Комментари хушас

16 Ака, 2014

Сасси кĕмĕл, йăли-йĕрки - ылтăн

Шăпах вун пилĕк çул каялла иртрĕ чăваш эстрада юррисен «Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурсăн пĕрремĕш уявĕ. Пуçаруçи - Чăваш наци конгресĕ. Проекта пурнăçа кĕртме ЧР Культура министерстви нумай пулăшнă. Пĕрремĕш ĕç кирек хăçан та чăрмавлă, кăлтăклă.

Çак йĕркесен авторĕ ун чухне жюри членĕччĕ, çавăнпа фестивалĕн йĕркелÿ ĕçĕ те, унăн ăнăçăвĕпе çитменлĕхĕ те куç умĕнчех темелле. Çĕнтерĕвĕ - тĕллеве пурнăçа кĕртни. Пĕрремĕш «икерчĕ муклашкийĕ» - ку енĕпе опыт пулманни. Гала-концерт ытла та вăраха - çур çĕр те çитнĕччĕ - тăсăлчĕ. Çапах та утăм хыççăн утăм туса паянхи куна çитрĕмĕр. Çак тапхăрта унта çĕр-çĕр юрăç хутшăнчĕ пулĕ. Чи ăстисем, маттуррисем, пултаруллисем чăваш эстрадинче хăйсен вырăнне тупрĕç. Унтан та ытларах - чăваш пурăнакан хутлăхри йăхташсене те «вăратрăмăр». Пушкăртстан, Тутарстан республикисенчи, Чĕмпĕр, Мурманск, Самар, Мускав, Сарă ту, Эрĕнпур, Чита, Тюмень облаçĕсенчи тата ытти регионти хĕрпе каччăсем Шупашкара пысăк шанчăкпа телей шырама килсе кайрĕç. Паллах, пурте çĕнтерÿçĕ пулаймарĕ, çапах та чăвашлăх «тĕрĕслевĕ» витĕр тухса хăйсен вырăнне палăртма мехел çитерчĕ.

Кăçалхи фестиваль-конкурс маларахрисенчен пуянрах. Акă хăш енĕпе: уява килнисем юрă-кĕвĕ тĕнчипе çеç мар, чăваш ÿнер пултарулăхĕпе те çывăхрах паллашма пултарчĕç. Чăваш патшалăх филармонийĕн иккĕмĕш хутĕнчи фойере /«Кĕмĕл сасă» конкурс çавăнта иртрĕ/ тăван халăх тĕррисен, тумĕсен, сувенирĕсен сутав-куравĕ ĕçлерĕ. «Паха тĕрĕ» фирмăн, ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Зинаида Вороновăн, Людмила Балтаевăн, Мария Симаковăн, Нинăпа Петр Наумовсен ал ĕçĕсем куракансене тыткăнларĕçех. Красноармейски районĕнчи «Хавал» фольклор ансамблĕ, Муркашри «Расна» коллектив, Çĕнĕ Шупашкарти 47-мĕш ача сачĕн шăпăрланĕсем, тĕп хулари 19-мĕш шкулти пуçламăш класра вĕренекенсем халăх юрри-кĕввипе, такмакĕсемпе хавхалану кÿчĕç.

Гала-концерт пуçланиччен темиçе минут пур-ха. Меллĕ самантпа усă курса юрăçсем валли уйăрса панă пÿлĕме васкатăп. Сцена çине тухма хатĕрленекенскерсене, хăйсен шăпи пирки хумханаканскерсене хамăн ыйтусемпе чăрмантарас тетĕп.

Пÿлĕме кĕнĕ кĕменех пĕр пикепе тĕл пултăм. Шупашкарти 10-мĕш шкулти 11-мĕш класра вĕренекен Ульяна Питакова пулчĕ вăл. Хулара çуралса ÿснĕскер чăвашла та тикĕс калаçать. Ашшĕ Елчĕк районĕнчен, амăшĕ - Комсомольски тăрăхĕнчен. Чи çывăх тăванĕсемпе пике чăвашлах калаçать-мĕн. Шкулта та тăван чĕлхи читлĕхре мар. Уява Ульянăпа пĕрле класс ертÿçи Лариса Анисимова та, пĕр класра пĕлÿ пухакан çамрăксем те килнĕччĕ. Лариса Валерьевна шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнисĕр пуçне ачасене пултарулăх енĕпе те пулăшса пырать. Вăл каланă тăрăх - ачасен хушшинче юрлама юратакан сахал мар. Çавăнпа та вĕсене çул уçса парассине хăйĕн тивĕçĕ тесе шухăшлать. Ульяна конкурса «Пилеш кайăкăм» юрăпа хутшăнать.

Виçĕ пике тем пирки калаçса тăраççĕ. Вĕсем патне пытăм. Тус-тантăшсем пулĕ терĕм. Çук иккен. Конкурс вăхăтĕнче çывăхланнă. Эпĕ вара конкурсантсем пĕр-пĕринпе «кашкăрла» пулĕ тесе шухăшланă. Паллашрăмăр. Шупашкарти Ангелина Васильевăна /Варна/ маларах та куркаланă-ха. Вăл пилĕк çултанах сцена çинче. Ангелина Чăваш чĕлхин кунĕсенче хастарччĕ, Иван Яковлев палăкĕ умĕнче пайтах юрланă. Анжелика Еремеева вара Чăваш Енре пĕрремĕш хут тесен те йăнăш мар. Тутарстанри Аксу районĕнчи Чăваш Ентрÿселĕнче тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн Анат Камăри музыка колледжĕнче иккĕмĕш çул вĕренет. Татьяна Архипова Шупашкарта пурăнать. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыка педагогикин факультетне пĕтернĕ. «Нарспи» клубра, искусство шкулĕнче, садикре çитĕнекен ăрăва кĕвĕ-çемĕ тĕнчипе çывăхлатать.

Асăрхарăн пулĕ, вулаканăм, конкурса хутшăннисем музыка енĕпе тĕрлĕ шайра. Конкурс йышăнăвне хирĕçлемест çакă, унта юрăç профессине алла илнисем те, хăй тĕллĕн вĕреннисем те хутшăнма пултараççĕ. Тĕп тĕллев - вĕсене пулăшасси, пултаруллисене сцена çине кăларма майсем туса парасси.

Çакăн пиркиех каларĕç гала-концерта уçнă чухне сцена çинче Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, ЧНК вице-президенчĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков, ЧР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Альбина Алексеева. Культура çулталăкĕнче тăван чĕлхене, йăла-йĕркене, юрă-кĕвве анлă çул памалла тени тĕп шухăш пулчĕ вĕсен сăмахĕнче. Çак ĕçе Чăваш наци конгресĕ хăй йĕркеленнĕренпех пурнăçласа пынă, малашне те тăвĕ.

15 çул - «Кĕмĕл сасă» конкурсăн хăйне евĕрлĕ юбилейĕ. Кăçалхи фестивале 37 юрăç хутшăннă. Вĕсем Чăваш Республикинчен çеç мар, Пушкăртстанпа Тутарстанран та, Эрĕнпурпа Сарă ту, Чĕмпĕр облаçĕсенчен те. Çапах та, ытти конкурспа танлаштарсан, уявăн кăçалхи йĕркелÿçисем туса çитереймен çитменлĕх шăпах çакăнта: аякри йăхташсемпе çителĕксĕр ĕçленинче. Мускав чăвашĕсем кашнинчех хастарччĕ, кăçал мĕн пулнă вĕсене? Тюменьсем тата? Ку енĕпе Пушкăртстанри ентешĕмĕрсем маттурри сисĕнчĕ. Унтан вунă юрăçа яхăн килнĕ. Çакă савăнтарчĕ: ытти чухне юрăçсем, уйрăмах хуларан тухнисем, чăвашла калаçманни кăмăла хуçатчĕ. Кăçал вара хуларисем те ашшĕ-амăшĕн чĕлхипе пупленине итлесе килентĕм.

Жюри членĕсем /Зинаида Козлова, Валерий Клементьев, Елена Османова, Анатолий Музыкантов тата ытти те, председателĕ Вячеслав Христофоров/ конкурсантсен пултарулăхне палăртнисĕр пуçне сĕнÿсемпе те пулăшнă: сасăпа тĕрĕс усă курма вĕрентнĕ, тĕрĕс сывламалли пирки аса илтернĕ, хусканусем çинчен те манман. Тĕрĕссипе, пĕр юрăçа та кÿрентермен, мала тухайманнисене конкурса хутшăннисен дипломĕпе хавхалантарнă. Дипломантсем çаксем - Ольга Егорова /Эрĕнпур/, Оксана Казанцева, Марина Васильева /Пушкăртстан/, Ангелина Васильева /Шупашкар/, София Афанасьева /Чĕмпĕр/, Зарема Князева /Елчĕк/. Виççĕмĕш вырăнта - Лидия Одинцова /Шупашкар/, иккĕмĕш вырăнта - Анатолий Ефимов /Пушкăртстан/, Кристина Николаева /Шупашкар районĕ/, пĕрремĕшĕнче - эпĕ ăнсăртран паллашнă Ульяна Питакова. Маттур, Ульяна. Çавăн пекех Анатолий Ефимов пирки пĕр-ик сăмах каласа хăварасшăн. Толя музыка енĕпе пĕлÿ илмен, анчах та турă ăна ку енĕпе кÿрентермен. Юрлама çеç мар, сăвă çырма та ухата иккен вăл. Конкурсра шăрантарнă юрри те хăй çырнăскер. Каччă тăван ялне, çĕрне-шывне мухтаса юрлать.

Гран-прие кам тивĕçни пурне те кăсăклантарать паллах. Вăл - Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿртре ÿссе çитĕннĕ, халĕ республика культура училищинче вĕренекен, кăçал алла диплом илме хатĕрленекен Сергей Лекеров! Саламлатпăр!

Çакăн пек ырă сăмахсене хăй вăхăтĕнче Вячеслав Христофоров, Светлана Печникова, Полина Борисова, Алена Лебедева, Ольга Кузьмина, Наталья Ермолаева, Константин Рязанов, Анна Чаукова, Валерий Клементьев, Ксения Филиппова тата ыттисем те тивĕçнĕ. Чылайăшĕн кĕмĕл сасси халĕ те уççăн янăрать. Паянхи çĕнтерÿçĕсене те çавнах сунас килет.

 

Илья КЛОЧКОВ

сăн ÿкерчĕкĕсем

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.