Комментари хушас

6 Ака, 2017

Хăнара аван та, килте лайăхрах

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕреннĕ май Татьяна Арефьева /сăнӳкерчĕкре сылтăмри\ Германире фермер патĕнче практикăра пулнине, Францие, Швейцарие çитсе курнине ăшшăн аса илет. Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнче çуралса ӳснĕскере пĕрремĕш хут ют çĕршыва лекни яланлăхах асра юлнă.

Велосипедсăр хăварчĕç

— Германие «Лого» программăпа лекрĕм. Нимĕçле пĕлекен, ялта çуралса ӳснĕ студентсене практикăна ют çĕршыва ярассине илтсен савăнсах килĕшрĕм. Лаш Таяпаран Екатерина Мижеровăпа пĕрле инçе çула тухрăмăр, – терĕ Татьяна Арефьева. – Франкфурт хулинче семинарсене, лекцисене хутшăннă хыççăн практика вырăнне ăсатрĕç. Эпир Катьăпа Менген хулинче пурăнакан Бренд Кихле фермер патне лекрĕмĕр. Вăл ӳсентăран отраслĕпе ĕçлет. Çемьесем 2-3 хутлă çуртсенче пурăнаççĕ. Коттеджпа юнашар çĕр лаптăкĕ сахал. Кашнин пахчинче чечек ӳсет. Пур çĕрте те таса, илемлĕ.

Пире коттеджри пĕрремĕш хута вырнаçтарчĕç. Иккĕмĕшĕнче — Кихле çемйи. Аннăпа Мария хĕрĕсем пурччĕ. Асли шкул пĕтернĕччĕ ĕнтĕ, кӳршĕри хулана вĕренме кайма хатĕрленетчĕ. Вĕсем вĕçĕмех компьютер умĕнче ларни тĕлĕнтеретчĕ. Ашшĕ-амăшне хуçалăхра пулăшнине, кил тĕрĕшре тасатса тирпейленине курман.

Пĕрремĕш хутри столовăйĕнче пурте пĕрле апатланнă. Пирĕнсĕр пуçне Таджикистанран практикăна пынă студентка, поляксем ĕçленипе повар тытатчĕç. Пĕр мăшăрпа уйрăмах туслашрăмăр. Вĕсем вырăсла ăнланнипе хутшăнма çăмăлрахчĕ. Анчах фермер мăшăрĕ, Силке Кихле, урăх чĕлхепе калаçнине илтсен асăрхаттаратчĕ. Вĕсен умĕнче нимĕçле çеç пуплеме юратчĕ. Хăйсене сӳтсе явасран асăрханнă-ши? Вăл пирĕн çĕршыва кăмăлламанни сисĕнетчĕ. Повар та час-часах: «Кунта сире Раççей мар!» — тетчĕ. Çав хушăрах вырăс халăхĕпе, унăн пурнăçĕпе кăсăкланатчĕç. Чăваш çĕрĕ пирки вара илтмен-мĕн.

Канмалли кунсенче Парижа çитрĕмĕр. Эйфель башнине курса тĕлĕнтĕмĕр. Францире япаласем йӳнĕрех пулнипе укçа шеллемесĕр туянтăмăр. Швейцари чи хаклă та пуян çĕршыв пулнине хамăр курса ĕнентĕмĕр. Кунта Макдоналдсра çырткаланипех çырлахма тиврĕ. Раççей çыннипе паллашма та тӳр килчĕ. Вăл эпир ентешсем пулнине пĕрре пăхсах ăнланчĕ пулас, тӳрех вырăсла банк ăçта вырнаçнине ыйтрĕ. Унта ĕçе вырнаçасшăн-мĕн.

Менгенран пуйăс чарăнăвне 3-4 çухрăм утмаллаччĕ. Эпир унта велосипедпа çитнĕ, çавăнтах ăна çыхса хăварнă. Пĕррехинче Баварие 2 кунлăха кайрăмăр. Велосипеда çыхмалли пулманнипе таянтарса кăна хăвартăм. Таврăнсан пăхатпăр — вăл çук, вăрланă. Инкек пирки хуçана мĕнле пĕлтермеллине нимĕçле çырса хатĕрлерĕм. Юрать, ятламарĕ.

Вĕсем çĕр улмине сутлăх кăна туса илетчĕç. Вăл хаклăран е ăна килĕштерменрен çиместчĕç. Канмалли кунсенче апата хамăр пĕçернĕ чухне çĕр улмине яшкана вăрттăн яраттăмăр. Сĕтел çинче çăкăр та çукчĕ. Çемьен юратнă çимĕçĕ — спаржа. Унран кăна апат-çимĕç хатĕрлетчĕç. Шыв хаклăран ăна перекетлеме тăрăшатчĕç. Ĕç хыççăн пӳлĕмре яланах урай çăваттăм. Силке Кихле çакна асăрхасан: «Эсĕ килте те çапла тăватăн-им?» — тесе ыйтрĕ. Çакăн хыççăн вăрттăн çума тытăнтăм. Шăрăхра пĕр-пĕрне шывпа сирпĕтнине курсан та крана чарнăччĕ.

Перекетлĕ хуçасем

Фермерăн усă куракан çĕрĕ хуларан 5 çухрăмра вырнаçнă. 12 гектар çинче — улма-çырла сачĕ, теплицăсем. Вĕсенче тĕрлĕ сортлă хăяр-помидор, пăрăç çитĕнтереççĕ. Юнашарах — улмуççи, груша, çырла тĕммисем. Чĕртавара упрамалли те пурччĕ. Сада çитичченех — асфальт сарнă çул. Эпир унта велосипедпа çӳренĕ. Çумăрлă çанталăкра пире машинăпа ăсатса янă. Кунĕпех теплицăра ĕçлеттĕмĕр: çумланă, шăварнă, ытлашши хунава иртнĕ, çимĕç пуçтарнă тата ытти те. Кайран – садра. Ӳсен-тăрана тумлатса шăварнипе шывпа питех усă курман. Хурт-кăпшанкăран сыхланма çырла тĕммисем çине «капкăн» — пластик стакана пылак хутăшĕ ярса — çакнă.

Çырларан, аçтăрхан мăйăрĕнчен шнапс /килти эрех/, варени, ытти çимĕç хатĕрленĕ.

Фермер продукцие куçса çӳрекен лавкка урлă сутатчĕ. Вăл экологи тĕлĕшпе таса пулнине çирĕплетекен сертификат та илнĕ. Çимĕç, тăпра, уй-хире кăларакан тислĕк пахалăхне тĕрĕслеме час-часах килетчĕç. Çавăнпа химикатпа, удобренипе пĕлсе, виçеллĕ усă курнă. Сутма юрăхсăр чĕртавара компоста хывнă. Вĕсем выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усраман. Эрнере пилĕк кун ĕçленĕшĕн 50 евро панă. Канмалли кунсенче ӳркенмесен 3-4 сехетрех 20 евро илме май пулнă. Çавăнпа шăматкун та ĕçлеме тăрăшнă.

Нимĕçсем пур енĕпе те перекетлĕ пулни, ĕçе тĕплĕ туни тĕлĕнтеретчĕ. Фермер ир-ирех хуçалăхне тĕплĕ пăхса тухатчĕ, мĕн тумаллине палăртатчĕ. Пысăкрах ĕçе çанталăк пăсăличчен вĕçлеме тăрăшнă. Вырсарникун çемйипе, юлташĕсемпе канатчĕç, ял-хулара лавккасем те хупăччĕ.

Килте эрех хатĕрлесен те ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхмен вĕсем. Вăйлă ывăнсан кил хуçи пĕр кĕленче сăра туянатчĕ çеç. Вăл кăна-и, эпир те ывăнаттăмăр. Фермер мăшăрĕ пире асăрхасах тăратчĕ, ларса канма паман. Шăрăхра ĕçленĕрен начарлансах кайнăччĕ. Тăван тăрăха ултă уйăхран таврăнтăмăр. Юлашки кунсенче тунсăхлаттăмăр. Хăнара аван та, килте тата лайăхрах тенĕ çав. Çапах йывăр пулсан та ырри ытларах аса килет.

Академирен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă хыççăн экономист пулса ĕçлеме вырнаçрăм. Çуркунне çывхарнă май чун-чĕре Германие туртать, тунсăхлатăп. Татах каясшăн, анчах хальхинче курса çӳреме кăна.

Лариса НИКИТИНА.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.