Шупашкарта электроэнергетика специалисчĕсем канашлаççĕ
Ака уйăхĕн 18-21-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Пĕтĕм тĕнчери «Раççейĕн электроэнергетика тытăмĕсене релепе хÿтĕлесси, автоматизацилесси» темăпа IV ăслăлăх-практика конференцийĕ тата «РЕЛАВЭКСПО-2017» курав иртет.
Вĕсене йĕркелекенсем — республикăн Министрсен Кабинечĕ тата электропродукци туса кăларакан предприятисем, вĕсемпе çыхăнса ĕçлекен организацисем. Форума 154 компанирен /Германирен, Швейцарирен, Данирен, ытти çĕршывран/, Раççейĕн 34 регионĕнчен 300 ытла представитель пуçтарăннă. Хăнасене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ:
— Истори Чăваш Енпе Раççей субъекчĕсен, чикĕ леш енчи регионсен çулĕсем хĕресленнĕ пирки сирĕнпе пĕрле эпир те çĕнĕлĕхсем шыратпăр, рынока чылай ытларах продукци ăсататпăр, электроэнергетика хăрушсăрлăхне тивĕçтеретпĕр — çĕршыв гражданĕсем хăйсене лайăх туйччăр тесе тăрăшатпăр. Шупашкарта пĕрремĕш хут тĕл пулмастăр, кирлĕ пуçарусем тăватăр. Эпир вĕсене ырласа йышăнатпăр, мĕншĕн тесен çав ĕçсем пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ тата питĕ усăллă. Сăлтавĕ вăрттăнлăх мар: пирĕн çĕр айĕнче хаклă чĕр тавар çук, Чăваш Ен пуянлăхĕ — çынсем. Паллах, вăл шутра — çамрăксем те. Вĕсем професси илсе, ĕçе вырнаçса хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ.
Михаил Игнатьев республикăн энерготехника кластерне аталантарассипе çыхăннă ыйтăва тишкернĕ чухне пирĕн предприятисем алла-аллăн тытăнса ĕçлени çĕршыв рынокĕн вун-вун кĕтесĕнче тавар сутма май туса панине палăртрĕ. Апла пулин те вĕсене тĕрлĕ çĕрте саккас тупса паха тата çĕршывра, чикĕ леш енче туса кăлараканнинчен кая мар продукци ăсатма, электротехника производствине аталантарма чĕнсе каларĕ. Хамăрăнне çĕршывĕпех тата чикĕ леш енне сутни те, импорт вырăнне çĕнĕ тавар туса кăларма хистени те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
2012 çулта республикăн Инновацин территори электротехника кластерĕн ассоциацине никĕсленĕ. Паян вăл 40 ытла предприятие пĕрлештерет. Вĕсем туса кăларакан продукци — республикăн мĕн пур производство калăпăшĕн 20% яхăн. Пурте çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртме тăрăшаççĕ. Çак енĕпе инженерсемпе техниксен 30-35% вăй хуракан коллективсем те пур. Çĕнĕ производствăсем уçаççĕ. Вĕсенчен тухакан продукци ещĕкĕсем çине Раççейре туса кăларнине палăртаççĕ.
— Эпир Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿпе наука, Промышленноçпа суту-илÿ, Энергетика министерствисем ирттернĕ конкурссенче çĕнтернĕ, — терĕ Михаил Васильевич. — Паян регионсен хушшинчи компетенцисен центрне /Раççейре 7 йĕркелеме палăртнă/ тума 500 миллиона яхăн тата пирĕн вĕренÿ заведенийĕсем конкурссене хутшăнса çĕнсе илнĕ 200 миллион тенке яратпăр. Çак укçана производство тата вĕрентÿ лапамĕсем йĕркелеме явăçтарăпăр. Çамрăксем вĕсенче тарăн пĕлÿ илнипе пĕрлех професси вăрттăнлăхĕсене те алла илĕç.
Роботсем тăвакансен пĕтĕм тĕнчери олимпиадине /вăл Индире иртнĕ/ Чăваш Енрен хутшăнса çиччĕмĕш вырăна тухма пултарнă командăна ЧР Пуçлăхĕ хаклă парне пачĕ.
— Шупашкарта тăваттăмĕш хут иртекен «РЕЛАВЭКСПО» курав тата ăслăлăх конференцийĕсем тĕрĕс те çирĕп никĕс çинче, — терĕ «Россети» обществăн генеральнăй директорĕн пĕрремĕш çумĕ Роман Бердников. — Электроэнергетика тытăмне релепе хÿтĕлемелли тата автоматизацилемелли меслет пĕтĕм энергетикăн «ăс-тăнĕпе» çыхăннă. Унсăр чи çĕнĕ электрооборудовани те тимĕр-тăмăр купи çеç. Çав меслете тивĕçтерме чи паха аппаратура çителĕклĕ туса кăлармалла. Форума Чăваш Енре йĕркелеме пулăшнăшăн республика Правительствине тав тăватăп.
Республикăн Инновацин территори электротехника кластерĕн ассоциацийĕн правленийĕн членĕ Владимир Шевелев электротехника предприятийĕсен историйĕпе, вĕсем хальхи вăхăтра туса кăларакан продукципе паллаштарчĕ. Реле хÿтĕлевне, автоматикăна тата электроэнергетикăри управление аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен коммерциллĕ мар юлташлăх президенчĕ Алексей Белотелов республика Правительстви алă панăран 2012 çулта курава пĕрремĕш хут ирттерсе Чăваш Енре электротехника кластерĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пуçарнине пысăка хурса хакларĕ, форум сумĕ çĕршыври специалистсен хушшинче пысăккине, 5 çулта унта çуллен хутшăнакан предприятисем çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртнине палăртрĕ.
Куравра республикăри тата Раççейĕн нумай регионĕнчи компанисем хăйсен приборĕсене, оборудованийĕсене, тĕрлĕ электрохатĕрĕсене кăтартрĕç. Вĕсемпе Михаил Игнатьев та кăсăклансах паллашрĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ