Комментари хушас

17 Ака, 2014

Çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрти искусство тавра

Çĕнĕ Шупашкарти ачасен искусство шкулĕнче Пĕтĕм Раççейри «Искусство. Вĕрентÿ. Çĕнĕлĕхсем» конференци иртнĕ. Унăн кăçалхи теми: «Çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрти искусство тата педагогика».

Кăçал Интернет-конференцие ÿнер ăсталăхне вĕрентекенсем Раççейĕн сакăр регионĕнчен хутшăннă. Вĕсене Çĕнĕ Шупашкар хула пуçлăхĕ Олег Матвеев, хула администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Владимир Макаров, химиксен хулинчи ачасен искусство шкулĕн директорĕ Ольга Петрова саламланă. Ларура çамрăк ăрăва ÿнер пĕлĕвне парас ыйтусене сÿтсе явнă, конкурса тăратнă ĕçсене пăхса тухса хакланă. Конкурса хутшăннă преподавательсем хăйсен ĕç-хĕлĕпе, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă. «Вĕренÿ тата меслет пособийĕ» номинацире - Татьяна Шаркова, «Вĕренÿ предмечĕсемпе - меслет ăсталăхĕ» номинацире - Елена Панарина, «Видео тата мультимедиа презентацийĕ» номинацире Ольга Сойвер, «Класс тулашĕнчи мероприяти» номинацире - Светлана Иванова, «Сайт тата блог» номинацире Ольга Горюнова пĕрремĕш вырăна тухнă. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Дипломсемпе, Тав хучĕсемпе чысланă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.