Авланмашкăн хатĕр мар
Ольăпа пĕр тăрăхра çуралса ÿснĕ эпир. Пĕр шкултах вĕреннĕ, анчах çывăх хутшăнман. Манран пилĕк çул кĕçĕн вăл. Эпĕ алла аттестат илсен Шупашкара килтĕм. Çуралнă яла сайра çеç çÿрекелерĕм. Çулĕ инçе-çке. Апла пулин те уйăхра пĕрре те пулин çитеттĕмех. Эпĕ виççĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне Оля вуннăмĕш класа çитнĕччĕ. Канмалли кунсенче клуба тухатчĕ. Яла кайсан тăтăш кураттăм ăна. Темиçе хутчен килне ăсатсан чунăмра тем хĕмленнине туйрăм. Çавăнпах Шупашкара таврăнсан та çыхăнăва çухатмарăмăр, çырусем çÿретрĕмĕр.
Вăхăт шурĕ. Аслă шкул хыççăнах салтака кайрăм. Ăстату каçне Оля та пычĕ. Кĕтме шантарчĕ. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласан эпĕ ĕçе Шупашкартах вырнаçас шухăшлине шута илсе Оля та шкул хыççăн кунтах килчĕ. Пĕр-пĕрне ухмаха тухасла юратнă тесе калаймастăп. Общежитире пурăнакан çамрăк студент, паллах, темиçе хĕрпе те калаçнă. Чылайăшне килĕштереттĕм. Ентеше те манмастăм. Ăна та ялта клубран килне ăсатакан мансăр пуçне урăх пулман мар. Эпĕ салтакра чухне сахал мар каччă чĕрине çунтарнă вăл. Эпĕ хĕсметрен таврăнсан та Ольăпа çеç çÿремен. Мăйран уртăнакансем татах та пурччĕ. Хушăран вĕсемпе те тĕл пулаттăм. Ольăна ытларах кăмăллатăм ĕнтĕ, халĕ те саватăп ăна, анчах чунран парăнман.
Вăхăт иртнĕ май тусăм ман çума ытларах та ытларах туртăннине сисрĕм. Малтанласа «вăхăт çук» текен сăлтавпа курнăçма, уçăлса çÿреме килĕшместчĕ тĕк каярах пĕрмай тунсăхланине систерме тытăнчĕ. Нумаях пулмасть вара ман патăма пурăнмах куçрĕ. Çакна, тĕрĕссипе, сиссе те юлаймарăм.
Салтакран таврăнсан ĕçе вырнаçрăм. Икĕ çултан аттепе анне пулăшнипе хваттер туянтăм. Кивçенсĕр мар паллах. Хама ятăн кĕтеслĕ пулсан пуçăма çемье çавăрас шухăш çавăрнăччĕ. Мăшăр, ачасем çинчен ĕмĕтленеттĕм. Анчах ку тĕллев часах сĕвĕрĕлчĕ. Çити-çитми укçа хваттершĕн тÿлесех пĕтет. Çавăнпах иккĕмĕш ĕçе вырнаçрăм. Пĕччене те аран саплаштаратăп та çемьене капла епле тăрантармалла? Тепĕр тесен, шухă яшлăх та иртмен, кĕлеткемре вĕри юн чупать. Нухратăн пĕр пайĕ каçхи клубсенче юлнине, хĕрсем валли тăкакланнине те каламалла.
Оля хăнана килсе çÿретчĕ. Хваттер хăтлине тăтăшах калатчĕ. Пĕррехинче вара ман патăма куçасса пĕлтерчĕ. Виçĕ хĕр пĕр хваттере тара илсе пурăнатчĕ. Пĕрин хыççăн тепри тусĕсем качча кайрĕç те Оля пĕчченех тăрса юлчĕ. Ытла тăкаклипе манпа канашламасăрах япала пуçтарнă хайхи. Килĕштеретĕп-ха ăна, анчах пĕрле кун кунлама хатĕр марччĕ. Çавăнпах хирĕçлерĕм те.
— Чун савнин хваттер пур çĕртех тара илсе пурăнмалла-и? Пĕлетĕн-и мĕнле тăкаклă... — терĕ вăл.
— Эпĕ те сахал мар тÿлетĕп. Мана та укçа çитмест. Эппин, эсĕ те тÿле, — тавăртăм эпĕ çилле пытармасăр.
Оля ман патăма çапла пырса кĕни чăннипех вĕчĕрхентерчĕ. Пĕччен хама кирлĕ пек пурăнма хăнăхнă-çке эпĕ. Туссене те хăнана чĕнеттĕм, киле таврăнманни те пулнă. Халĕ урăхла йĕркене хăнăхма тивет. Малтанхи вăхăтра япаласем эпĕ хунă вырăнта выртманни те калама çук хытă тарăхтаратчĕ.
Юттисем патне те чупман мар-çке эпĕ. Халĕ ал-урана çыхса лартнă тейĕн. Ĕçрен тÿрех киле таврăнма тивет. Каярах юлсан та шăнкăравлать. Яла та мансăр каясшăн мар мур илесшĕ. Вăл çук чухне эпĕ килте лармасса чухлать-тĕр.
Авланма пиçсе çитменнине чухлатăп. Çав вăхăтрах аттепе аннесен хăлхине Ольăпа пурăнни кĕрсен пире пĕрлештересрен хăратăп. Хатĕр мар-çке эпĕ. Пĕрле пурăннинче те пĕр савăнăç çеç куратăп хальлĕхе — киле таврăннă тĕле апат хатĕр. Куншăнах авланаççĕ-и вара?
ПЕТĔР.