Çиччĕн çуралса, пĕр килте ÿссе...
Микроавтобус çулпа тÿлеккĕн пырса Чăваш Ен чиккинчен каçса кайнă вăхăтра Нина Яковлева, çичĕ ачана çут тĕнче илемне парнеленĕ хĕрарăм, ăшĕнче кĕлĕ тунă: «Турăçăм, телейлĕ çул пилле. Ачамсемпе тăван киле тĕрĕс-тĕкел çаврăнса çитме пулăш». Таçта аякка мар, хамăрпа кÿршĕллĕ облаçăн тĕп хулине Чулхулана кăна кайма тухнă Яковлевсен йышлă çемйи — çул кирек хăçан та теветкеллĕхпе çыхăннине асра тытса амăшĕ çÿлти хăватсене йăлăннă.
— Епле йăлăнас мар? Тĕрĕс-сипе, инçе çула питех тухса çÿремен. Пирĕн, ялта выльăх-чĕрлĕх тытса пурăнакан çынсен, çулçÿревсем çинчен ĕмĕтленме-и?! Çывăрса тăрсанах картана тухатпăр вĕт, ăша пĕр тĕпренчĕк çăкăр ямасăрах янаварсене тăрантасси çинчен шухăшлатпăр, — хăйне кунашкал пурнăç йăлăхтарнăшăн ÿпкелешсе мар, пурнăç тĕллевĕ кулленхи ĕç-тивĕçсемпе çыхăннине палăртса каларĕ Нина Геннадьевна.
Пысăк йышпа — Чулхулана
Чулхулана çула тухма Яковлевсен сăлтавĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин алă пуснă Указпа килĕшÿллĕн Муркаш районĕнчи Иштерек ялĕнче пурăнакан йышлă çемьене «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орденпа чыслама йышăннă. Сумлă наградăна илме вĕсене Владимир Путинăн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Чулхулана йыхравланă.
Çулçÿреврен таврăннăранпа темиçе кун кăна иртнĕччĕ те — Яковлевсен туслă çемйи савăнăçлă чыславăн саманчĕсенчи ырă туйăмсенчен хăпса пĕтейменччĕ-ха. Кĕçĕн хĕрĕ Настя хăйне çавăн пек чаплă мероприятие илсе кайнăшăн уйрăмах хытă хĕпĕртенĕ. Михаил Бабич вĕсен ашшĕ-амăшĕ çинчен мĕн чухлĕ ырă сăмах каланă та — ун пек саманта епле манăн?
Шел, çемье пуçĕ Юрий Игнатьевич наградăна илме пысăк кил-йышĕпе пĕрле çула тухайман. Кил карти тулли выльăха çынна шанса хăварма хĕн, çавăнпа кил-çуртпа хушма хуçалăхшăн яланхиллех яваплăха хăйĕн çине илнĕ. «Çавăнпа мухтав сăмахĕсене мăшăршăн та хамах илтрĕм», — терĕ шÿтлĕн Нина Геннадьевна.
— Награда илнисен хушшинче ăна тĕрлĕрен сăлтавпа тивĕçнисем пулчĕç ахăр. Йышлă çемьесем сирĕнсĕр пуçне пурччĕ-и? — пĕлесшĕн çунтăм эпĕ калаçăва тăснă май.
— Чыславра «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» ордена пирĕн çемьене кăна пачĕç. Награда илме сцена çине йыхравласан Михаил Бабич: «Ашшĕ-амăшĕн йывăр та яваплă ĕçĕн «çимĕçне» сирĕнни пек çемьесенче куратпăр. Çакăн пек маттур, пултаруллă, ĕçчен ачасем çитĕнтернĕшĕн сирĕнпе пĕрле савăнатпăр», — терĕ ăшшăн. Чăн та, нумай ача çуратса нушине те нумай куртăм тееймĕп — каланине итлекен, айăпа кĕрсен куçран пăхсах ăнланакан ывăл-хĕрсем пирĕн, ял-йыш хушшинче те, хулана тухса кайсан та чарусăрланса ята яман, — ăшшăн калаçрĕ мухтава тивĕçлĕ амăшĕ.
Кÿршисене ăмсаннипе
Пĕрлешнĕ чухне çамрăк мăшăра ватăсем, ашшĕ-амăшĕ пил панă май: «Сак тулли ача-пăча пултăр...» — тесе каласси халĕ те йăларах-ха. Чăннипе, йыш хушма ырă сунса калакан ытарлă сăмаха тÿрĕ пĕлтерĕш шайĕнчех пурнăçлакан сайра. Яковлевсем вара вырăссен «семеро по лавкам» ытарлă каларăшне те хальхи саманара чăна çавăрма шикленмен.
— Хамăр йышлăнах мар — аппапа пичче кăна. Упăшкасен çемйи пысăк пулнă — сакăр пĕртăван пĕрле çитĕннĕ вĕсем. Пĕчĕк чухне пысăк кил-йышсене питĕ ăмсанса пăхаттăм. Кÿршĕсемех нумаййăнччĕ: пилĕк ачаллă çемьере асламăшĕпе аслашшĕ те пурăнатчĕ. Пахчара çĕрулми кăлармалла-и, утă пуçтарса кĕртмелле-и — ĕçе яланах хăвăрт вĕçлетчĕç. Эх, ăмсанаттăм вара, — пысăк çемье çинчен ĕмĕтленесси мĕнрен пуçланнине систереççĕ ку сăмахсем.
Сыпай каччи Юрий Иштерек хĕрне Нинăна килĕштернин — хăйĕн историйĕ. Вулакана çакна çеç пĕлтерер: хăйĕнчен çичĕ çул аслă йĕкĕтпе виçĕ çул туслă çÿресен Нина Юрий чăннипех çемье тĕрекĕ пуласса ĕненсе качча тухма килĕшнĕ. Хĕр чĕри тĕрĕсех туйнă: Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă май Афганистан вут-çулăмĕ витĕр тухса чунĕпе те тĕрекленнĕ упăшки пурнăç тумхахĕсене çĕнтерме — чăннипех юрăхлă çын. Вырăнти хуçалăх саланичченех «Дружба» колхозра ĕçлесе пурăннă вĕсем: Нина Геннадьевна — бухгалтерта, Юрий Игнатьевич — водительте, каярахпа — сĕт-çу ферминче.
Сыпай ялне качча кайнă пулин те Нинăна Иштерекех таврăнма шăпа пÿрнĕ. Юрий йышлă çемьере ÿснĕрен çамрăксем уйрăлса тухнă. Çапла пушă вырăнта, хĕрĕх сотăй çĕр çинче, çурт-йĕр çавăрма, хуçалăх çĕклеме тÿр килнĕ çамрăк мăшăрăн.
— Пÿрт хăпартнă чухне чылай ĕçе иксĕмĕрех тăваттăмăр. Хунямасен килĕнче пурăннă чухне ирхине виççĕре тăрса каяттăмăр. Ĕçе кайиччен мĕн те пулин туса хăварас тенĕ ĕнтĕ, — аса илчĕç Яковлевсем.
Вăхăт нумай та иртмен — кил-тĕрĕшре ачисем те тăрмашма тытăннă. Яланах карта тулли выльăх тытнăран /çуркуннесерен симĕс курăк çине ултă янавара кăларнă/ çемьере ĕç татăлма пĕлмен.
— Игнатпа Димăна, аслисене, йывăртарах та килнĕ — пĕчĕккисене пăхасси вĕсем çине тиеннĕ-çке, — йышлă çемьен йĕрки-курки хăйне евĕр пулнине çирĕплетрĕ сăмах нумай ваклама юратман, кирек мĕнле ĕçе пуçăнма хăраман ашшĕ. Юрий Игнатьевич ывăлĕсене хăйĕн пекех çирĕп кăмăллă, пиçĕ кĕлеткеллĕ пулма хăнăхтарас тĕллевлĕ. Спорта юратаканскер спортзала, футбол, хоккей лапамĕсене тăтăшах çÿрет. Ашшĕн хастарлăхне кура ывăлĕсем кăна мар, хĕрĕсем те хусканусăр пурăнаймаççĕ. Шупашкарти медицина колледжĕнче вĕренекен Юля акă хоккейла выляма кăмăллать. Сыпайри шкулта саккăрмĕш класра вĕренекен Настьăн чунне ташă питĕ çывăх. Муркаш тăрăхĕнче тин кăна иртнĕ «Ташлар-ха савăнса!» фестиваль-конкурсра пĕччен ташлакансен йышĕнче иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ вăл.
Ачасенчен кашнин — тем хулăнăш портфолио. Хисеп хучĕсем, дипломсем, тав çырăвĕсем... Асăнмалăх тирпейлĕн тĕркелесе пынă папкăсене уçатăн та — Яковлевсен ачисем ашшĕ-амăшне ырă ĕçсемпе чăннипех савăнтарнине курса ĕненетĕн.
— Игнатий, Дмитрий, Татьяна, Александр, Олег, Юлия, Анастасия... Хăшĕ — ĕçлет, хăшĕ — вĕренет, кам ăçтине, миçемĕш курсрине ыйтма тытăнсан арпашăнса каймăр-и? — шахвăртса ыйтрăм кил хуçисенчен.
—Хăвăн тăк епле манăн — тепĕр çавăн чухлĕн пулсан та йăлтах пĕлсе тăрăттăмăр. Асли Игнат хăй те çемьеллĕ ĕнтĕ — вăл пуриншĕн те, пур енĕпе те тĕслĕх. Кинпе иккĕшĕ икĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Полинăпа Алина çăва тухсан яла килессе куç пек кĕтетпĕр — ачапча кил-çурта тултарать тени тĕрĕсех, — Нина Геннадьевнăпа унăн мăшăрĕ асанне, асатте ятсене илтме те ĕлкĕрнĕ-мĕн.
Ана тулли — çырла!
Эх, çав çырла тесен!.. Камăн çăварне шыв килмĕ, кам çуллахи ăшă кун çинчен ĕмĕтленмĕ? Пылак викторие аса илсен — пушшех! Сăмаха таçта айккине пăрнăшăн ятлама ан васкăр, вулаканăмсем. Çырла — шăп та лăп Яковлевсемпе тачă çыхăннă тема. Муркаш тăрăхĕнче викторие харпăр хăйĕн пахчинче çитĕнтерекен йышлă. Яковлевсем — çырла ÿстерекен чи ĕçчен пахчаçăсенчен пĕрисем. 40 сотка таранах йышăнать вĕсен ку çырла ани!
— Çимĕçĕ пылак та — ĕçĕ сахал мар. Апла пулин те йăлăхтарчĕ тесе алă сулмастпăр — çуллен хавхаланса ĕçлетпĕр. Акă çу уйăхĕ çитет те — пуçланать вара! Пур ĕçе те вăхăтра пурнăçламалла. Пиçме тытăнсан канасси çинчен вуçех манма тивет. Ирхине виççĕре çырла татма тухатпăр, — Нина Геннадьевнăпа калаçăва тăснă май çемье ĕçченлĕхĕнчен ытларах та ытларах тĕлĕнтĕм. — Кăçал «Полька» ятлă сорта ытларах çитĕнтерес шухăшлă-ха. Унăн çырли пылак, апла пулин те çирĕп: йăпăр-япăр ирĕлсе каймасть. Суту-илÿ вырăнне илсе çитермешкĕн меллĕрех.
«Çу кунĕсем çитсен каçхи вун пĕр сехетсĕр те ана çинчен кĕрейместпĕр, çапах нихăçан та ÿпкелешместпĕр куншăн — пилĕк авни хамăршăнах усăллă пулнине пĕлетпĕр», — терĕç ĕне сума та ачаран пĕлекен Димăпа столяр вăрттăнлăхĕсене чухлакан Татьяна. Мĕнех хушса калайăн: кайăк тĕкĕпе хитре, этем...