Комментари хушас

10 Ака, 2017

Кăçал сĕте пĕлтĕрхинчен хаклăрахпа пуçтараççĕ

Чăваш Енре сĕте хальхи вăхăтра ял çыннисенчен пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен хаклăрахпа туянаççĕ. Ака уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне унăн литрне 19 тенкĕ те 20 пуспа пуçтарнă. Ку вăл çулталăк каяллахинчен 24 процент хаклăрах.

Республикăн Ял хуçалăх министерстви ака уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 7-мĕшĕчченхи тапхăра сăнанă та çав вăхăтра сĕт хакĕ Улатăр, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри тата Тăвай районĕсенче 1 тенкĕ чакнине асăрханă.

"Агро-Инновации" унитарлă предприяти Чăваш Енри тирпейлекен предприятисем 1 килограмм сĕте ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче 22 тенкĕ те 83 пуспа туяннине пĕлтернĕ. Ку вăл çулталăк каяллахинчен 13 процент пысăкрах.

www.hypar.ru

Рубрика: