Чăваш кадечĕсем - Раççейре чи маттуррисем!
Ака уйăхĕн 8-мĕшĕ. Мускаври пĕртăван Знаменскисен Олимп центрĕ. «Стройпа юрă смотрĕ. Çĕнтерÿçĕсен маршĕ» — VI Пĕтĕм Раççей ăмăртăвне Чăваш Енрен 3 кадет класĕ çитрĕ: аслă, вăтам, кĕçĕн ушкăнсенче Хĕрлĕ Чутайри, Муркашри, Вăрнар районĕнчи Калинино шкулĕсем. Кашниех çĕнтерÿ пирки ĕмĕтленчĕ. Виçĕ номинаципе иртрĕ хĕрÿ конкурс: автомат сÿтсе пуçтарчĕç, стройпа утрĕç, Тăван çĕршыв историпе çыхăннă ыйтусене тĕп-тĕрĕс хуравларĕç. Пĕтĕмĕшле вара виçĕ ушкăнĕ те 1-мĕш вырăна тухрĕ!
Ĕмĕт çуратнă çĕнтерÿ
— Чăваш ачисем Тăван çĕршыв историне питĕ лайăх пĕлни савăнтарчĕ. Кашни ыйтăва тĕрĕс те туллин хуравларĕç. Уйрăмах Калинино шкулĕнчи кĕçĕннисем сатур пулчĕç ку тĕлĕшпе, — çирĕплетрĕ Красноармейски тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Владимир Леонтьевич Архипов полковник. Н.Н. Бурденко ячĕллĕ çар госпиталĕн кардиологĕ, медицина службин подполковникĕ Сергей Андреевич Иванов та ачасен çитĕнĕвĕсемшĕн кăмăллă.
— Мускава ăмăртăва тухса каймалла тенине пĕлсен канăçа йăлт çухатрăм. Каçсерен ыйхă çĕтрĕ. Тĕлĕкре те конкурса хатĕрлентĕм. Олимп центрĕнче вара пăлханмаллипех пăлхантăм. Ал-ура чĕтрерĕ. Стройпа утнă чухне çухалса кайса юлташсен умĕнче намăс курас марччĕ тесе хама алла илме пултартăмах. Пысăк тупăшура хамăр çĕнтернине пĕлсен калама çук хытă савăнтăмăр. Кадетсенчен чылайăшĕ çар çынни пулас тĕллев тытрĕ. Манăн вара парикмахер ĕçĕнче чапа тухас килет, — паллаштарчĕ ĕмĕчĕпе София Султанова.
Автомат сÿтсе пуçтарас тĕлĕшпе сатурлăхĕпе палăрнă Настя Андреевăна та урăх професси илĕртмест, вăл никам та мар, çар çынни пуласшăн. «Çак ырă ĕмĕт манăн паян, хамăр çĕнтернине пĕлсен, çуралчĕ. Çитĕнÿ пирки тăвансене çийĕнчех пĕлтертĕм. Вĕсем те пирĕншĕн çав тери савăннине палăртрĕç», — пытармарĕ вăл.
Диорама чуна çÿçентернĕ
Эрик Васильевич Васильев полковник йĕркеленипе Калинино шкул ачисем Хĕрлĕ лапамра, Пуçтайăм сăртĕнче, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине сăнлакан Тĕп музейра пулса курчĕç. Уйрăмах кураври «Курск патĕнчи çапăçу», «Берлина штрумлани», «Сталинград патĕнчи çапăçу», «Ленинград блокади» диорамăсем чуна пырса тиврĕç.
Ирина Гордеева вара музейран çав тери шухăшлă тухрĕ. «Нимĕçсем бомбăсем пăрахса аркатнă çуртсене сăнлакан пÿлĕме кĕрсен хама япăх туйрăм. Ишĕлнĕ кăмакана, урайĕнче сапаланса выртакан япаласемпе савăт-сапана, стенасем çине армак-чармак почеркпа нимĕçле çырнине курма çăмăл мар... Эпĕ Мускавра хамăн çуралнă куна ирттертĕм. Кĕтмен-туман çĕрте иккĕмĕш сыпăкри пичче хамăр ушкăн валли 7 торт илсе килчĕ!» — савăнчĕ хĕрача.
Вĕренÿре «5» паллăпа çеç ĕлкĕрекен Ксюша Кушаковăна та музей питĕ килĕшнĕ. «Ленинград блокади» диорама пÿлĕмĕнче чĕре çурăлса каймалла ÿкерчĕк. Художник стена çине хăрушă вăрçă вăхăтне ĕненмелле сăнарланă. Акă кунтах Ленинградри кĕçĕн класра вĕреннĕ Таня Савичевăн дневникри йĕркисене вулама пулать. Выçăпа тата сивĕпе унăн çемйи вилсе пынине çырнă вăл. Вуланăçемĕн чун сÿ! тăвать. Куç умне тÿрех сĕтел çинчи çăкăр татăкĕ тухрĕ. Паянхи пурнăçра унăн шăпи те урăхла-çке. Ăна урайĕнче выртнине те курма пулать, тапса ывăтакан та пур. Иртĕхни пулать-çке ку! Блокада нушине курнăскерсем çăкăр чĕллине мар, тĕпренчĕкне те тутанайман. Малашне столовăйĕнче апатланнă чухне çăкăр чĕллине пăрахса хăваракана асăрхаттарăп. Хам та юлнă татăка пĕрле илĕп. Çăкăртан нихăçан аслă пулмалла маррине пире вĕрентекенсем те час-часах аса илтереççĕ» — терĕ вĕренÿ отличникĕ.
Ырă ят хăварасшăн
«Çитĕнÿпе çав тери кăмăллă. Эпир — Калинин шкулĕн кадечĕсен 3-мĕш ăрăвĕ: 1-мĕшсем пĕлÿ çуртĕнчен тухса кайнă ĕнтĕ, 2-мĕшсем 10-мĕш класра вĕренеççĕ», — хăпартланчĕç 6-мĕш класра пĕлÿ пухаканскерсем. Чи савăнмалли те, мăнаçланмалли çакă — виçĕ ăрăвĕ те Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăна тухни. Паллах, кунта шкул ертÿлĕхĕн тата коллективĕн тÿпи пысăк. Шкулта 6-мĕшĕсен икĕ кадет класĕ: пĕри — М.П. Григорьев генерал-майор, тепри Раççей çар дирижерĕ, композиторĕ В.М. Халилов генерал ячĕсемпе хисепленеççĕ.
Михаил Петрович хăй вăхăтĕнче Калинино шкул сукмакне такăрлатнă. Лайăх паллăсемпе кăна вĕреннĕ. Спортпа туслă пулнăскер пурнăçне çарпа çыхăнтарнă. Кадет класне хăй ятне панине пĕлсен питĕ савăннă вăл. Ачасем мĕнле вĕреннине, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклансах тăрать сакăр теçеткерен иртнĕ офицер.
— Валерий Михайлович Халилов авиакатастрофăра вилсен чĕре тÿсмелле мар ыратрĕ. Мĕн тери пултаруллă çын сарăмсăр çут тĕнчерен уйрăлни, пире те чăваш çыннисене, чунтан кулянтарчĕ-çке. Çакăн хыççăн тепĕр кадет класне ăна халалларăмăр. Ансамбль та йĕркелерĕмĕр. Клуб ертÿçи Виктор Владимирович Волков чылай пулăшрĕ. Пирĕн пата тĕрлĕ инструмент илсе килчĕ. Баян, шакăрча, параппан, кашăксем... Хамăр çинчен ырă ят хăварасшăн. Кадет класне уçсан эпир Георгий Свиридов композитор кĕввисемпе бал ташшисем ташланă. Паян та унăн кĕввисенех юрататпăр. Валерий Михайлович пĕррехинче Георгий Васильевичран: «Эсир пултаруллă композитор, мĕншĕн çар маршне çырмастăр?» — тесе ыйтнă. «Çар кĕввине çырма йывăр. Ăна çар пурнăçне лайăх пĕлекен çеç çырма пултарать», — хуравланă композитор.
...Хăйĕн ĕçне юратакан çын çеç ÿсĕмсем тума пултарать. Эпир те, авă, хамăр мĕн пĕлнине ачасене пама тăрăшатпăр. Пире çакăн пек хастар пулма шкула тăтăш килсе паттăрлăх урокĕсем ирттерекен офицерсем хавхалантараççĕ, — тет Татьяна Павловна Ефимова директор.
...Хĕрлĕ Чутайсем, Муркашсем, Вăрнарсем хăйсен кадечĕсемпе чăнласах мăнаçланаççĕ.
Элиза ВАЛАНС.
Шупашкар — Мускав.