Комментари хушас

18 Ака, 2017

Хăтлă хваттерсем, ачасен çуллахи канăвĕ...

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура калаçу авариллĕ çуртсенче пурăнакансене адреслă пулăшу парассипе, ачасене канма ямашкăн путевкăсене электрон майпа регистрацилессипе тата Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери «Раççей электроэнергетика тытăмне автоматизацилес тата реле тĕлĕшĕнчен хÿтĕлес» тăваттăмĕш ăслăлăх-практика конференцине тата «РЕЛАВЭКСПО-2017» куравне хатĕрленсе ирттерессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Хушма 323 миллион тенкĕ

Авариллĕ çуртсенче пурăнакансене хăтлă хваттерсемпе тивĕçтермелли пирки Раççей Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕнчи указĕсенчен пĕринче тĕплĕн каланă. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш Енре адреслă программа хатĕрленĕ. Ăна мĕнле пурнăçа кĕртни çинчен ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Михайлов пĕлтерчĕ. Программăпа килĕшÿллĕн 12,9 пин çынна е 4789 çемьене авариллĕ 841 çуртран куçармалла. Мĕн тума ĕлкĕрнĕ-ха? Паянхи кунччен виçĕ тапхăрпа 9,6 пин çынна /74,7 процент/ е 3583 çемьене çĕннипе тивĕçтернĕ. Шел те, Йĕпреç районĕнче çак тапхăрта пурнăçлама палăртнă ĕçсене вĕçлеймен. Шупашкарти тата Çĕмĕрлери темиçе çурта та вăхăтра хута яма чăрмантаракан сăлтавсем тупăннă. Апла пулин те Чăваш Ен ку енĕпе Раççей шайĕпе лайăх ĕçлесе пырать. Владимир Путин хушнипе республикăна асăннă ĕçе пурнăçлама тата 323 миллион тенкĕ хушса панă.

Республикăри 14 муниципалитетра программăна пурнăçланă ĕнтĕ, тăххăрăшĕнче /çав шутра Йĕпреç районĕ те/ ĕç пырать. Программăн тăваттăмĕш тапхăрĕнче сакăр муниципалитетра авăнăн 1-мĕшĕччен 185 çуртри 3,4 пин çынна хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерĕç. Çак ĕçе пурнăçлама уйăрнă 1387,4 миллион тенкĕрен 138,7 миллионĕпе усă курнă та ĕнтĕ.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă ĕçсене вăхăтра вĕçлемеллине, яваплăха пурнăçламан подрядчиксемпе стро­и­тельсенчен çирĕп ыйтмаллине аса илтерчĕ.

Лагерьсенче канма

ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев кăçалхи çулла республикăри шкул-гимназире вĕренекен 11657 ача хула тулашĕнчи лагерьсенче канма пултарассине пĕлтерчĕ. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ыйтусене электрон майпа илме пуçланă. Пĕрремĕш кунах 68 оператор 1989 заявка йышăннă. Ашшĕ-амăшĕ ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче те çак çăмăллăхпа усă курма пултарнă. Ун чухне шкулсенчи 513 тата муниципалитетсенчи 5 оператор ĕçленĕ. Малтанхи 24 минутрах 2273 ыйту йышăннă. Путевкăсем татах пур-ха. Ирĕклĕ 2 пин ытла путевкăна ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче электрон базăра регистрацилеме май пулĕ.

200 ытла специалист

Ака уйăхĕн 18-21-мĕшĕсенче республика тĕп хулинче иртекен Пĕтĕм тĕнчери ăслăлăхпа практика конференцине тата курава мĕнле хатĕрленсе кĕтсе илни çинчен ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин каласа кăтартрĕ.

Ку мероприятие мĕн тĕллевпе йĕркелеççĕ-ха? Электротехника отрасльне çĕнетессипе тата Раççейĕн энергетика тытăмĕпе тухăçлă усă курассипе çыхăннă ыйтусене тĕпе хурса. Конферен­цие ЧР Правительстви, «Россети» ПАО, «ФСК ЕЭС» ПАО тата ыттисем пĕрле йĕркелеççĕ. Унта çĕршыври тата чикĕ леш енчи 200 ытла специалист /çав шутра Раççейри 34 регионтан/ хутшăнасса кĕтеççĕ. Курава 24 экспозици тăратма палăртнă, вĕсенчен 10-шĕ — ют хуласенчисем. Конференци витĕмĕпе çамрăк специалистсен секцийĕсем те ĕçлĕç. Хăнасем çавăн пекех Чăваш Енри электротехника предприятийĕсемпе паллашĕç.

Надежда СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.