Комментари хушас

7 Ака, 2017

«Курайманлăх чĕлхи» ĕçе ура хурать

Патшалăх Канашĕн ĕнер иртнĕ черетлĕ çиччĕмĕш сессийĕн кун йĕркинче 14 ыйту пулчĕ. Тĕп ыйту — республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи ĕçĕ-хĕлĕн кăтартăвĕсем çинчен тунă отчет.

Шалу виçи ÿсĕмлĕ

Парламента Правительствăн ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарассине ЧР Конституцийĕнче çирĕплетнĕ. Михаил Игнатьев чăннипех анлă та тĕплĕ отчет турĕ — Министрсен Кабинечĕн ĕçне туллин те пур енлĕн тишкерчĕ.

Михаил Васильевич палăртнă тăрăх — Анăçри çĕршывсем санкцисем йышăнса Раççей умне хăйсен условийĕсене лартасшăн. Апла пулин те «питĕ кăткăс условисенче ЧР Министрсен Кабинечĕ регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн мерисене туллин пурнăçлассине тивĕçтернĕ, умри тĕллевсене чыслăн пурнăçланă». Çакна нумай тĕслĕхпе, цифрăсемпе çирĕплетрĕ.

Чăваш Енре виçĕ çултан аслăрах мĕн пур ачана садиксенчи вырăнсемпе тивĕçтернĕ. Паян пĕчĕккисен 78% садиксене çÿрет. Бюджет ĕçченĕсен шалăвне пысăклатма пултарнă. 2015 çулхипе танлаштарсан пĕлтĕр бюджет организацийĕсенче вăй хуракансен вăтам ĕç укçи 3,6% ÿснĕ, 2011 çулхипе танлаштарсан вара 1,9 хут пысăкланнă.

Промышленноç ÿсĕмĕ курăмлă — 107,6%. Промпроизводство ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче мала тухнă. Республикăри предприятисем тиесе ăсатнă таварсен калăпăшĕ 12% ытла пысăкланнă. Çакă, экономикăна диверсификацилени, предпринимательлĕхе хавхалантарни граждансен умĕнчи социаллă обязательствăсене пурнăçлассине те тĕревлет. «2016 çулта унчченхи çулсенчи ырă мĕн пур туртăма упраса хăварма пултартăмăр, — терĕ регион ертÿçи. — Çав шутра — халăх йышĕ ÿсни. Çак ÿсĕм кашни 1 пин çын пуçне 0,2-пе танлашрĕ. Çынсен пурнăçĕн тăршшĕ те вăрăмланнă — 72 çул. 2010 çулхипе танлаштарсан 3,5 çул хушăннă». Çавăн пекех нумай ачаллă çемьесем йышланнă: 2012 çулхипе танлаштарсан ку кăтарту чĕрĕк чухлĕ хушăннă — 2017 çул пуçламăшĕ тĕлне 11,5 пине çитнĕ.

Бюджет — пуянрах

Бюджет кăтартăвĕсем пирки те калаçу пулчĕ. Пĕлтĕр республикăн пĕрлештернĕ бюджетне тупăш тĕлĕшпе 48,8 миллиарда яхăн тенкĕлĕх пурнăçланă — виçĕм çулхинчен 10% нумайрах. Çакă пушшех кăмăллă: бюджетăн тĕп пайĕ /33,1 миллиард тенкĕ/ — хамăрăн тупăшсем. Ку виçе 2015 çулхинчен 13,4% чухлех ÿснĕ. Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне республикăн патшалăх парăмĕ 14 миллиард тенкĕ пулнă. Çак парăмăн регионта пурăнакан кашни çын пуçне тивекен тÿпипе те Чăваш Ен округри «чи пĕчĕк парăмлă» виçĕ субъект шутĕнче. Инфляцие илес тĕк — вăл пĕлтĕр Чăваш Енре 4,1% пулнă — Раççейри пĕтĕмĕшле виçерен кăшт пĕчĕкрех.

Вăтам ĕç укçи республикăра 22,7 пин тенкĕрен иртнĕ — виçĕм çулхинчен 6,9% пысăкрах. «Маларах палăртнă прогнозсем пĕчĕкрехчĕ...» — терĕ кун пирки Михаил Васильевич. Ун шучĕпе, çак виçепе те çырлахма юрамасть, анчах вăтам шалăва пысăклатмашкăн ĕç тухăçлăхне ÿстермелле. Кăçал вăтам ĕç укçине 24,3 пин тенкĕрен ирттерме тĕллев лартнă.

Ăнăçусем пирки каланипе пĕрлех Михаил Игнатьев пăшăрхантаракан самантсене те пытармарĕ. Сăмахран, инвестицисем енĕпе пуçарулăх чакни сисĕнет. Апла пулин те пысăк технологиллĕ 2,7 пин ытла ĕç вырăнĕ йĕркеленипе мăнаçланма пулать. Ку енĕпе кăçал та кăтартусем аван пулмалла: «Химпром», «Акконд», «Хĕвел», «Букет Чувашии» компанисем çĕнĕ производствăсем уçаççĕ е ĕçе анлăлатаççĕ, çавăн пекех индустри паркĕнче резидентсем хăйсен ĕçне пуçараççĕ — çакă усă кÿмеллех.

Ял хуçалăхĕ çулталăка ăнăçлă вĕçленине палăртнă май Михаил Васильевич аграрисем пĕлтĕр çĕр улми туса илессине 15% чакарни çинчен каларĕ, çав вăхăтрах техника культурисен лаптăкĕсене чылай анлăлатнă. Тупăшлă ĕçленĕ май АПКри ĕç укçи самай пысăкланнă. Патшалăх ял хуçалăхне малашне те пулăшĕ — кăçал Чăваш Енри АПК валли 2,3 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă.

Коррупци ыйтăвĕнчен те пăрăнса иртмерĕ: «Коррупци тĕслĕхĕсемпе пĕр шелсĕр кĕрешетпĕр». Ĕç тăвакан влаç органĕсем пĕлтĕр шалти аудит мелĕпе 167 тĕрĕслев мероприятийĕ ирттернĕ — финанс йĕркине пăснин 207 миллион тенкĕлĕх тĕслĕхĕсене тăрă шыв çине кăларнă. 72 миллиона яхăн тенкĕлĕх сиене саплаштарса укçана бюджета тавăрнă.

Пăшăрхантаракан отрасль — çурт-йĕр строительстви. Пĕлтĕр çурт-йĕр тăвасси самай чакнă. Кăçал 630 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута яма палăртнă. Граждансене кивĕ çуртсенчен куçармалли программа валли пĕтĕмпе 5 миллиард тенкĕ ытла уйăрнă. «Истори шайĕнчи тĕллеве тинех пурнăçлатпăр. Совет самани вăхăтĕнчех çынсене хваттерсемпе тивĕçтерме шантарнă — пурнăçлайман. Кăçал асăннă программăна вĕçлетпĕр», — терĕ ЧР Пуçлăхĕ.

Хăйĕн докладне вăл Петр Столыпин реформатор сăмахĕсемпе вĕçлерĕ: «Ăнăçлă ĕçлемешкĕн пĕрле ĕçлемелли никĕсе, пуриншĕн те ăнланмалли чĕлхене тупмалла. Курайманлăхпа усаллăх чĕлхи çавнашкал чĕлхе пулма пултараймасть...» Пирĕн регионти тăнăçлăха упрамалла, ансат мар, анчах тĕп-тĕрĕс йышăнусем тумалла».

Оппозици чĕпĕтесшĕн

Йĕрки çапла — партисен парламентри кашни фракцийĕ виçшер ыйту парать. «Единая Россия» представителĕсене кăрлачăн 1-мĕшĕнчен республикăра виççĕмĕш ачашăн укçа пама пăрахни кăсăклантарчĕ — ку ыйту малашлăхĕ мĕнлерех-ши? Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх — ЧР Правительстви çак ыйтăва Мускав шайĕнче пĕрре кăна мар çĕкленĕ, анчах хальлĕхе ăна татса паман-ха. Тăкаксене республикăна хăйĕн çине илме сĕнеççĕ. Анчах ку мел юрăхсăр — «эпир бюджет дефицитне ÿстерме пултараймастпăр». Çапла тăвас тăк кăçал 150 миллион тенкĕ кирлĕ. Ку виçене саплаштарма вăй çитĕ-ха, анчах çулсем иртнĕ май хайхи «виççĕмĕш ачасен» шучĕ те ÿссех пырĕ — тепĕр икĕ-виçĕ çултан 600-700 миллион тенкĕ кирлĕ пулĕ. Чăваш Ен бюджечĕ çак тăкаксене саплаштарма вăй çитереймĕ. «Хамăра шансан — çак тивĕçе илме пултаратпăр. Анчах пурнăçлаймарăмăр тăк — çынсене улталăпăр кăна», — уççăн каларĕ Михаил Васильевич. Паллах, 8 пин тенкĕ — нумай ачаллă çемьесемшĕн пĕчĕк мар укçа. Михаил Васильевич сăмахĕнче систерсе калани те палăрчĕ: «Тен, политикăри пысăк пулăмсем умĕн федераци центрĕ çав укçана тÿлеме пуçласси патне таврăнма пултарĕ...» Паллах, кÿренмелле: чылай регионта нумай ачаллă çемьесем çак укçана илеççĕ, анчах Чăваш Енре демографи лару-тăрăвĕ лайăххине кура республика укçа илекен регионсен шутĕнчен тухса ÿкнĕ...

Çынсене авари пулма пултаракан çуртсенчен куçармалли программăна тăсма пултарасси пирки ыйтнине те Михаил Васильевич ним пытармасăр хуравларĕ. Паллă, хăш-пĕр çын юхăннă çуртра шутланса кăна тăрать — урăх çĕрте лайăх условисенче пурăнать. Малашне çакна та пăхĕç. Камăн пурăнмалли чăн условисем лайăх — вĕсем патшалăхран хваттер кĕтни вырăнсăр. Тепĕр енчен, çынсем çурт-йĕрĕн 90 ытла процентне приватизациленĕ — хăйсен пурлăхĕшĕн хăйсем явап тытма тивĕç.

РЛДП представителĕ право хуралĕн органĕсем нумаях пулмасть Шупашкарта иртнĕ митинга хутшăннисене явап тыттарнипе кăмăлсăррине палăртрĕ те — республика Пуçлăхĕ кун пирки татăклăн каларĕ: «Эпĕ митингсене сивлеместĕп, анчах пĕтĕмпех саккунлă пулмалла. Паян çынсене, çул çитменнисене пăтратса яма пулать — право хуралĕн органĕсем çакна пĕтĕмпех хаклаççĕ. Паян хăш-пĕр политик лару-тăрăва çивĕчлетесшĕн. Мĕншĕн тесен вĕсене хăй тĕллĕн пурăнакан тата вăйлă Раççей кирлĕ мар. Çавăнпа та пирĕн тăнăçлăха тивĕçтермеллех. Хăшĕсем саккунсене пĕлменни вĕсене яваплăхран хăтармасть».

Коммунистсене республикăра заводсем сахал уçăлни, ĕç укçи хăвăрт ÿсменни килĕшмест. Михаил Васильевич кунашкал ÿпкеве йышăнмарĕ: «Паллах, нефть кăларакан Тутарстанпа танлашма йывăр, анчах Мари Элпа, Пенза облаçĕпе, çавнашкал ытти субъектпа танлаштарсан эпир япăх мар шайра. Çĕнĕ Шупашкарта кăна пĕлтĕр çĕнĕ 7 завод уçăлнă».

Çĕнĕ Шупашкар хулин администрацийĕ унти чиркĕве хăй вăхăтĕнче панă спонсор пулăшăвне каялла ыйтнине вара /кун пирки «СР» фракци депутачĕ ыйтрĕ/ Михаил Васильевич ним çукран çуратнă ыйту тесе хаклать: «Çав укçан пĕр пайне эпĕ хамăн ĕç укçинчен те саплаштарма хатĕр. Кун пирки хамăн министрсене те каларăм».

Фракцисен представителĕсем тухса калаçнă хыççăн калаçăва Михаил Игнатьев пĕтĕмлетрĕ. Правительствăна Чăваш Енĕн инвестици илĕртÿлĕхĕ чакнăшăн ÿпкеленĕ депутата вăл тÿрремĕнех каларĕ: «Депутат пулнă май пĕтĕмĕшле ĕç-пуçшăн эсир те тÿрремĕнех яваплă». Ял хуçалăхне патшалăх енчен пулăшнăшăн кăмăлсăр депутатăн та пит хĕретме тиврĕ. «Эсир хăвăр ял хуçалăхне кайса ĕçлесе пăхăр — патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерĕпĕр, — терĕ ăна Михаил Васильевич. — Кашни ĕнерен суса илекен сĕт виçи 5135 килограма çитнĕ — Чăваш Ен историйĕнче кунашкал кăтарту халиччен пулман!» «Чăвашавтотранспа» çыхăннă ĕç-пуç пирки те уççăн каларĕ: «Унăн парăмĕ — 61 миллион тенкĕ. Коммерци организацийĕн парăмĕсене бюджет шучĕпе саплаштарасси пирки эпĕ нихăçан та каламан. Мĕн, вĕрентекенсене шалусăр хăварар-и? Апла пулин те сăмахне çураçуллă вĕçлерĕ: «Тавлашусем пулĕç, анчах пирĕн республика аталанăвĕшĕн пĕрле тăрăшмалла».

Парламент отчета ырланă хыççăн кун йĕркинчи ытти ыйтăва тишкерчĕ. Çав шутра Çын прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйăн 2016 çулхи ĕç-хĕлĕ çинчен тунă отчета итлерĕç. Юрий Кручининшăн ку çак статусра тунă юлашки отчет пулчĕ — хăй ыйтнипе унăн полномочийĕсене депутатсем вăхăт çитмесĕрех вĕçлерĕç. Сăмах май, парламентарисен хăйсен йышĕнче те улшăнусем пур. Владимир Викторова сывлăх сыхлавĕн министрĕн должноçне уйăрса лартнă — депутат мандачĕпе сывпуллашрĕ. РЛДП фракцийĕ те халь тулли йышпа — иртнĕ сессире «пушаннă» мандата Жириновский «кăйкăрĕсем» Константин Степанова шанса панă.

Николай КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.