕн ырлăх-тивлетлĕхĕн шанчăклăхĕ пулса тăрать. Чăваш Енре пурăнакансем мĕн авалтанпах ĕçе юратнипе, пĕр-пĕрне пулăшнипе палăрса тăнă, пуринпе те çураçуллă пулма ăнтăлнă.
Ĕç — воспитанин пĕр енĕ, вăл çамрăк ăрăвăн ăс-тăнпа кăмăл-сипет пахалăхĕсене йĕркелет, таврари çынсене, Тăван çĕршыва хисеплеме хăнăхтарать.
Паянхи кун эпир пĕрле тăрăшнипе çĕнĕ производствăсем уçăлаççĕ, çул-йĕр тăваççĕ, çурт-йĕр, шкулсемпе ача сачĕсем, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем, спорт сооруженийĕсем хăпартаççĕ, урамсемпе картишсене тирпей-илем кĕртеççĕ, ял хуçалăхĕ ăнăçлă аталанать.
Пирĕн тĕллев — хамăрăн халăхăн пĕрлĕхне сыхласа хăварса, пĕр-пĕрне пулăшса пурнăç тата йĕркеллĕ ĕç валли тивĕçлĕ условисем тăвасси.
Çак çурхи уяв кунĕсенче сире ăнăçу тата чечекленÿ сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил ИГНАТЬЕВ.