Комментари хушас

1 Ака, 2017

«Раççейри пĕрремĕш дояр» хусах. Хальлĕхе...

Новосибирск облаçĕнчи Бердск хулинче иртнĕ Хĕллехи ял спорт вăййисенче Чăваш Республикин команди виççĕмĕш вырăна тухнине иртнĕ номертех çырса кăтартнăччĕ. Механизаторсен хушшинче чи маттурри пулса тăнă Аленăпа паллаштартăмăр ĕнтĕ. Доярсенчен вара Вăрнар каччи Александр Политов пĕрремĕш вырăн йышăннă. Паян вулакана ун çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартăпăр.

Спортпа туслă çемье

Вăрнар районĕнчи Кÿçтÿмер ялĕнче çуралса ÿснĕ Александр ачаранах спортпа туслă. Сывă пурнăç йĕрки çемье девизĕ тесен те йăнăш мар. Ашшĕпе амăшĕ те хастар çынсем. Альбина Вячеславовна шкулта вĕреннĕ чухнех йĕлтĕрпе чупнă. Муркаш хĕрĕ район, республика шайĕнчи ăмăртусенче кăна мар, Раççейре иртекеннисенче те çĕнтернĕ. Ывăлĕ каланă тăрăх, техникума вĕренме кĕрсен студентка хăйĕн çитĕнĕвĕсем пирки шарламанран киленĕç шайĕнчех юлнă амăшĕн спорт пурнăçĕ. Çемье пуçĕ Станислав Иванович вара самбона килĕшернĕ. Пĕрлешсен те çамрăк мăшăр спорт тĕрлĕ мероприятийĕнчен пăрăнман. Çемьепе хутшăнмалли ăмăртусенче те ачисемпе пĕрре мар палăрнă. Республика шайĕнчи «Атте, анне тата эпĕ» ăмăртуран сахал мар малти вырăнпа таврăннă.

Паллах, çак туртăм ачисене те куçнă. Саша акă полиатлон енĕпе спорт мастерĕ. Хĕрĕ Дина çăмăл атлетикăпа спорт мастерĕн кандидачĕ. Пике Шупашкарта Олимп резервĕсен училищинче вĕренет. Вова пурнăçне спортпа çыхăнтарман пулин те сывă пурнăç йĕркине кăмăллать. Вăл та çемье ăмăртăвĕсене пĕрре мар хутшăннă.

Политовсен аслă ывăлĕ Ял спорт вăййисене 2010 çултанпах хутшăнать. Çуллахисенче — тăватă, хĕллехисенче виçĕ хутчен пулма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Ăмăртăва икĕ çынран йĕркеленĕ командăпа çеç хутшăнма юрать. Саша юлташĕ — Галина Павлова. Хĕрарăм Вăрнарти техникумра студентсемпе ĕçлет. Кăçалхи тупăшура вăл дояркăсен хушшинче 7-мĕш вырăна тухнă. Команда кăтартăвĕ — иккĕмĕш вырăн.

Тÿрĕ-тÿрĕ паккуссем...

Çуллахи вăйăсенче Саша утă çулакансен хушшинче ăмăртать. Паллах, алла çава тыттарнипе çеç çырлахмаççĕ. Турникрен туртăнма, 500 метр чупма тивет. Хăшĕ хăвăртрах та вăйлăраххине хаклаççĕ çапла. Утă çулнине пахалама вара паккус сарлакăшĕпе тасалăхне сăнаççĕ, камăн хăмăлĕ кĕскереххине сантиметрпах виçеççĕ. Курăка вăрăм кассан та, паккус тÿрĕ выртмасан та штраф балĕсем хутшăнаççĕ. Çĕр çумĕнчен виçĕ сантиме­т­р­тан ытла юлмалла мар-мĕн курăк. Апла пулин те Çуллахи вăйăсенче Саша виçĕ хутчен 1-мĕш пулнă, пĕр хутĕнче çеç иккĕмĕш вырăна хăварнă ăна.

— Шăна-пăван вăхăтĕнче выльăхсем килте тăраççĕ те вĕ­сем валли курăк çулма çывăхри вăрмана каятпăр. Мотоблокпа тиесе килетпĕр ăна, — çавапа ĕçлес опытне епле пухнине систерет каччă.

Хĕллехи спорт вăййисенче вара халиччен полиатлон енĕпе хутшăннă яш. Унта спортăн виçĕ тĕсĕ кĕрет: пăшалтан пересси, турникрен туртăнасси /хĕрарăмсем урайĕнчен тĕртĕнеççĕ е кĕлеткине çĕклеççĕ/ тата йĕлтĕрпе чупасси.

— Полиатлонпа та кăтарусем аванччĕ, 9 тата 4-мĕш вырăнсемпа таврăнтăм. Кăçал доярсен ăмăртăвне хутшăнса пăхас терĕмĕр, хамăра урăх енчен тĕрĕслесе пăхас шухăш çуралчĕ. Пушшех те, кунта майсем ытларах пек туйăнчĕ. Ĕне сумалли аппарата вăхăтпа салатса пуçтартăмăр, йĕлтĕрпе 3 километр чупрăмăр. Унсăр пуçне арçынсен турникрен туртăнмалла, хĕрарăмсен урайĕнчен тĕртĕнмелле, — каласа кăтартать 43 арçын йышĕнче палăрнăскер.

Аппарат салатса пуçтарас ăмăртура Саша виççĕмĕш пулнă. Куншăн ăна телевизор тивĕçнĕ. Кунашкал парнешĕн кам хĕпĕртемĕ? Çĕнĕ техника килте вырăн тупнă ĕнтĕ. Йĕлтĕрпе чупса вăл финиша 10-мĕш çитнĕ. Алă вăйĕпе вара ăна çитекен пулман. Çак виçĕ кăтартăва хушсан чăваш каччи чи маттурри пулни палăрнă та.

Ĕне сăвать-и?

Журналиста, паллах, ĕне сумалли аппарат килте пурри те кăсăклантарать. Ара, ăна тыткалама пĕлмелле-çке. Çук иккен. Политовсем килĕнче икĕ ĕне усраççĕ пулин те Альбина Вячеславовна алăпах сăвать вĕсене.

«Раççейри «пĕрремĕш» дояр ĕне сума пĕлет-ши» текен шухăш çула тухсанах çуралнăччĕ-ха.

— Аттепе анне хăнана кайсан шкулта вĕреннĕ чухне суса курнăччĕ, — пулчĕ хурав.

Ăмăртăва ытларах спорт мастерĕсем хутшăннине пытармасть Саша. Фермăра ĕçлекен чи маттур дояр та вĕсемпе йĕлтĕрпе чупса та, урайĕнчен тĕртĕнсе те тупăшаймĕ çав...

«Раççейри пĕрремĕш дояр» тени темшĕн «ялти пĕрремĕш каччă» пекех илтĕнет. Ахаль мар-тăр. Саша халĕ те çемье çавăрман-ха. Спортпа, сывă пурнăç йĕркипе туслăскерне, çитĕнÿсемпе палăраканскерне куç хывакан çук мар ĕнтĕ. Анчах кун пирки калаçма йĕкĕт кăмăл тумарĕ.

«Тăван тăрăха хаклама вĕрентĕм»

Тĕрĕссипе, ăна Саша мар, Александр Станиславович темелле-ха. Ара, вĕрентекенсене ашшĕ ячĕпе чĕнеççĕ вĕт. Çапла, çамрăк учитель вăл — Кÿçтÿмерти вăтам шкулта физкультурăпа ОБЖ урокĕсене ертсе пырать.

Ачаранах спортпа туслăскер çуран та, йăлтĕрпе те чупнă. Футбол та, волейбол-баскетбол та вылянă. Ăмăртусенчен шкул команди те малти вырăнсăр таврăнман.

— Спорта юратнăран ирпе-каçпа хам тĕллĕн тухса чупаттăм. Шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарта çулталăк электрогазосварщике вĕрентĕм. Шăп çав вăхăтра Юрий Егоров тренерпа /Олимп чемпионĕн Валентина Егоровăн мăшăрĕ/ ĕçлерĕм. Шел, çулталăк çеç. Салтака кайма ят тухрĕ те икĕ çул Чулхулара авиаци полкĕнче хĕсметре пултăм, — хăйĕнпе тĕплĕнрех паллаштарать Александр Политов.

2009 çулта Чăваш патшалăх педагогика университетне физкультура факультетне куçăнсăр майпа вĕренме кĕнĕ Саша. Çав çулах ялти шкулта йăлтĕрпе ярăнакансен спорт секцийĕ уçăлнă, вăл Вăрнарти спорт шкулĕн филиалĕ шутланнă. Çапла икĕ çул Александр Станиславович вĕреннипе пĕрлех секци ĕçне йĕркелесе пынă. Кун хыççăн вĕрентекен ĕçне кÿлĕннĕ. 2014 çулта дипломлă специалист пулса тăнă.

Ашшĕпе амăшĕ ывăлĕн çитĕнĕвĕсемшĕн савăнаççĕ паллах. Тренировкăна тухма чарасси пирки калаçу та çук. Тепĕр чухне ывăлĕ кунне иккĕ те чупать.

— Ĕç вырăнĕ тăван ялтах тупăннишĕн хĕпĕртерĕм çеç. Республика тулашне çÿрес кăмăлăм çукрахчĕ. Хула пурнăçĕ те илĕртет теейместĕп. Шкулта ĕç сĕнсен савăнсах килĕшрĕм. Тăван тăрăха, çĕре салтакра пулнă хыççăн пушшех хаклама вĕрентĕм, — тет Александр Станиславович.

Татьяна НАУМОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.