Комментари хушас

18 Ака, 2017

«Тĕп хулара çăвĕпех асфальт пăсланĕ»

Шупашкар агломерацийĕ хăрушлăхсăр çулсен проектне пурнăçлама тытăнать

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Стратеги аталанăвĕ тата пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсем енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕнче тунă пуçарăва тĕпе хурса РФ Транспорт министерстви «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» проект хатĕрленĕ. Ăна пурнăçлама тăватă теçеткене яхăн агломераци Раççей субČекчĕсем]хутшăнать. Çав шутра — Чăваш Ен те. Пурнăçламалли ĕçсемпе журналистсене эрнекун Правительство çуртĕнче иртнĕ тĕлпулура тĕплĕ паллаштарчĕç.

Кăçаллăха — 1,25 миллиард тенкĕ

Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов палăрт­нă тăрăх — проект тĕллевĕсем чăн­нипех пысăк: капиталлă юсав ирттерсе, çулсене пăхса тăрассине çĕнĕ шая çĕклесе пысăк хуласен агло­ме­ра­ци­йĕсенчи çулсене нор­ма шайне çитермелле. Проекта пурнăçламалли тапхăр — 2025 çулччен. Анчах 2018 çул вĕçленнĕ тĕлех проекта хутшă­накан агломерацисенчи мĕн пур çу­лăн 50% норма требованийĕсене тивĕçтермелле. Проекта вĕçленĕ тĕле çак цифра 85% çитмелле. Хальлĕхе вара Шупашкар агломерацийĕнче ку кăтарту 30% кăна танлашать. Тепĕр самант: авари час-часах пулакан, хăрушлăх пысăк вырăнсен шутне те икĕ çул хушшинче 50% чакармалла.

Проекта пурнăçлама Мускав пу­лăшни лайăх. Шупашкар агломера­цийĕ валли кăçал кăна 1,25 миллиард тенкĕ уйăраççĕ. Çав шутра федераци бюджетĕнчен — 625 миллион, рес­публика бюджетĕнчен — 534 мил­лион тенкĕ. Муниципалитетсем те айккинче юлмĕç — 91 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Çитес çулхи виçе те паллă: Мускав тата республика пĕрле 1,46 миллиард тенкĕ хываççĕ.

Шупашкар агломерацине Шупаш­кар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисене, Шупашкар тата Муркаш районĕсене кĕртнĕ. Шăпах çак территорисен çы­хăнăвĕ çирĕп, транспорт йышлă, çын­­сен талăкри куçăмĕ те кунта ма­ят­нике аса илтерет — ирсерен ĕçе каяç­çĕ, каçхине киле таврăнаççĕ. Çак муниципалитетсен территорийĕнчи ха­лăх йышĕ те пысăк — 713 пин ытла çын.

Проекта хутшăнакан му­ни­ципа-литетсен представителĕсем калаçăва малалла тăсрĕç. Вĕсем каланă тăрăх — кăçал тата çитес çул пурнăçламал­ли ĕçсене палăртнă ĕнтĕ. Кăçалах икĕ хулапа икĕ районти час-часах авари пулакан 9 вырăна йĕркене кĕртмелле. Пĕтĕмпе çулсен 93 километр тăршшĕ сыпăкĕсене юсамалла, çуран çынсем çул урлă каçакан нумай вырăн хă­руш­сăрлăхне тивĕçтермелле, çул­сем хĕресленекен вырăнсене анлă­латмалла тата ыт.те.

Вăй çитерĕпĕр!

Паллах, Шупашкар тÿпи уйрăмах пысăк. Кунти ĕçсен вăрăм списокĕпе паллаштарнă май транспорт министрĕ шÿтлесе те илчĕ: «Тĕп хулара кăçал çăвĕпех асфальт пăсланĕ». Çапла пулмасăр! Пĕтĕмпе — 77 обћект. Хула администрацийĕн ЖКХ управленийĕн ертÿçин заместителĕ Андрей Гру­шанин асăннă цифрăсенчен те ĕç калăпăшĕ пысăкки лайăх курăнать: пĕлтĕр Шупашкарта çулсен 16 сыпăкне юсама 163 миллион тенкĕ уйăрнă, кăçал вара 29 километр тăршшĕ 27 сыпăк валли 650 миллион тенкĕ пулать.

Районсем те кăмăллă. Шупашкар районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Ва­нюшкин 5 обћект асăнчĕ — пĕтĕмпе 36,8 миллион тенкĕлĕх. Чылай ял çынни çулсем лайăхланнине кĕçех хăйсен куçĕпе курса ĕненĕ. «Пирĕн районта та вун-вун çул каялла тунă çулсем япăхланнă, — терĕ Муркаш райадминистрацийĕн пуçлăхĕн за­­мес­тителĕ Владимир Никитин. — Ра­йон территорийĕнчи вырăнти çулсен тăрш­шĕ 200 километрпа танлашать. Çак программа пулăшнипе çулсене йĕркене кĕртсе çитерессе шанатпăр».

Ку проект кăна мар-çке — рес­публикăн Çул-йĕр фончĕн укçи те пур, унăн 2017 çулхи калăпăшĕ 5,1 миллиард тенкĕрен те пысăкрах. Çав укçапа кăçал ялсенче кăна 47 об±ектри ĕçсене пурнăçлама палăртнă. Ытти ĕç те пайтах. Çавна май журналистсем çул-йĕр организацийĕсен хăвачĕ çителĕклĕ-и тесе иккĕленсе ыйтни пĕртте ăнсăртран мар.

— Министр должноçне йышăнсанах манăн та чи малтан çак ыйту çуралнăччĕ, — пытармарĕ Чăваш Енĕн транспортпа çул-йĕр ведомствин тилхепине нумаях пулмасть çеç тытнă Владимир Иванов. — Анчах çак ĕçсене пурнăçлама ирттернĕ пирвайхи аукционсем иккĕленĕве сирчĕç. Конкуренци самай пысăк — аукционсене 7-8-шар организаци хутшăнчĕ. Вăй çитереççĕ. Хамăрăн компанисем кăна пултараймасан кÿршĕсем те килееççĕ — вĕсемшĕн те чару çук.

Подрядчик хăйĕн шучĕпе юсать

Журналистсем вара хивре ыйтусем пама та именмеççĕ: уйăракан укçана çул-йĕр организацийĕсем алла илĕç-ха, анчах юсав ĕçĕсен пахалăхĕ тĕлĕшпе гаранти пур-и? Ку саманта та шута илнĕ — тĕрĕслев çирĕп пулĕ. Шупашкарта, сăмахран, ĕçсен пахалăхне тĕрĕслесе тăма ятарлă фирмăна шанас мелпе пĕлтĕрех усă курма пуçланă. Усă куракан материалсен пахалăхне асфальт заводĕнчех тĕрĕслеççĕ, ĕçсен технологине пăхăннине куçран вĕçертмеççĕ — çул сарма тиесе килнĕ асфальт температурине виçесси таранах.

Тепĕр енчен, пурнăçланă ĕçсем тĕлĕшпе подрядчик 5 çуллăх гаранти парать. Çак тапхăр иртмесĕр вăл е ку çул юсавĕ валли бюджетран каллех укçа уйăрма юрамасть. Пĕлтĕр сарнă асфальт кăçалах тĕпренме пуçларĕ тĕк — организаци хăйĕн шучĕпе çĕнĕрен сарать. Кунашкал тĕслĕх, сăмах май, час-часах пулать. Иртнĕ çул, сăмахран, «Дорэксăн» Шупашкарти Ленин, Гагарин, Ильбеков урамĕсенчи ĕçсене çапла тепĕр хут пурнăçласа хăйĕн тăкакланма тивнĕ.

— Çапах çулсем арканни чи малтанах вĕсене вăхăтра юсаса тăманнипе сăлтавланать, — калаçăва тăсрĕ министр. — Нормăпа килĕшÿллĕн 5-6 çулта пĕрре юсав ирттермеллех. Çакна пăхăнаймастпăр та — асăннă вăхăт иртнĕ хыççăн асфальт хăвăрт арканма пуçлать. Шăпах çавăнпа халь çулсен ятарлă карттине хатĕрлетпĕр — унта хăш çула хăçан юсамалли ÿкерчĕк уçăмлă сăнланмалла. Транспорт налукĕн калăпăшĕ ÿссе пыни, топливо акцизĕн укçи юсав ĕçĕсене нормăпа килĕшÿллĕн пурнăçламашкăн пулăшма тивĕç.

Çул-йĕр организацийĕсем гаранти пама тивĕç тенĕрен, республикăра сарнă хыççăн 5 çул юсама тивмен асфальт çулсем пур-и? «Чĕпĕтме» юратакан журналистсен çак ыйтăвĕ те влаç представителĕсемшĕн кĕтменлĕх пулмарĕ. Владимир Иванов нумаях пулмасть Йĕпреçпе Улатăр хушшинчи çулпа иртнине аса илчĕ. Сăмах «Аниш» çулăн 106-117 километрĕсем пирки пырать: «Çав çула 2003 çултах сарнă — пĕрре те юсаман, анчах унта паян та шăтăк-путăк çук». Андрей Грушанин вара Шупашкарти Коммуналлă слободари ункăран Пирогов урамнелле хăпаракан çул пирки каларĕ: ăна сарни те чылай пулать, анчах вăл паян кунчченех йĕркеллĕ.

Çĕрпÿ кĕперĕ, 3-мĕш çурма ункă...

Çулсем çинчи хăрушсăрлăха çирĕплетессине халалланă тĕлпулăва çакăнпа вĕçлесен те юратчĕ ĕнтĕ, анчах массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем министрпа сывпуллашма васкамарĕç — çул-йĕрпе транспорт сферинче паян çивĕч темăсем капланса çитнине кура ыйту хыççăн ыйту пачĕç. Владимир Николаевич кашнинех тĕплĕ хуравлама тăрăшрĕ.

Шупашкарти 9-мĕш пилĕкçуллăх урамĕнчи ункăран Канашалла каякан çул ансăрри паллă — ăна сарас тĕлĕшпе проект умĕнхи ĕçсене пуçланă. Çав унка «Контурпа» çыхăнтаракан, тĕп хулари транспорт куçăмне сывлăш çавăрса яма пулăшмашкăн тивĕç 3-мĕш çурма ункă пуласлăхĕ вара уçăмсăр-ха — ыйту тишкерÿ шайĕнче кăна. «Çавнашкал пысăк проектсем пĕтĕмпе вун иккĕ. 2019 çулта пурнăçлама тытăнмаллисен шутне хăшĕсем лекĕç — хальлĕхе калама хĕн», — терĕ Владимир Иванов.

Çĕрпÿ кĕперĕ тĕлĕшпе те савăнмалли çукрах пулас. Объект республикăна «пăхăнаканни» мар — федераци шайĕнчи. Ĕçсем тăсăлса кайни подрядчик — «Волгомост» компани — панкрута тухнипе сăлтавланнă. Çĕртме уйăхĕнче тепĕр конкурс иртмелле, урăх организаци килнĕ хыççăн ĕçсене тепĕр хут пуçламалла.

«Чăвашавтодор» шăпи те пăшăрхантарать — унпа çыхăннă ĕçсем мĕнлерех? «Халь панкрутлăх процедури пырать, — терĕ Владимир Николаевич. — Çывăх вăхăтра лотсене хатĕрлесе çитермелле, «Чăвашавтодор» пурлăхне сутлăха кăлармалла. Эпир пурлăха пĕр лотпа сутасшăн, çапла тусан техника, ытти сапаланса каймĕ — предприяти ĕçлесе кайма пултарĕ».

Пĕри — рульпе, виççĕн — кашăкпа-и?

«Чăвашавтотранс» пирки министр пушшех тĕплĕн те татăклăн каларĕ:

— Предприятие республика пĕрре кăна мар çăлнă — укçа панă, анчах унта шалта кирлĕ улшăнусем пулман. Тупăшлă маршрутсене каялла тавăрмалла, вĕсем тĕлĕнмелле майпа темшĕн уйрăм çынсен аллине лекнĕ. Предпринимательсем валли районсенчи маршрутсем пур — вĕсем унта та хаваспах ĕçлеççĕ. Тупăшлă маршрутсенчен хăшĕсене каялла тавăртăмăр та ĕнтĕ.

Тепĕр енчен, «Чăвашавтотрансра» паян ĕçлекенсен йышĕ ытла та пысăк — 1,1 пин çын. Пĕтĕмпе 600 автобус, анчах çула 280 автобус çеç тухать. Пĕр водитель пуçне административлă ĕçсене пурнăçлакан виçĕ çын тивет. Пĕр водитель виçĕ çынна тăрантараймĕ — 600-700 çын юлмалла. Çав вăхăтрах республикăшăн 280 автобус çителĕксĕрри те паллă. Транспорт шутне пысăклатмалла, чи малтанах Шупашкарта пысăк автобуссем кирлĕ.

Министр предприятири ĕç укçин парăмĕпе çыхăннă темăран та пăрăнмарĕ. Ăна тÿлеме бюджет пулăшать, анчах çакă юлашки уйăх çурăра парăм ÿсесрен сыхланма кăна май панă, шалу парăмне чакарма пултарайман-ха. «Предприяти хăй ĕçлесе илекен укçана пысăклатмасăр ыйтăва хăвăрт татса параймăпăр, — терĕ кун пирки Владимир Иванов. — Тата, паллах, шалти финанс дисциплинине çирĕплетмелле».

Предприятин пурлăх комплексĕ те питĕ пысăк — уншăн çулталăкра тÿлекен налук виçи 30 миллион тенкĕпе танлашать. Çакна улăштарас енĕпе те унчченхи ертÿçĕсем нимĕн те туман. Шанчăк — çĕнĕ пуçлăхра. Конкурс комиссийĕ çак должноçа йышăнмашкăн Сергей Фомичева суйласа илни пирки эпир пĕлтернĕччĕ. Хальлĕхе — гендиректор тивĕçĕсене пурнăçлакан. Анчах министр унпа çитес кунсенчех контракт тума хатĕррине çирĕплетрĕ: «Конкурса 11 çын хутшăнчĕ. Ыттисемпе танлаштарсан Фомичев — пĕр пуç çÿллĕрех. Унччен те финанс енĕпе йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ предприяти директорĕн должноçне йышăннă, çав предприятие кăткăс лару-тăруран кăларма пултарнă». Шанăç тÿрре тухсан тем пекехчĕ те...

Николай КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.