Шкулта пĕр кун вĕренмесĕрех - вундеркинд
Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕренекен Владлена Халитова 13-ре кăна-ха, апла пулин те вăл ытти студентран кĕлеткерен уйрăлса тăмасть. Аталанăвĕпе вара вĕсенчен те ирттерет, мĕншĕн тесен Владлена — полиглот тата вундеркинд. Вăл кирек мĕнле ĕçе пысăк шайра пурнăçлать. 10 çула çитичченех Владлена Халитова 5 чĕлхе алла илнĕ: французла, китайла, акăлчанла, чăвашла ирĕклĕнех калаçнă. Çавăн пекех 4 музыка хатĕрĕпе калама хăнăхнă.
Парта хушшине ларман
Çĕнĕ Шупашкарта çуралнă Владлена шкулта тантăшĕсемпе пĕрле парта хушшинче ларса пĕр кун та вĕренмен: хăрушă аллергипе нушаланнăран ăна кукамăшĕ яман. «Вăл кунĕпе хыçкаланса ларнăран хăйне хăтлă туймĕччĕ. Тата ачасен пĕр-пĕринчен тăрăхласси пур. Пĕчĕкрех чухне мăнукăм туллирех кĕлеткеллĕччĕ. Унăн туссем çукпа пĕрехчĕ, урама выляма тухсан та уйăрса хăваратчĕç», — Владлена мĕншĕн шкула çÿременнине уçăмлатрĕ Фруза Минивалиевна. Вăл мăнукне килте хăй вĕрентнĕ. Çĕнĕ Шупашкарти 2-мĕш шкул çумне çирĕплетнĕ хĕрача экстерн мелĕпе экзаменсем тытнă: пĕр çулта икĕ класс пĕтернĕ. Çавăнпа 12-рех 9-мĕш класран вĕренсе тухнă. Учительсем унăн пултарулăхĕнчен малтан тĕлĕннĕ, кайран хăнăхнă. Владлена ытларах «5» илнĕ. Физкультура çеç йывăррăн парăннă ăна. «Эпĕ çур çĕр иртни 3 сехетчен уроксене хатĕрленеттĕм, ирпе вĕрентеттĕм. Шкул программине пурĕ виçĕ хутчен шĕкĕлчесе тухрăм ĕнтĕ: пĕрре — шкула çÿренĕ чухне, тепре хĕрĕмпе нумай ларнă, виççĕмĕшĕ — мăнукăмпа. Чĕлхесемпе эпĕ хам кăсăкланатăп. Репетитор тытма укçа çук манăн. Кĕнекепе усă курса сăмахсене пĕчĕкшерĕн вĕрентме тытăнтăм. Чĕлхе вĕренме питĕ ансат. Ачасен пуçĕ аван ĕçлет, хăвăрт астуса юлаççĕ вĕсем. Анчах чĕлхене якатас тесен вĕçĕмех калаçмалла вĕт. Владлена мансăр пуçне никампа та ют чĕлхесемпе хутшăнаймасть», — аса илчĕ кукамăшĕ. Вăл Владленăна 5-ре чухнех музыка шкулне çавăтса кайнă. Килĕнче вĕсен пианино, гитара пулнă. Пĕчĕк чухнех хĕрача вĕсем патне туртăннă, хăй тĕллĕн темĕн пăнтăртаттарнă. Шупашкарти С.М.Максимов ячĕллĕ ача-пăча музыка шкулĕнче вăл харăсах виçĕ уйрăмра — скрипка, флейта, фортепьяно — вĕреннĕ, пурне те хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ, кунсăр пуçне гитара, синтезатор калать.
Музыка училищине Владлена пĕлтĕр вĕренме кĕнĕ. Вăл пĕр вĕренÿ çулĕнчех скрипка тата флейта уйрăмĕнче пĕлÿ туптама ĕмĕтленнĕ. Анчах экзаменсем пĕр кунта иртни ура хунă: скрипка уйрăмне çеç кĕрейнĕ. Флейтăна вăл пĕрех пăрахман, С.М.Максимов ячĕллĕ ача-пăча музыка шкулĕнче ăсталăхне малалла туптать, анчах ку вĕренÿ — тÿлевлĕ.
Вăхăт — укçапа тан
Владленăпа кукамăшĕ музыка училищин общежити пÿлĕмĕнче пурăнаççĕ. Фруза Минивалиевна мăнукне пăхассишĕнех килнĕ кунта. Хваттер тара тытма хирĕç пулман-ха вĕсем, анчах кÿршĕсем пĕрмай музыка янăранине чăтаймасран шикленнĕ. Владлена килте чухне талăкра 12 сехет кĕвĕ калать сăмахран. Кунта вара — йĕри-тавра музыкçăсем. Ирпе е каçхине кÿршисене кансĕрлес мар тесе хĕрача училищĕне музыка хатĕрĕсемпе выляма чупать. Кукамăшĕ 8 сехетре ун патне ирхи апат çитерме пырать. Фруза Халитова хăйне валли расписани те хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн вăл мăнукне апатлантарма çÿрет. Хĕрачан кашни минутне шута хунăранах хăйне хĕрхенмесĕр училищĕне кунне 4 хутчен утать 80-ран иртнĕ кукамăшĕ. Халитовсем — аякран куçса килнĕ çынсем. Фруза аппа — тутар хĕрарăмĕ, 50 çул Узбекистанра пурăннă. Кунта вĕсен хăйсен кĕтес çук, Çĕнĕ Шупашкарта та тара илнĕ хваттерте пурăннă.
Мăнукĕпе кукамăшĕн Интернет, чаплă телефонсем çук. Куншăн вĕсем хыпса çунмаççĕ, вĕсем урăххине — ăс-тăн, чун пуянлăхне мала хураççĕ. Тĕрĕссипе, Владленăн компьютерпа лармашкăн пушă вăхăт та çук. Вăл ирхи 6 çитичченех ура çинче, каçхине 9 сехет иртсен çеç таврăнать, пĕр пĕлÿ çуртĕнчен теприне чупать, аранжировка çырать, кĕвĕсем хайлать. «Вăл çĕрлечченех кĕвĕ калама хатĕр, ăна педагогсем: «Эсĕ ывăннă, киле кайса кан», — тесе хăвалаççĕ. Чăнах та, вырăн çине пуçне хурсанах çывăрса каять», — пĕр хĕрхенсе, пĕр мухтанса калаçрĕ кукамăшĕ мăнукĕ çинчен. Владленăна кирек епле шайри конкурса ярсан та вăл çĕнтерÿпе таврăнать. Тав хучĕсен папки тем хулăнăш пулсан та хĕрачана ЧР Пуçлăхĕн стипендине илме сĕнменни пăшăрхантарать кукамăшне.
«Вăхăтпа эпир кĕсьери укçа пек усă куратпăр. Пирĕншĕн 10 минута сая яни — пысăк çухату. Çав хушăра, сăмахран, ют чĕлхери темиçе сăмаха ăса хывма, пĕр тема вулама пулать», — тарăн шухăшлă калаçрĕ пурнăçне мăнукне халалланăскер. Вăл ăна, май пулнă тăк, аталанмашкăн татах та ытларах хатĕрччĕ. Тĕслĕхрен, профессионал шайĕнче вылямашкăн скрипка, флейта кирлĕ. Вĕсем вара пенси укçипе пурăнакан çыншăн калама çук хаклă. Сăмахран, скрипка 300-400 пин тенкĕрен кая мар тăрать, флейта — икĕ хут хаклăрах. Шкулта вылямалли флейтăна Фруза Минивалиевна 54 пинпе хăй туяннă. Вундеркинд хĕрачана пулăшакан спонсор тупăнсан тем пекехчĕ, мĕншĕн тесен Владлена пеккисем пинтен — пĕрре. Музыка училищи хыççăн вăл консерваторие кĕме, дирижер пулма ĕмĕтленет.
Владлена кăштах вăтанчăкрах хĕрача. Анчах сцена çине тухсан вăл йăлт улшăнать, кунта никама та асăрхамасть тейĕн: вăл тата кĕвĕ çеç…