Комментари хушас

5 Ака, 2017

Сăн ÿкерчĕксене пăхсан та пурнăçа юратни сисĕнет

ФОТОРЕПОРТАЖ

Лайăх политик, ĕçчен те пултаруллă йĕркелÿçĕ, пурнăçа юратакан çын, шанчăклă юлташ… Çак сăмахсем — Чăваш Республикин виççĕмĕш тата пиллĕкмĕш суйлавсенчи Патшалăх Канашĕн депутачĕ Игорь Кушев пирки.

Пурăннă пулсан Игорь Анатольевич ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче 52 çул тултармаллаччĕ. Шел, йывăр чире пула вăл — республика парламенчĕн Бюджет, финанс тата налуксем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ — пĕлтĕрхи çĕртме уйăхĕнче пурнăçран уйрăлчĕ. Чăваш Енре саккун кăларас ĕçе пысăк тÿпе хывнă депутата, патшалăх строительствипе право ыйтăвĕсемпе 50 ытла статья авторне асăнса Патшалăх Канашĕ фотокурав йĕркеленĕ. Ăна ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче уçрĕç.

Мероприяти Игорь Анатольевичăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан фильм-сюжетран пуçланчĕ. Акă вăл бизнес тытăмĕнче ĕçленĕ вăхăтра тележурналиста интервью парать, Патшалăх Канашĕн комитет ларăвĕнче тата сессисенче калаçать, суйлавçăсемпе тĕлпулу ирттерет. Фильм-сюжета çеç мар, фотокураври сăн ÿкерчĕксене пăхсан та Кушев пурнăçа юратни аван сисĕнет: 5-6-ри арçын ача тетте-лашапа ярăнать, акă вăл салтакра, ашшĕ-амăшĕпе кăмпа пуçтарать, ывăлĕсене ĕçлеме хăнăхтарать... Игорь Анатольевич пулла çÿреме, волейболла, футболла выляма, йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллани палăрать. Ĕç саманчĕсене сăнлаканни те нумай: депутат ĕçтешĕсемпе çивĕч самантсене сÿтсе явать, çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнать… Вĕсен хушшинче Чăваш Ен Пуçлăхĕ парламентарие «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе чысланине те курма пулать. Сăн ÿкерчĕксемпе Кушевăн ывăлĕсем Артемпа Борис тата мăшăрĕ Наталья Николаевна паллаштарчĕç.

Фотокурава уçнă май ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев Игорь Кушев политикăра та, спортра та, кулленхи пурнăçра та питĕ хастар пулнине, унăн вăй-хăвачĕ тапса тăнине палăртрĕ. «Ун пек çынсене манма юрамасть. Ку курав малашне ытти тăрăха та çитессе, унпа май килнĕ таран ытларах çын паллашасса шанатăп», — терĕ вăл. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов та ĕçтешне ырăпа аса илчĕ. Петр Красновпа Юрий Попов /5-мĕш суйлаври парламентăн спикерĕ/ депутатсем Игорь Анатольевич патшалăх органĕсен ертÿçисен çеç мар, республикăра пурăнакансен хушшинче те ырă ят-сум çĕнсе илнине, вăл кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултарнине пĕлтерчĕç. ЧР транспорт министрĕ Владимир Иванов /сăмах май, кураври чылай сăн ÿкерчĕкĕн авторĕ шăпах вăл/ Кушев куллен ырă ĕç тунине аса илчĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.