Комментари хушас

25 Ака, 2017

Чăваш чĕлхи кунĕпе Шупашкарта митинг иртнĕ

Чăваш чĕлхи кунне халалласа паян, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче,  Чăваш наци библиотеки умĕнчи И.Я. Яковлев палăкĕ умĕнче митинг иртнĕ. Ăна Чăваш Республикинчи профессилле çыравçăсен пĕрлĕхĕ йĕркеленĕ. 

Митингра Чăваш Енĕн культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов, "Хыпар" Издательсто çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина, "Хыпар" ИÇ директорĕн - тĕп редакторĕн çумĕ, Чăваш Республикинчи профессилле писательсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Геннадий Максимов, чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер тата ыттисем сăмах каланă.

www.hupar.ru