Комментари хушас

11 Ака, 2017

«Раççее варалама памастпăр, пĕрле эпир - вăйлă!»

Никам та преступник, террорист пулса çуралмасть. Пур ача та çĕр çине пĕр пек килет. Хăш вăхăтра усал çул çине пусать этем, мĕне, мĕнле саманта, сăлтава пула тискер чĕр чунран та тискертерех пулса тăрать?

Çак ыйтăва кашниех хăй пĕлнĕ, шухăшланă пек хуравлĕ, анчах çăлăнăç — вăрçă-харçăсăр, пĕр-пĕрне инкек кÿмесĕр пурăнасси — патне хăçан çитĕпĕр? Шел те, хальлĕхе унта та кунта усал ĕçсем пулаççĕ. Тĕрлĕ ушкăн тĕнчене хирĕç тăнă: мирлĕ халăха вĕлереççĕ, ним айăпсăр ачасене ашшĕ-амăшĕсĕр хăвараççĕ, хăратмалли, сехрене хăпартмалли вун-вун майпа усă курса çĕр çинче пуç пулса тăрасшăн.

Пирĕн республикăра тăнăçлăх хуçаланать, ытти çĕрте те çаплах пулассăн туйăнать. Çук çав, усал хыпарсем илтетпĕр: унта террорист машинăпа урамри халăха таптанă, кунта мечĕте е чиркĕве сирпĕтнĕ...

Акă ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче Санкт-Петербургри метрополитенра взрыва пула 14 çын вилнĕ. Суранланнă 50 ытла çын больницăсенче сипленет. Палăртнă тăрăх, усал çак ĕçе Кăр­кăсстанра çуралса ÿснĕ террорист-смертник пурнăçланă. Питĕрти пысăк инкек никама та канăçсăрлантармасăр хăвармарĕ. Раççей халăхĕ /вăл çеç-и, тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан ырă, сывă шухăш-кăмăллă çынсем/ инкеке лекнисене хĕрхеннине, пу­лăш­­ма хатĕррине, вилнисен çывăх çынни­семпе пĕрле хурланнине пĕл­терчĕç.

Санкт-Петербургри инкеке асра тытса çĕршывăн кашни регионĕнчех террора хирĕç пĕтĕм халăх акцийĕсем йĕркелерĕç. Чăваш Енре вăл ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче иртрĕ. Республика тÿремĕнчи ятарлă сцена çумĕнче «Астăватпăр, хурланатпăр» баннер вырнаçтарнă. Унта — Санкт-Петер­бургăн /Сенная тÿремĕн/ хура-шу­рă сăн ÿкерчĕкĕ, инкек пулнă куна палăртнă, çунакан çуртасем, чĕрĕ чечексем. Вун пĕр сехетре тÿреме ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, рес­публикăн яваплă ытти çынни килсе çитрĕç. Кунтах — тĕрлĕ партипе уш­кăнсен, тĕн организацийĕсен ертÿçисем, хула халăхĕ, студентсем, шкул ачисем. Пысăк инкек пурне те пĕр чăмăра пуçтарнă.

Сцена çине «Единая Россия», «Раç­çейри коммунистсен партийĕ», «Справедливая Россия», «Раççейри либерал-демократсен партийĕ» фракцисен представителĕсем, Чă­ваш Енри «Сывă наци» общество организацийĕн пред­седателĕ Кирилл Лукин, Афган вăр­çин инваличĕсен общество орга­низацийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн правленийĕн председателĕ Геннадий Матвеев, «Промтрактор» АУО ветеранĕ — ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн членĕ Иван Дол­гушин, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чă­­ваш патшалăх университетĕнчи сту­дент­­­сен канашĕн председателĕ Илья Тумаков хăпарчĕç, кашниех хăйĕн чун ыратăв­не палăртрĕ. Вĕ­сене пĕтĕмлетсен çак шухăш лайăх палăрчĕ: терроризм тăвăлĕ урăх никамăн чунне те, пурнăçне те ан тĕкĕнтĕр! Терроризма çук тетпĕр!

Пĕр минут шăп тăнă хыççăн тÿпене шурă хăмпăсем, инкекре вилнĕ айăпсăр çынсен чунне аса илтерекенскерсем, вĕçсе хăпарчĕç, тÿреме хирĕçри чиркĕвĕн чан сасси чĕрене çÿçентерчĕ. Сцена çине Нина Пирогова ертсе пыракан академи хорĕ, ЧР тава тивĕçлĕ артистки Маргарита Финогентова, муниципалитетăн «Классика» капелли черетленсе хăпарчĕç, хурлăхлă юрăсем шăрантарчĕç. Кĕвĕ-çемĕ хула çийĕн çаврăнчĕ, анлă Атăл еннелле вĕçрĕ, ун тăрăх малалла юхрĕ.

Çын пурнăçне çуртапа танлаштарма пулать. Пурăннă чухне унăн чунĕ çурта пекех çунать, ăшшине çынсене парнелет. Çуртана та, çын ĕмĕрне те наччасрах сÿнтерме, татма пулать. Ун пек инкек урăх нихăçан та ан пултăр, никам та çын пурнăçне сиен ан кÿтĕр, терроризм тĕп пултăр!

Надежда СМИРНОВА.

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.