Выльăх-чĕрлĕх ан чирлетĕр
"Хыпар" ыйтăвĕсене республикăн ветеринари патшалăх службин ертÿçи Сергей Скворцов хуравлать.
- Выльăха симĕс курăк çине кăлариччен вăхăт нумай юлмарĕ. Унччен мĕнле пăхмалла?
- Пирĕн ветеринарсем фермăсенче час-часах пулаççĕ. Хăш-пĕр чух фураж, утă, ытти апат пĕтнине, ăна тутлăлантарса çитерменнине кураççĕ, - терĕ Сергей Иванович. - Начар выльăх организмĕнче чир-чĕр аталанма пултарать. Çакна зоотехниксем лайăх пĕлеççĕ. Ĕне выльăх умĕнчен паха та тулăх апат ешĕл курăкпа тăрантарма пуçличченех ан татăлтăр.
- Çуркунне хăш амак ерсе инкек кăтартать?
- Ун пекки пайтах. Тĕслĕхрен, кĕтĕве уя çитерме кăларсан тăпраран выльăха Çĕпĕр шыççи е шавлакан карбункул /эмкар/ çакланас хăрушлăх пур. Вăл çĕрĕн çиелти сийĕнче нумай çул упранать. Эмкар халсăрлатсан мăйракаллă шултра выльăх уксахлать, шыçăнать, чир шала кайсан нумай пурăнаймасть. Тăкак тÿсес мар тесен симĕс "конвейер" çине тухиччен кашни выльăха шыçăпа эмкартан вакцинацилеттермелле.
- Ветстанцисем анализ илсе мĕнле амакран диагноз лартаççĕ?
- Бруцеллезран, лейкозран, туберкулезран, ытти чиртен. Çулталăк пуçланнăранпах уртаракан чиртен прививка тăватпăр. Вакцина туянма службăна федераци хыснинчен укçа уйăраççĕ. Кăçал республикăра çак мур ернĕ виçĕ тĕслĕхе шута илтĕмĕр. Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукал ялне пĕтĕмпех карантина хупма тиврĕ, мĕншĕн тесен икĕ килти хуçалăхра выльăх чирленине çирĕплетрĕмĕр. Ĕнепе пушмак пăру вилнĕ. Вĕсене вирус тилĕрен ернĕ. Кивĕ Чукалти ĕнене прививка тутарманни палăрчĕ. Çавна пула çемье пысăк тăкак тÿсрĕ. Вăхăтра вакцинацилеттернĕ пулсан шар курмастчĕç. Выльăха усал амак ересрен графикпа килĕшÿллĕн прививка тутарма ан манăр.
- Ветеринарсем йăшăк чĕр чуна пĕрре пăхсах пĕлеймесен чире мĕнле палăртаççĕ?
- Организмра белок, кальци, сахăр, выльăха кирлĕ ытти япала мĕн чухлине, юн йÿçеклĕхĕпе сĕлтĕлĕхĕн шайне, ыттине тĕрĕслеççĕ. Вăл е ку çитмесен рациона пуянлатма, уйрăммăн илсен шăмă çăнăхĕ, трикальцийфосфат, витаминсем, тăвар, хутăш вĕтĕ апат çитерме сĕнетпĕр. Хăш-пĕр фермăра йÿçек силос е сенаж панăран ĕне выльăх кетозпа чирлет. Кун пек чух хырăмлăхра апат начар ирĕлет. Вар хытă апата начар хăваланă пирки лайăх кавлесе вĕтетеймест. Юна тĕрĕслесе тĕрлĕ диагноз лартатпăр.
- Çуркунне чĕп туянаççĕ. Чирли лекмĕ-ши?
- Республикăри фабрикăсенче 4 чиртен /талăкри чĕпе - марекран, эрнерине - гомборăран, çур уйăхрине ньюкаслтан, грипран/ прививка тăваççĕ. Çавăнпа чирлемеççĕ, шанчăклă. Вĕсене туянсан çитĕнтерсе пусичченех вакцинацилемелле мар. Республикăна илсе килсе сутаканнине хăш чир-чĕртен прививка тунине палăртатпăр. Ветеринари свидетельствине тишкерсе тĕрĕслетпĕр. Кайăк-кĕшĕк сывă-и, чирлĕ-и - пирĕн çак ыйтăва уçăмлатмалла.
- Апат çитернĕ чухнех чăх тĕк тăкать. Сăлтавĕ мĕнре-ши?
- Сывах вăл. Уншăн ан кулян. Фабрикăра пурă пек шап-шур чăхсене çăмарта сахал тунăшăн пусса аша ăсатаççĕ, тĕк пăрахнисем ытларах çăмарта тăваççĕ.
- Чĕп туянаканăн ăна ăçтан илсе килнине çирĕплетекен документ кăтартма ыйтмалла-и?
- Ялта е пасарта сутаççĕ-и - унпа паллашма тăрăшмалла. Служба ветеринарне кашни пасара çирĕплетнĕ. Вăл чĕппе пĕрле фабрикăран парса янă документа тĕрĕслесе мĕнле прививка тунине пĕлет. Унпа канашласа илни пăсмасть. Чăх-чĕпĕн сальменоллез, вирус энтеричĕпе геппатичĕ, ньюкасл чирĕ, марек, ытти амак пулать. Сальменоллез кайăк-кĕшĕкрен этеме ерсе вĕлерме пултарать. Чăн та, юлашки çулсенче республикăра кун пек тĕслĕх пулман. Районсен - 4, республика лабораторийĕ анализсене вăхăтра тĕрĕслеççĕ, чир-чĕре çийĕнчех тупса палăртаççĕ. Ăна сарăлма памастпăр.
- Лашасене мĕнле чиртен упрамалла?
- Çĕпĕр шыççинчен, лептоспирозран, грипран, уртаракан чиртен. Бруцеллез, туберкулез ан аталантăр тесе вăхăтра тĕрĕслеттермелле. Ветврач çийĕнчех сиплеме тытăнать. Шар курас мар тесен вĕсене вăхăтра прививка тутармалла.
- Выльăх е кайăк-кĕшĕк йăшăккине туйсан мĕн тума сĕнетĕр?
- Ветврача чĕнĕр. Вăл сиплеме им-çам çырса парĕ. Вылăх-чĕрлĕхе хăвăр пĕлнĕ пек сиплемелле мар.