Комментари хушас

24 Ака, 2017

Балконтан сикме тăнă арçынна вилĕмрен çăлнă

Ĕнер Чăваш Енĕн шыравпа çăлав службин ĕçченĕсем хăйĕн çине алă хурас шухăш тытнă арçынна вилĕмрен çăлнă.

Шупашкарти Ленинла комсомол урамĕнчи çуртсенчен пĕринче юнланса пĕтнĕ арçын балкон çинче кăшкăрса тăнине систерсенех çăлавçăсем пăтăрмах вырăнне тухса кайнă. Пĕрисем урама юлса арçынна калаçтарса тăнă, теприсем унăн хваттер алăкне ватса кĕнĕ. Ют çынсем кĕрсе тăнине асăрханă хыççăн арçын балкон хĕрринелле ыткăннă, анчах çăлавçăсенчен пĕри ăна тытса чарма ĕлкĕрнĕ. Сикме тăнă арçынна пулăшнă хыççăн çăлавçăсем васкавлă пулăшу бригадине тата полицейскисене чĕнсе илнĕ.

www.hypar.ru