Комментари хушас

7 Ака, 2017

«Сăввăмсене чи малтан мăшăрăмах хаклаттарас килет»

Таçта та ĕçленĕ, темĕнпе те интересленнĕ пулсан та чунрине шурă хут çине куçарма яланах вăхăт тупнă вăл. Йăлана кĕнĕ ярăмри черетлĕ статьяна хатĕрлеме Трак тăрăхĕнчи Николай Ершов-Янгер патне çитрĕмĕр. Мĕнлерех кăмăл-туйăмпа пурăнать ялти писатель?

Салтакра та çырнă

ПИРĔН СПРАВКА

Николай Гаврилович Ершов 1942 çулхи юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Янкас ялĕнче çуралнă. Янкасри, Красноармейскинчи шкулсенче, партин аслă шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Клубра, вулавăшра, шалти ĕçсен пайĕн паспорт службинче ĕçленĕ. Район хаçачĕн редакцийĕнче парти, ял хуçалăх пайĕсене ертсе пынă, яваплă секретарь, редактор çумĕ пулнă.

Вăл — 15 кĕнеке авторĕ. Н.Янкас, А.Талвир, П.Искеев ячĕллĕ литература премийĕсен лауреачĕ. ЧР Журналистсен союзĕн, ЧР Композиторсен ассоциацийĕн союзĕн членĕ.

— Сирĕн пултарулăхри малтанхи утăмсене «ирхи йĕрсенчех» шырамалла-тăр...

— Эпĕ ача чухне ялти Пушкин урамĕнче пурăнакан çамрăксем хаçата ăмăртмалла çыратчĕç. Çав хушаматсен хушшинче хамăн ятăма курас килетчĕ. Пĕррехинче ялти клуба Красноармейскинчен концерт лартма килнĕччĕ. Кун пирки çырса район хаçатне ярса патăм. Редакцирисем ăна пысăклатса, анлăлатса кăларни мана хавхалантарчĕ. Эпĕ ун чухне сăвăсем те шăрçалаттăм. Çав çулхинех /1956 çулта. — Авт./ районти ялкорсен пухăвне хутшăнтăм. Республикăри ялкорсен канашлăвне те ярасшăнччĕ, Юрий Сементер манран ытларах сасă пухрĕ те шурă Шупашкара кайрĕ. Хĕсметре те салтак пурнăçĕ, туслăхĕ пирки сăвăсем çырса ярса параттăм.

— Янгер хушма ят мĕне пĕлтерет?

— Критика статйисене «Микулай Улай» тесе алă пусаттăм. «Йытă пек çыртса çÿретĕн, Улайкка пек», — кÿрентерчĕ пĕррехинче пĕри. Ку хушма ята пăрахăçларăм та «Ялкас» теме пуçларăм, Нестер Янкас пек Николай Ялкас пулас терĕм. Каллех мая килмерĕ. «Эсĕ ял касса çÿрекенни», — терĕ хама вĕрентнĕ учительница. Вара хам редакцире ĕçленĕ чухне «Янгер» псевдонима йышăнтăм. «Я Николай Гаврилович Ершов» тени пулать вăл. Е «Янгасинский Ершов», «Янкасри Ершов». Янгер хушма ятпа 25 çул çыратăп ĕнтĕ.

— Паян мĕн çыратăр?

— Ĕнер икĕ сăвă — чăвашла тата вырăсла — çыртăм. Пирĕн Трак енче кедр тăрăхĕ тăвасшăн. Çавна халалласа «Кедр тăрăхĕ — Трак ен» сăвă хайларăм. Малти Карăк ялĕ патĕнчи кедрсем çимĕç пама пуçларĕç ĕнтĕ. Эпĕ астăвасса вĕсене çут çанталăк тусĕ Петр Димитриев ларттарнăччĕ. Манăн та пахчара 20 çул ытла ĕнтĕ икĕ кедр йывăçĕ ÿсет. Вĕсен мăйăрне кĕçех астивессе шанатăп. 11 кедр лартнăччĕ, анчах выльăхсем тухса кайса 9-шĕн тăррине татнă. Янкас ялĕн историне чылайранпа тĕпчетĕп. Паянхи кун тĕлне Нестер Янкас премийĕн лауреачĕсем 70-тен те иртрĕç. Çавсен пултарулăхĕ çинчен информаци пухса справочник кăларасшăн. Тинтерех кăна «Трак ен композиторĕсен юррисем» кĕнекене пичете хатĕрлесе çитертĕм. Красноармейски районĕн энциклопедине пухса хатĕрлес ĕçе те хутшăнтăм. 2015 çулта çырнă сăвăсен пуххи кун çути курчĕ. 2016 çулта çырнисене те пичете патăм. Кăçал 20 ытла сăвă хайларăм.

40 çул шăрçаланать кун кĕнеки

— Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, эсир кун йĕркине çирĕп пăхăнатăр.

— Каçхи тăхăр сехетре çывăрма выртатăп та виççĕре тăратăп. Кун кĕнеки çырса икĕ сехет иртет. Эпĕ ăна 40 çул шăрçалатăп. Манăн килти архив çав тери пуян. Сахалтан та 500 папка! Çавсене пĕчĕккĕн майлатăп. Пурин валли вырăн та çитмест. Килти музей пек ăна маларахах йĕркелемелле пулнă та... «Ахалех пĕтет», — тесе килтисем тутармаççĕ халĕ, мĕншĕн тесен ачамсенчен нихăшĕ те манăн çулпа кайман. Районти музее йĕркене кĕртсе çитерсен ĕçĕмсене унта парас кăмăллă. Килти библиотека та пуян. Чăвашлăхпа, чăваш литературипе çыхăннă 1 пин ытла «чун çимĕçĕ»...

— Чăваш писателĕсем ытларах иртнине аса илсе е юрату çинчен çыраççĕ... Паянхи çивĕч ыйтусене хускатакан çукрах.

— «Чăваш халăх поэчĕ», «Чăваш халăх писателĕ» хисеплĕ ятсене илнисем шăпăрт пурăнни кăмăла пăсать. Вĕсен малта пымалла, публицистсем пулмалла. Сăввисем те, поэмисем те тĕслĕхлĕ пулччăр. Шел те, литературăна нимĕнпе астарса кĕртекен çук паян. Денис Гордеевăн публицистики çивĕччĕ-ха. Юлашки вăхăтра вăл та çырмасть.

Хисеплĕ ятсене тивĕçекеннисем те манашкал туяпа çÿрекенсем кăна ĕнтĕ. Çамрăксене асăрхама вăхăт мар-и? Вĕсен хушшинче те пултаруллисем пурах. Юлашки вăхăтра пурте сăвă, юрă çырма пикенчĕç. Сăмахĕсем çыхăнмаççĕ, тĕшши-шухăшĕ çук... Пĕрех пичетлеççĕ, сцена çине тухаççĕ, юрлаççĕ...

— Калăр-ха: мăшăрăр ялан хутпа чакаланса ларнăшăн вăрçмасть-и?

— Çамрăкрах чухне мăкăртаткалатчĕ. Гонорар пулассине пĕлсен çемçелкелетчĕ. Халĕ ватлăха пула ытти ĕçпе палăрсах каймастпăр та — «айта, çыртăрах, хăйĕн вăхăтне хăй пĕлсе ирттертĕр» тет. Манăн вара пĕрех ăна, Людмила Сидоровнăна, вуласа кăтартас килет. Пĕрремĕш сăвăсем унăн ăсĕ витĕр тухаççĕ. 5 ача пăхса ÿстертĕмĕр. 10 мăнукпа, мăнуксен 10 ачипе савăнатпăр. Арăм çемьере пĕртен-пĕр хĕр пулнă, хăй вара ачи-пăчин йышне 25-е çитерчĕ.

Музыканчĕ вилнĕ, тăхлачисем ватăлнă

— Литературăсăр пуçне тата мĕнпе кăсăкланатăр? Чун киленĕçĕ пур-и сирĕн?

— «Мана йывăç лартса, вăрман ĕçлесе йăлăхтармасть», — тетĕп яланах. Вăрманта вутă, çулçă пайтах хатĕрленĕ эпĕ. Паянхи кун ял хушшинчи çырмара эпĕ лартнă пин йăмра та ÿсет пулĕ. Шел, халăх йывăç лартма пăрахрĕ халĕ. Йăмра та хунамасть. Унччен унăн касса лартнă турачĕ çулталăкра метр çурă ÿсетчĕ. Çут çанталăк улшăннипе çыхăннă ку. Пĕр-икĕ шит пек ÿсет те çу каçкалать, тепĕр çул чĕрĕлмест те. Çут çанталăк памасть. Хамăн ĕмĕрĕмре пилĕк сад ÿстертĕм. Пиллĕкĕшĕнчен виççĕшĕ çеç юлчĕ. Иккĕшĕ ватăлса хăрса пĕтрĕ. Груша, улмуççи, чие сачĕсене уйрăмшаррăн ĕрчетрĕм. Хăй вăхăтĕнче пĕр гектар çĕр илсе юлнăччĕ. Ачасемпе пĕрле ĕçлетпĕр. Улмуççисене çулсеренех çамрăклатса пыратăп. Ачасене хунав лартма вĕрентрĕм, выльăх пусма хăнăхтартăм. «Текех мана ан шанăр», — терĕм. Чун ыйтнипе кăçал та йывăç лартăп, ватăлнисене çĕнĕ хунавсемпе улăштарăп. Сăмах май, садăмра иçĕм çырли те ĕрчететĕп.

— Эсир купăс каланине пĕлетĕп.

— Эпĕ хам тĕллĕн вĕренсе 12-ре чухнех купăс калама пуçларăм. Эпĕ вĕрентнĕ купăсçă Геннадий Прокопьев клубри пултарулăх ушкăнне те ертсе пычĕ. Халь хам та купăса сайра хутра кăна тытатăп. Ялта клуб хупăннă хыççăн пирĕн «Янкас тăхлачисем» фольклор ушкăнĕ саланчĕ. Шел, музыканчĕ пурнăçран уйрăлчĕ, тăхлачисем те ватăлчĕç.

— Николай Гаврилович, калăр-ха: ялти писателĕн сумĕ чакман-и паян?

— Шкулсенче çамрăксемпе час-часах тĕлпулусем ирттеретĕп. Ялти вулавăшри мероприятисене те пĕрле йĕркелетпĕр. Мухтаннă пекрех пулать пулĕ те-ха, пĕлтĕр мана «Район умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медаль пачĕç. Эпĕ Красноармейски районĕн Хисеплĕ гражданинĕ те. Ятăма Чăваш наци библиотеки кăларакан «Çулталăк календарĕ» кĕнекене кĕртрĕç. Пултаруллă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа хавхалантарас тĕллевпе хам ятпа преми те йĕркелерĕм. Çулсеренех талантлă çамрăксене пĕрер пин тенкĕ парса хавхалантаратăп. Чăваш наци библиотекине хамăн 270 экземпляр кĕнекене парнелерĕм. Район вулавăшне те мĕн пур кĕнекемпе тивĕçтертĕм.

— Мĕнле ĕмĕтпе пурăнатăр?

— Ялта çуралнă, ялтах вилмелле пултăрччĕ. Маларах: «Эпĕ чăваш, арăм та чăваш пулмалла», — теттĕм. Çак тĕллевпе пурăнса 75 çула пусрăм ĕнтĕ. Юбилей тĕлне хамăн юрăсен концертне йĕркелеме ĕмĕтленетĕп.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.